Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нурлат районĕн кăна мар, Нурлат чăвашĕсен чапĕ те тăван вырăнсенчен таçта аякка саланнă. Çакăнта юлашки вăхăтра çуллен иртекен уявсен тӳпи те сахал мар, паллах. Тепĕр енчен – районта пурăнакан тĕрлĕ наци хушшинче чăвашсем йышĕпе нумайăн, пĕтĕм халăхăн 47 проценчĕ пулса тăраççĕ вĕсем. Чăн та, юлашки çулсенче Нурлат чăвашĕсем ытларах та ытларах хăйсене хăйсем «асăрхама» пуçланă тесе илтрĕмĕр. Тупсăмĕ мĕнре-ши? Çакăн пирки эпир Нурлат районĕн Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçипе Аркадий Леонтьевич Клементьевпа калаçрăмăр.
Чăваш центрĕн ертӳçин сăмахĕсенчен, районти чăвашсем яланах ĕçченлĕхĕпе уйрăлса тăнă. Йывăр çулсенче те чăвашсем йышлă пурăнакан ялсем, хуçалăхсем ура çинче çирĕп тăнă. Анчах район шайĕнче пĕр-пĕринпе сахал хутшăннă, тен, çакна пулах чăвашлăх туйăмĕ те йăвашрах аталаннă-тăр кунта.
Анчах юлашки çулсенче наци центрĕ хăйĕн ĕçне активлăрах тума пуçларĕ. Каласа хăвармаллах – Нурлат муниципаллă район администрацийĕ те нумай пулăшрĕ ăна. Районти чăвашсене «вăратас» ĕçре центрпа администраци алла-аллăн вăй хучĕç тесен кăшт та йăнăшмăпăр.
Чи малтанах авалтан пыракан чăвашсен йăли-йĕркине чĕртсе тăратрĕ. Çакă районти чăвашсене пĕр-пĕринпе паллашма май пачĕ, чылайăшĕ куллен кун тĕл пулсан та пĕрне-пĕри чăваш пулнине пĕлмен иккен. Çакăнтанпа нумай шыв-шур юхнă, йывăрлăхĕсем те пулнă, çитĕнĕвĕсем те хавхалантарсах тăнă. Кунти чăвашсем хăйсене хăйсем хисеплеме вĕреннĕ, пысăк ĕçсем тунăшăн, хастарлăх кăтартнăшăн мар, чăваш пулнăшăн, çынра хăйĕнче чăваш юнĕ чупнăшăн. «Чăваш шăпчăкĕ» юрă конкурсĕнче те нурлатсем çĕнтереççĕ, «Çăлкуç» ушкăн та «халăх ансамблĕ» ята илнĕ, кăçал унăн 15 çулхи юбилейне чаплăн ирттерчĕç, ĕмĕртен чăвашсем пурăннă Якуркелĕнчи шкул 130 çулхи юбилейне тата мĕнле йĕркелерĕç! Районти чăваш çыравçисем те пĕрлешсе туслă ĕçлеççĕ, сборник те кăларчĕç. «Чăваш пики» конкурсра Нурлат пикисем илемĕпе жюрире ларакансене тыткăнланă, Мускавра иртнĕ конкурсран та вице-мисс пулса таврăннă. Пултарулăх енчен илсен кунти халăх питĕ пултаруллă. «Çăлкуçа» асăнтăмăр ĕнтĕ, çавăн пекех районта уйрăм юрлакан пултаруллă чăвашсем те çук мар, тата пысăк шанăç паракан çамрăк коллективсем те çуралаççĕ. Акă, нумаях та пулмасть Светлана Ефремова çамрăк пикесене пухса «Илемпи» ушкăн йĕркеленĕ, Чăваш наципе культура автономийĕ вĕсене концертсем валли кĕпесем çĕлесе парса пулăшнă. Халĕ тата нумай çул «Сувара» çырса тăракан штатра тăман хисеплĕ авторăмăр Елизавета Илюшкина хăйĕн очеркĕсене пухса кĕнеке кăларма хатĕрленет. Паллах, пĕччен çакна тума йывăр пулать. ЧНКЦ вара ăна ку ĕçре пулăшĕ.
Эпир Аркадий Леонтьевичпа калаçнă чух нурлатсем республика шайĕнче чăваш командисемпе футбол турнирĕ ирттерме хатĕрленетчĕç. Пĕлетпĕр, тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ ăна. ЧНКЦпа районăн муниципаллă администрацийĕ килĕштерсе ĕçленĕ чух урăхла пулма та пултараймасть.
 
: 963, Хаçат: 45 (827)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: