Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕЛАБУГА. Пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнса малти вырăнсене йышăннă учительсене хатĕрленĕшĕн шкулсен директорĕсене ТР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе преми парса чыслама йышăннă. 15 пин тенкĕ премие Елабугăри 4-мĕш номерлĕ гимназин, 1 тата 10-мĕш шкулсен, Бехтеревăпа Поспелово ялĕсен шкулĕсен директорĕсем тивĕçĕç.
АНАТ КАМА. Хальхи вăхăтра дефицита çаврăннă медицина маскисене «Здравмедтех-Поволжь е» компанипе пĕрле Анат Камăра «Эластик» завод кăларма тытăннă.
Компани ертӳçисем Тутарстанра чрезвычайлă лару-тăру пулнипе тата аптекăсенче маскăсем çуккипе кивĕ çĕвĕ оборудованийĕсене çĕнĕрен хута ярса республикăна пулăшма шутланă. Маскăсене нумай сийлĕ, Европа шайĕнчи материалтан (ăна нимĕç компанийĕн оборудованийĕпе «Эластик» хăй кăларать) алăпа çĕлеççĕ.
Ĕçе автоматизацилеменни не кура производство процесĕ вăрăма тăсăлать. Çавăнпа та анаткамăсем маска çĕлеме республикăн ытти çĕвĕ фабрикисене те заказ парасшăн. Çак йышăну Тутарстана маскăсемпе кăна мар, хушма ĕç вырăнĕсемпе те тивĕçтерĕ.
Сăмах май, Анат Камăра çĕлекен медицина маскисем аптекăсене çывăх кунсенчех çитĕç, «Эластик» специалисчĕсем каланă тăрăх, ваккăн сутмалли хак 4 тенкĕрен ытла пулмĕ.
ÇЫРЧАЛЛИСЕН сахăр диабетне сиплемелли тата асăрхаттармалли опычĕпе ноябрĕн 12-мĕшĕнче видеоконференципе Мускав паллашнă.
Специалистсем каланă тăрăх, сахăр диабетĕнчен сывалма çук, анчах асăрхаттарма пулатех, вăхăтра ятарлă тĕрĕслев иртмелле çеç. Çулталăк пуçланнăранпа хулари 9 пин çын çапла майпа юнри сахăр шайне тĕрĕсленĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра Çырчаллинче ку чирпе 8 пин чирлет, çулсерен вĕсен шучĕ 15 процент ӳссе пырать.
Çырчаллинче диабет чирне кашни хăй тĕллĕн тĕрĕслемелли шкул та пур. Унта хулари диабетиксем кăна мар, куршĕллĕ районсемпе регионсенчен те килеççĕ.
ЛАЙĂШ районĕнчи Столбище поселокĕнче ноябрĕн 10-мĕшĕнче кăнтăрла 13 сехет тĕлĕнче хăрушă пушар тухнă. 100 кубла метр калăпăшлă чукун çул цистерни (унта 30 литр дизель топливи пулнă) çунма тытăннă. Телее, пушара вăхăтра сӳнтерсе ĕлкĕрнĕ, инкекре никам та суранланман, вилмен. Пушар сăлтавĕн пĕр версийĕ – сварка ĕçĕсем вăхăтĕнче асăрханусăр пулни.
ТУТАРСТАНРА алкоголь психозĕпе чирлекенсен шучĕ ӳсет. Пĕлтĕрхи 9 уйăхпа танлаштарсан ку кăтарту кăçал 5,3 процент нумайрах. Кăçал республикăра алкогольпе чирленĕ 1665 çынна шута илнĕ (пĕтĕмпе Тутарстанра паянхи кун çак диагнозпа 34 943 çын учетра тăрать). Статистика кăтартăвĕ тăрăх, учета илнĕ алкоголиксен шучĕ Элкел, Арск, Тури Услон, Пĕтреç, Рыбно-Слободски районĕсенче ӳснĕ пулсан, Азнакай, Элмет, Пĕкĕлме, Пăва, Çӳлту, Ешĕлвар, Менделеевски, Лениногорскпа Тукай районĕсенче чакни палăрать.
 
: 1169, Хаçат: 46 (828), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: