Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

НОЯБРĔН 10-МĔШĔ – МИЛИЦИ КУНĔ
Тутарстанăн йĕрке хуралçисем кăçалхи çăмăл мар çулталăкра хăйсен профессилле уявне пысăк çитĕнӳсемпе кĕтсе илни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Милици кунне халалланă построенире те акă ТР шалти ĕçсен министрĕ А. Сафаров: «Тутарстан милицийĕн мухтанмалăх пур», – тени сăлтавсăр марччĕ. Юлашки 10 уйăхăн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхас пулсан, Тутарстан территорийĕнчи криминогенлă лару-тăру лăпкă, çакна шута илнĕ пĕтĕмĕшле преступленисен шучĕ 12 процента чакни, преступление уçса парасси 4 процента ӳсни те çирĕплетет. Министр каланă тăрăх, юлашки вун пĕр çулта ку чи лайăх кăтарту. Республикăн йĕрке хуралçисем 10 уйăхра кăна 2000 ытла преступника шыраса тупнă. Кунсăр пуçне РФ ШĔМĕн конкурсĕсене хутшăннă милици сотрудникĕнчен 7-шне Раççейри чи лайăх милиционерсен шутне кĕртни республикăн чысне ӳстерчĕ.
Çак ырă йăлана малалла тăсма сунса А.Сафаров построенире Хусанти милици гарнизонĕн чи çамрăк сотрудникĕсене табельлĕ хĕç-пăшал пачĕ. Çав кун присяга йышăннă ТР ШĔМĕн профессилле хатĕрленӳ центрĕн курсанчĕсем те министрăн шанăçне тӳрре кăларасса шанас килет.
Йĕрке хуралçисен профессилле уявĕ Тутарстанра тахçанах халăх уявне çаврăннă тесен йăнăш пулас çук-тăр. Кăçал та милиционерсем ăна октябрĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 11- мĕшĕччен тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе паллă турĕç. Çак кунсенче республикăн шалти ĕçсен мĕнпур уйрăмĕ шкулсемпе лицейсенче, колледжпа техникумсенче вĕренекенсем валли Уçă алăк кунĕсем йĕркелесе милици историйĕпе кулленхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Правăна сыхлакан органсен ветеранĕсен хушшинче ноябрĕн 4-мĕшĕнче – спорт турнирĕ, ноябрĕн 4-7-мĕшĕсенче Федерацин Атăлçи округĕнчи ача çурчĕсемпе интернатсен командисем хушшинче (пурĕ 16 команда хутшăннă) мини-футбол енĕпе «Шанăç кубокĕ» турнир, ноябрĕн 7-мĕшĕнче «Баско» спорт керменĕнче ТР ШĔМ кубокĕшĕн пĕрремĕш турнир ирттерчĕç. Милици сотрудникĕсем спортра кăна мар, сăвă çырас енĕпе те пултаруллă. Ноябрĕн 9-мĕшĕнче ТР ШĔМĕн истори музейĕнче йĕркеленĕ литературăпа музыка каçĕнче 20 сотрудникпа ветеран хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
Профессилле уявăн тĕп мероприятийĕсем, паллах, ноябрĕн 10-мĕшĕнче иртрĕç. Ирхине ТР ШĔМĕн мемориалпа культкомплексĕн плацĕ çинче построени пулчĕ. Правăна сыхлакан сотрудниксемпе милици ветеранĕсене ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А.Гусев саламларĕç. РФ Президенчĕн Указĕпе çак кун 11 милици сотрудникне патшалăх наградипе, 300-шне ТР ШĔМĕн ведомство наградипе чысларĕç. Ĕçе пурнăçласа пуç хунă сотрудниксене халалласа лартнă Мемориал умне чечексемпе гирлянда хучĕç. Каçхине «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче уява халалланă концертра Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Винокур савăнтарчĕ.
Çапах та чи пĕлтерĕшли çав кун йĕрке хуралçисене профессилле уявпа саламлама ятарласа Чехи шалти ĕçсен министрĕ М.Пецина делегаципе килни пулчĕ-тĕр. Хăнасем ТР Президенчĕпе тĕл пулнисĕр пуçне ТР ШĔМĕн опычĕпе те паллашрĕç-çке. Эппин, Тутарстан милиционерĕсенчен ют çĕршыв тĕслĕх илмелĕх те пур.
 
: 1146, Хаçат: 46 (828)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: