Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Суд приставĕсен ĕçĕ яланах çителĕклĕ пулнă-ха, кризис вăхăтĕнче вара тата хушăннă, мĕншĕн тесен парăмлисен шучĕ сисĕнмеллех ӳснĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ парăмсене кăна палăртар: явапсăр аттесем алимент тӳлессинчен пăрăнни, хăш-пĕр ертӳçĕ страхлакан взноссене Пенси фондне куçарманни е ĕç укçи вăхăтра тӳлеменни. Кризис вăхăтĕнче ку мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă, калăпăр, страхлакан взноссене вăхăтра куçармасан Пенси фончĕ пенсионерсене пенси укçине параймасть.
РФ Суд приставĕсен службин Тутарстанри управленийĕн ертӳçин çумĕ Ф.Галихапов нумаях пулмасть «Татмедиа» агентствăра иртнĕ брифингра пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 10 уйăхра кăна вĕсем патне парăмлисен тĕлĕшĕпе суд 850 пин документ (шыраса илмелли сумма 54 миллиард тенкĕ) янине пĕлтерчĕ. Кăçал 10 уйăхра халăха, предприятисемпе организацисене пурĕ 20 миллиард тенкĕ парăма тавăрнă иккен вĕсем, алимент тӳлессинчен пăрăнакан 43 пин аттепе тĕл пулса 703-шĕ енĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă, 400-шне ют çĕршыва кайнă чух чикĕ урлă каçарма чарнă.
Страхлакан взноссем енĕпе те çивĕч ыйтусем сахал мар-мĕн, хăш-пĕр ертӳçĕ взноссене Пенси фондне вăхăтра куçармасть çеç мар, парăма вуçех манма тăрăшать. Парăма шыраса илес тĕллевпе Суд приставĕн служби прокуратурăпа, шалти ĕçсен уйрăмĕсемпе, налог службипе, Пенси фончĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Паллах, парăма тавăрмалли мелсем вĕсен тахçанах пур. Тĕслĕхрен, çак ведомствăсем йĕркелекен пĕрлехи рейдсем.
Страхлакан взнос парăмĕсене шыраса илес тĕллевпе нумаях пулмасть РФ Пенси фончĕн Тутарстанри уйрăмĕпе суд приставĕсен служби уйăхлăх (октябрь-ноябрь) ирттернĕ вăхăтра кăна парăмлă 1600 çынпа куçа куçăн тĕл пулнă.
Пенси фончĕн Тутарстанри уйрăмĕн ертӳçин çумĕ Ф.Абдуллина каланă тăрăх, парăм паянхи кун 1 миллиард тенке яхăн. Суд приставĕсен службипе пĕрле ирттерекен уйăхлăхсен усси пурах, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри парăма урăхла майпа татса пама васкамасть. Çак мероприяти вăхăтĕнче Пенси фончĕ 72 ытла миллион тенкĕ парăма тавăрма пултарнă. Юлашки вăхăтра кун пек мероприятисене массăлла хыпар хатĕрĕсене явăçтарни те хăй çимĕçне кӳретех-мĕн, камăн хăй çинчен хаçатра çыртарса, телекăларăмра кăтартса ятне ярас килтĕр? Çакăн пек уйăхлăхсен пĕтĕмлетĕвĕсем лайăх пулнине кура, Тутарстанра ăна çулталăкне икĕ хут ирттереççĕ. Ф.Абдуллина пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Пенси фондĕнче пулакан улшăнусем вĕсен ĕçне самай лайăхлатмалла, çав шутра парăма шыраса илессинче те, малашне парăма хăй ирĕкĕпе татма килĕшмесен парăмлисене шыраса хăшкăлмĕç, палăртнă суммăна унăн банкри счетĕнчен илĕç.
Тата тепĕр çĕнĕлĕхе те асăнмасăр хăвармăпăр, 50-100 тенкĕ парăма та вăхăтра татма тăрăшмалла, суд приставĕнчен хут килессе кĕтмелле мар, мĕншĕн тесен унччен парăма тӳленĕ чух пĕтĕмĕшле суммăн 7 проценчĕ чухлĕ кăна ытларах тӳлемелле пулнă-тăк, халĕ сумма 100 тенкĕ е унран сахалрах пулсан ун çумне 500 тенкĕ хушса тӳлемелле. Урăхла каласан, 100 тенкĕ парăм вырăнне 600 тенкĕ тӳлеме тивет.
 
: 1137, Хаçат: 49 (831)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: