Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çеçпĕл МИШШИНЕ – 110 çул
22 çул çеç пурăннă чăваш поэчĕн Çеçпĕл Мишшин синкерлĕ пурнăçĕн чи çутă, савăнăçлă кунĕсем Теччĕ хулипе çыхăннă. Пĕрремĕшĕнчен, кунти учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ вăхăтра çамрăк поэтшăн пуçласа тĕнче культурин алăкĕ уçăлнă: В.Никаноров вĕрентекен пулăшнипе Çеçпĕл антика, тĕрлĕ тапхăрсенчи литературăсемпе, вырăс романтизмĕпе, классицизмĕпе тĕплĕн паллашать, силлабо-тоникăна тĕпе хурса сăвăсем хайлать. Иккĕмĕшĕнчен, çак хуларах хăйĕн пĕртен-пĕр юратăвне Нусьăна (Анастасия Червяковăна) тĕл пулать.
Çеçпĕл Мишшин 110 çулхи юбилейне Чăваш Енри Канаш районĕпе Шупашкар, Украинăри Остер хулисем кăна мар, тĕнчере чăвашсем пурăнакан мĕнпур вырăнта тивĕçлипе паллă турĕç. Паллах, хăçан-тăр кунта пĕлӳ илнĕ, судра ĕçленĕ Михаил Кузьмина пĕр кун та манман Теччĕ те хĕрринче юлмарĕ. Вăл ноябрĕн 20-мĕшĕнче ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин, Канаш районĕн сумлă делегацийĕсене, Ульяновскпа Хусан хулисен хăнисене йышăнчĕ.
Чăваш çырулăхĕпе культурин, чăваш поэзийĕн силлабо-тоника системин никĕсне хывнă И.Яковлев, И.Максимов-Кошкинск ий, Çеçпĕл Мишши пек çынсемпе чапа тухнă Теччĕ çĕрĕн, район ертӳçисен ятĕнчен хăнасене, уява пуçтарăннисене чи малтан Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Дубровский саламларĕ. Чăваш наципе культура центрĕ ку тăрăхра 90 çул каяллах тымар янине, çакăн пек историллĕ чăваш центрĕ Атăлçи тăрăхĕнче урăх ниçта та çуккине, Çеçпĕл Мишши район историйĕнче манăçми йĕр хăварнине мăнаçланса пĕлтерчĕ вăл.
Теччĕ, чăнах та мĕнпур чăваш тĕнчишĕн паллă район, çырулăх никĕслевçин тăван çĕршывне кашни килсе курма ăнтăлать. Чăваш культуринче йĕр хăварнă çынсем çинчен астăвăма теччĕсем куç пек упранипе те çыхăннă-тăр çакă. Вĕсем хальхинче те Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музея поэтăн 110 çулне халалласа открыткăсен пуххине кăларма пулăшнă.
Çеçпĕл Мишшине манманшăн шупашкарсем ЧР Президенчĕн, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин ятĕнчен тав турĕç. Делегаци ертӳçи М.Краснов асăнмалăх Шупашкар хулин ӳкерчĕкне тата «Чăвашсен паллă çыннисем» библиографи ярăмĕнчи «И.Я. Яковлев тата унăн несĕлĕсем» кĕнеке парнелерĕ. Канаш район администрацийĕн ертӳçин çумĕ В.Степанов та теччĕсене Çеçпĕл ентешĕсенчен хĕрӳллĕ салам илсе килнĕччĕ. Районта вĕсем ентешĕн ятне çӳлте тытнине, унпа мăнаçланнине, теччĕсем Канаш районĕнче яланах кĕтнĕ хăна пулнине пĕлтерчĕ.
Çеçпĕл Мишши фончĕн председателĕ, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай вара классик биографийĕн хăш-пĕр факчĕсене уçăмлатни пухăннисене пурне те шухăша ячĕ пуль тетĕп.
– Çеçпĕл Мишшине чăваш поэзийĕн никĕслевçи тесе калани тĕрĕс мар, пирĕн унран маларах та пултаруллă поэтсем пулнă. Аса илер-ха К.Ивановăн «Нарспи» поэмине, М.Федоровăн «Арçури» балладине. Çеçпĕл Мишши – чăваш поэзийĕн, чăваш халăх çĕкленĕвĕн символĕ. Вăл пурĕ те 22 çул та 7 уйăх кăна пурăннă. Хăй çине алă хунă тени тĕрĕс мар. Эпĕ Остер хулинче икĕ çулта пĕрре пулатăп, Украинăри юлташсемпе историксем юлашки вăхăтра ку версие сивлесе Çеçпĕл Мишшине вĕлернĕ тесе çирĕплетеççĕ. Çак ĕçе пурнăçланă çыннăн хушамачĕ те паллă – Савченко. Синкерлĕ шăпана пăхмасăр Çеçпĕл Мишши хăй çине алă хума пултарайман, мĕншĕн тесен пурнăçа ытла та хытă юратнă, – терĕ вăл.
Юлашки вăхăтра классиксене хурласси, вĕсен таса ячĕсене вараласси модăна кĕчĕ. Шел те, кун пек хура чунлă çынсем чăвашсем хушшинче те пур. Вĕсен шучĕпе, çамрăк каччă – Çеçпĕл – юратăва тивĕç пулман имĕш. Анчах Çеçпĕл Мишшипе Анастасия Червяковăн паянхи кунччен сыхланса юлнă çырăвĕсен кашни йĕрки вĕсен юратăвĕ таса та тарăн пулнине çирĕплетет. Çакна педагогика училищин студенчĕсем çырусене вуласа кăтартса ĕнентерчĕç.
Теччĕ чăвашĕсем кашни мероприятие çӳллĕ шайра, хăйне евĕрлĕ йĕркелеме пĕлни вĕсен культура пуянлăхĕн тарăнлăхне кăтартать. Çеçпĕл Мишшине халалланă уявра та акă Раиса Сарпи, Светлана Асамат поэтсемпе, Раççей халăх артисчĕсемпе П.Заломновпа, А.Бурундуков баянистпа, «Пĕртăван Малинасем», Канаш районĕн «Ентешсем» ансамбльсемпе пĕр сцена çине тухнă «Чăваш шăпчăкĕ» конкурс лауреачĕ Ирина Морозкина, вăл ертсе пыракан «Забава» ачасен ушкăнĕ, «Уяв пики» конкурс лауреачĕ Маргарита Зайцева, «Йолдызлык» конкурс лауреачĕ В.Николаевăн пултарулăхĕ пирки япăх теме чĕлхем çаврăнмасть. Вĕсем уява хăйне евĕрлĕ илем кӳнипе пĕрлех чăваш культурин тăсăмĕ пулнине çирĕплетрĕç.
Раиса Сарпи.
Раиса Сарпи.
 
: 1298, Хаçат: 48 (830)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: