Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кунта штата кĕскетмеççĕ, ĕç çуккипе вăхăтсăр отпуска ямаççĕ, мĕншĕн тесен экономика кризисĕ вĕсен ĕçне темиçе хут нумайлатрĕ. Сăмах – ĕçпе тивĕçтерекен центр çинчен. Аксу районĕнчи ĕç рынокĕнче лару-тăру мĕнлерех пулнине пĕлес шутпа эпир çак тăрăхри ĕçпе тивĕçтерекен центрта пултăмăр.
Центрăн ертӳçи Р.Муратшин каланă тăрăх, кăçал çуркунне ытти çĕрти пекех районти ĕç рынокĕнчи лару-тăру çăмăлах пулман. Тĕрлĕ пĕлӳллĕ, тĕрлĕ профессиллĕ ĕçсĕр юлнă 700 çын учетра тăнă. Паллах, район ытларах ял хуçалăхĕпе пурăннăран, хуçалăхсенче хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленесси курăнман та, мĕншĕн тесен кризис çак сферăна уйрăмах пырса тивнĕ. Юрать-ха çулла июнь уйăхĕнче кризиса хирĕç патшалăх программине йышăнни пулăшнă. Аксу тăрăхĕшĕн те акă, ытларах «самозанятость» направлени çăлăнăç унки вырăннех пулнă. Ĕçсĕр юлнă çынсем патшалăх паракан кивçенпе харпăр хуçалăха анлăлатнă. Кун пеккисем районта халĕ 218-ăн. Паллах, вĕсем 58 пин те 800-шер тенкĕ парăнакан кредита тӳрех илме иккĕленмен теме çук. Шăп çак ыйтупа центр ĕçченĕсен халăхпа питĕ нумай ĕçлеме тивнĕ.
– Район çыннисемшĕн тепĕр çăлăнăç обществăлла ĕçсем пулчĕç. Малтанласа ял хутлăхĕсене тирпей кĕртме, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене юсама 706 çынна явăçтарма шутланăччĕ, анчах вĕсен шучĕ ытларах пулчĕ, районĕпе 1098 çын çак ĕçсене пурнăçларĕ. 339 çынна вăхăтлăха ĕçе вырнаçтартăмăр. Кунсăр пуçне темиçе çын коммуналлă хуçалăхсем, çурт-йĕр хуçалăхĕсен юлташлăхĕсем урлă обществăлла ĕçсене хутшăнса хăйсен коммуналлă услугăсемшĕн пуçтарăннă парăмĕсене татрĕç, – каласа парать центр ертӳçи Р.Муратшин.
Паллах, обществăлла ĕç ыйтăва вăхăтлăха кăна татать. Центрăн тĕллевĕ вара учетри çынсене яланхи ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси. Çавăнпа 36 çын центр урлă электросварщика, электромонтажника, водителе, ЭВМ операторне вĕреннĕ. Çак çынсенчен 75 проценчĕ ĕçе вырнаçнă. Кунсăр пуçне районти предприятисем тĕрлĕ сăлтава пула ĕçсĕр юлас хăрушлăхри ĕçченĕсене ТР Министрсен Кабинечĕн «Тутарстан Республикинче нумай çынна ĕçрен кăларас хăрушлăх тухиччен маларах профессилле пĕлӳ парассине йĕркелесси çинчен» Постановленийĕпе килĕшӳллĕн, центр урлă урăх професси илме янă. Çапла майпа Аксу тăрăхĕнчи предприятисенчи 28 çын ĕçсĕр юлас хăрушлăхран çăлăннă.
Аксури ĕçпе тивĕçтерекен центр учетри çынсене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе кашни кун ĕçлет, вырăнти предприятисемпе организацисен кадрсен уйрăмĕпе çыхăнать, район администрацийĕнчи кашни тунтикун иртекен планеркăсенче ыйту çĕклет.
Хальхи вăхăтра центрта 491 çын учетра тăрать-мĕн. Паллах, вĕсен шучĕ ӳсесси (3 процента) те паллă. Çапах та ыйтăва центр май килнĕ таран татса пама тăрăшать. Ял халăхне ытларах «самозанятость» программăна явăçтарас енĕпе ĕçлет, 2010 çулта çак программăна хутшăнма 200 çын кăмăл тунă, предприятисем 56 çынна центр урлă тепĕр професси илме заявка панă.
Район экономикине инвесторсем килни те ĕçсĕррисен ыйтăвне çăмăллатас шанăç парать, тĕслĕхрен, «ВАМИН – Аксу» агрофирма районти темиçе ялта выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене юсаса пĕтерет. Эппин, унта та ял çыннисем валли хушма ĕç вырăнĕсем пуласси иккĕленӳллĕ мар.
 
: 1028, Хаçат: 47 (829)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: