Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ педагогика училищин музыка уйрăмĕн 1-мĕш курс студентки, «Йолдызлык-2007» республика фестивалĕн лауреачĕ Вероника Николаевăн ĕмĕчĕ – Раççей шоу-бизнесне çитесси. Педагогика училищинчен вĕренсе тухсан пĕр шутласа тăмасăр Мускаври «Çăлтăрсен фабрикине» кайма тĕллев лартнă. Паллах, эстрада юрăçисен «фабрикине» пули-пулми юрăçсене патне те пыртармаççĕ, çавăнпа Атав (Пăва районĕ) пики пикенсех вокал, музыка инструменчĕсемпе калас ăсталăхсене урокра кăна мар, канмалли вăхăтра та туптать.
Сăмах май, юрă-кĕвĕ тĕнчи Вероникăшăн ют мар, вăл мĕн пĕчĕкрен сцена çинче. Шăп улттă тултарсан ялти клубра дебючĕ пулнă, ун чух кукашшĕпе «Кукамипе кукаçи» юрра юрланă вăл. 2007 çулта «Йолдызлык» фестивале «Тăвансем» юрăпа хутшăнса лауреат пулнă. Юрлас, музыка инструменчĕпе калас ăсталăх хĕре асламăшĕнчен тата кукашшĕнчен куçнă иккен. Кукашшĕ В.Петров, тĕслĕхрен, пĕр нота та пĕлмест пулин те музыкăна ăнкарнипех сĕрме купăспа ăста калать. Вероника хăй вара баянпа калама пĕлет, училищĕре тата фортепианăпа калама вĕренет.
– Пушă вăхăт çукпа пĕрех, нумай вĕренмелле, – тет студентка училище пурнăçĕ пирки. Вероника Течче тăхăр класс пĕтерсен музыка уйрăмне ятарласа вĕренме килнĕ-мĕн. Унччен вара тăватă çул Пăвари музыка шкулне çӳренĕ. «Çанталăка пăхмасăр куллен виçĕ çухрăмри Пăвана çӳреттĕм. Хăш чух машина пулатчĕ, тепĕр чух çуранах утма тиветчĕ. Пĕррехинче çумăр айне пултăмăр та йăлт йĕпенсе пĕтрĕмĕр, пурпĕр музыка шкулне пăрахмарăм», – кулса аса илет вăл иртнине. Юрлама, музыка инструменчĕпе калама вĕренес тесе аякка утмасть халь пике, училищĕпе общежити юнашарах вырнаçнă. Училищĕре, хулара иртекен пĕр мероприятирен те юлмасть чăваш пики, тĕрлĕ юрă шăрантарать. Çакă ĕмĕтри конкурса хатĕрленмелли чи лайăх мел тесе шутлать пулас çăлтăр.
 
: 1210, Хаçат: 48 (830), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: