Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сентябрьтенпе республикăри районсемпе хуласенче социаллă ипотека программинче черетре тăракансене хваттерсем уйăрассипе конкурссем пыраççĕ. Нумай çын хваттерлĕ пулчĕ те ĕнтĕ, вĕсем çак кунсенче ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн представительствисе нче хваттер илнине çирĕплетекен протоколсене алă пусса илеççĕ. ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев: «Учета тăрсан виçĕ çул хушшинче пурте хваттерлĕ пулĕç», – тенине нумайăшĕ малтанах ĕненмерĕ пулин те, çакă тĕрĕсе килчĕ. 2006 çулта документсем пуçтарса черете тăнисем, чăн та, хальхи конкурссенче çĕнтерӳçĕсен йышне кĕчĕç.
Хусанта кăçал социаллă ипотека программипе ытти çулхисенчен самай ытларах çуртсем тăваççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче çуртсем тăвас ĕçсем тĕрлĕ сăлтавсене пула кал-кал пымарĕç. Халĕ стройка ĕçĕсем талăкĕпех чарăнмаççĕ тесен те юрать. Кăçалхи плана пурнăçлас тесе строительсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Иртнĕ шăматкун, канмалли куна пăхмасăрах, ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов, ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕ Марат Хуснуллин, ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Талгат Абдуллин тата Хусан мэрĕ Ильсур Метшин тĕп хулара социаллă ипотека программипе хăпартакан çуртсене çитсе курчĕç. Пуçлăхсем Фучик, Глушко, Азинская-2 урамсенче тăвакан çуртсен площадкисенчи ĕç-пуçпа паллашрĕç. Премьер-министр çуртсене хута ярассишĕн яваплă çынсене ĕçе вăхăтра, пысăк пахалăхпа тумалли çинчен тепĕр хут асăрхаттарчĕ, хăй енчен çирĕп контрольлесе тăрасси çинчен пĕлтерчĕ.
Хусанта çĕнĕ хваттерсен уççисене социаллă ипотека программине хутшăнакансенчен хăш-пĕрисем Çĕнĕ çулчченех илĕç, ыттисем – çитес çул пуçлансан.
 
: 1156, Хаçат: 46 (828)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: