Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сенсаци: Раççей ĕçке ернинчен тухать! Алкоголь политикин центрĕн даннăйĕсем тăрăх, кăçалхи сакăр уйăх хушшинче пирĕн çĕршывра эрех туса кăларасси 14,5 процента çити ӳкнĕ. Хĕрлĕ эрех – 5,6 процента, сăра – 8,1, çамрăксен «юратнă» коктейлĕсем те 17 процента çити чакнă. Нивушлĕ кризис пире тулли стакана пăрахса лайăхрах ĕçлеттерет? Тен кризис çаплах Раççей нушине – ĕçке ернине те çĕнтерме пултарĕ?
Чамине пĕлекеншĕн хăрушлăх çук
– Чăннипе каласан, пĕрисем сахалрах ĕçме тытăннă, теприсем вара... , – иккĕленмесĕр калать Василий Анч психиатр-нарколог. – Хăшĕсем кризис пуçланиччен те самаях ĕçнĕ пулсан, халĕ вара дозăна ӳстернĕ çеç. Вĕсем пурнăçа урăхларах майпа лайăхлатасси çинчен шутламаççĕ, ĕçсе вăхăтлăха йывăрлăхсем çинчен манса пуçĕсене «лăплантараççĕ». Общество пурнăçĕпе çыхăннă çынсем вара ĕçмен мар, паллах – чамине пĕлнĕ, халĕ вара дозăна самаях чакарнă. Тĕслĕхрен, манăн пĕлĕш – санитари врачĕ – ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Çапах та вăл ĕçме пуçламарĕ, пĕр турткаланса тăмасăр стройкăна бригадир пулса вырнаçрĕ. Анчах та каменщикăн ăçта каймалла? Вăл ахаль те карьера чикмекĕн чи юлашки пусми çинче тенĕ пек. Çавăнпа та укçи пĕтиччен ĕçет ĕнтĕ.
Укçа, телее, хăвăрт пĕтет
– Раççей çыннисем кризис вăхăтĕнче сахалрах ĕçеççĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен укçисем пĕтеççĕ, – тесе шутлать Мускаври психиатрин наукăпа тĕпчев институчĕн профессорĕ Александр Гофман. – Çавăнпа та ĕçсе «выртакансен» шучĕ самаях чакрĕ.
Манăн пĕлĕш Сергей суту-илӳ менеджерĕ пулса ĕçлекенскер те офиссенче сахалрах ĕçни çинчен калать.
– Малтан эпир кашнийĕ хăйĕн бонусне çăваттăмăр, урăхла каласан «сулахай» укçана пĕтĕмпех тенĕ пек ĕçсе яраттăмăр, – вăрттăнлăха уçать Сергей. – Халĕ ун пекки пĕтрĕ. Плана тултараймастпăр. Çара окладпа ... Тĕрĕссипе каласан – кăмăл та çук.
Вилекенсем сахалрах?
Кризис чăнах та пулăшрĕ! РФ сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министрĕ Татьяна Голикова çак кунсенче тĕлĕнмелле цифрăсем каларĕ. Раççейре пуçласа (!) юлашки 15 çулта халăх шучĕ хăй тĕллĕн ӳсни палăрать. Август уйăхĕнче халăх шучĕ чакман (ытти чухне уйăхне 40-70 пин çын таранччен чакатчĕ), тата 1000 çынна çитиччен ӳснĕ! Раççейре çураласлăх ӳссе, вилеслĕх чакса пырать темелле. Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче ытти çулхисемпе танлаштарсан 60 пин çын сахалрах вилнĕ. Мĕншĕн? Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви каллех сахал ĕçни пирки тесе шутлать. Нумайăшĕ кризис вăхăтĕнче ĕçсĕр тăрса юлнă е сахалрах ĕç укçи илме пуçланă-мĕн. Çавăнпа та «киленĕве» те сахаллатнă. Апла: «сахал ĕçетпĕр – нумай пурăнатпăр», пулса тухать.
Вăйлă, анчах та эпир сахалрах «киленетпĕр» пулсан та, пурпĕрех питĕ нумай ĕçетпĕр. ООН эксперчĕсем хăйсен юлашки докладĕнче çапла çирĕплетеççĕ: енчен те Раççей ĕçессине чакармасан 2025 çулта Раççейре 11 миллион çын чакма пултарать. Ку, паллах, алкоголе пула инкексене, аварисене лексе тата инсультпа, инфарктпа чирлесе вилме пултарнине пĕлтерет.
Эрех – хаклă, спортзалсем ирĕк пулмалла
Ĕçкĕçсемпе кĕрешесси пирки Дмитрий Медведев та, Кирилл Патриарх та аса илтерсех тăраççĕ.
– Алкоголизм – наци инкекĕ пулса тăрать! – тет Президент. – Раççейре кашни çын пуçне, çав шута ачасене те кĕртсе, çулталăкне 18 литр эрех ĕçĕнет пулса тухать. Енчен те ăна савăтсем (бутылка) çине куçарсан – çӳçсем вирелле тăраççĕ.
Дмитрий Медведев сăмахĕпе алкоголизмпа Правительство «тирпейлĕ, çав вăхăтрах çине тăрса» кĕрешме палăртнă. Хальлĕхе тĕрлĕ майсем хатĕрлеççĕ. Çапах та экспертсем мĕн сĕнеççĕ-ха?
– Раççей наци йăлине пăхăнса ĕçет, – шутлать Александр Гофман профессор. – Тĕслĕхрен, çуралнă куна хăнана чĕнетĕн те, эрех вырăнне чĕйпе сăйлатăн. Сире, çемçен каласан, ăнланмаççĕ. Пурпĕрех эрех кăларттараççĕ. Çавăнпа та йăлана улăштарма тивет.
Ăсчах ĕненет: спортпа сывă пурнăçа халăхра сармалла. Анчах та, «лекцисем вуласа» мар, паллă политиксем, артистсем, телекăларăм ертсе пыракансем телевизорпа яланах спорт тумĕсемпе пулмалла. Акă, пăхăр, эпĕ спорт çынни – эсир те ман пек пулăр! Чи кирли вара – спорткомплекссем тӳлевсĕр пулни.
 
: 1042, Хаçат: 49 (831)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: