Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вут – çут çанталăкăн усал та хăрушă вăйĕ. Авалхи чăвашсем вут амине асăнса пуç çапнă. Вутран сыхланса пурăнакан вырăнсенче кӳмесем çинче пысăк шыв пичкисене хатĕр тытнă. Коллективлă хуçалăхсем йĕркелесен кашни колхозра пушарпа кĕрешекен депосем уçнă. Хăш-пĕр ялсенче халĕ те çӳле хăпарса сăнама тунă вышкăсем сыхланса юлнă-ха. Вут тухнине систерсе хуралçă чан çапнă. Çулпа васкаса каякан пушар сӳнтерекен машинăна курсанах кирек камăн та чун-чĕри хумханса каять пулмалла. «Вăрă килсен çурт юлать, вут килсен кĕл анчах юлать», – теççĕ халăхра. ХХ ĕмĕр вĕçĕнче халăхра ĕмĕр-ĕмĕр пулнă хурал çурчĕсене салатса ятăмăр, чанĕсене тимĕр-тăмăр пухакансене парса пĕтертĕмĕр. Район центрĕнчи пушар сӳнтерекен машинăсем инçетри ялсене вăхăтлă килсе çитейменнипе кил-çуртсем шыв курмасăрах çунса кайнă тĕслĕхсем те пулкаларĕç. Çак пулăмпа кĕрешме республикăра ялсенче чрезвычайлă лару-тăруран çăлăнма пулăшакан постсем йĕркелерĕç. Çавăн пек постсенчен пĕри – Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнче январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăннă. Вăл ĕлĕкхи пушар сӳнтерекен депорах вырнаçнă. Ялсенче ĕç енĕпе хĕсĕк пулнăран юхăннă здание пулас пушар сӳнтерекенĕсем хăйсен ирĕкĕпе тӳлевсĕрех тирпейлесе юсама килĕшнĕ. Пĕлтĕр сентябрĕн 18-мĕшĕнче вун пĕр вăйпитти арçын эрĕмпе хупах пусса кайнă территорие тасатма пикеннĕ. Виçĕ уйăхран ятарлă пӳлĕмсем хатĕр пулнă. «Халĕ ăшă гаражра шыв тултарнă икĕ автомашина хыпар пулсанах тухса кайма хатĕр тăраççĕ, дежурнăй пӳлĕмĕн стени çинче çак пост çумне çирĕплетнĕ 17 ял кĕрекен территорин картти çакăнса тăрать, чей ĕçсе канмалли пӳлĕм те пур, ĕçлеме тытăниччен кунти ĕçченсем пурте вĕренсе экзамен тытрĕç», – каласа парать пушарпа кĕрешекен уйрăмăн пост начальникĕ В.В.Козлов.
2009 çул МЧС ĕçченĕсемшĕн тĕрĕслевлĕ пулчĕ. Типĕ те шăрăх çу кунĕсем вут тухасран питĕ хăрушă тăчĕç. Тăхăр уйăхра 57 йыхрав йышăнса пулăшу пама тухса кайнă вĕсем, çав шутран 4-шĕ çул çинчи авари пулнă вырăнсене. Хăйсен çумне çирĕплетнĕ территори урлă иртекен «Çĕпрел – Хусан» автомобиль çулĕ çинчи синкерлĕ пулăмсенче те вĕсем пулăшу парса тăраççĕ. Кăçал пулса иртнĕ чăн хăрушă пушар Сатурка ялĕнче майăн 29-мĕшĕнче иртĕхнĕ. Вăрăм чĕлхеллĕ çулăма инçетри типĕ курăк çунакан хиртен çил хăваласа килнĕ. Пĕр урамри вунă кил-çурт тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Ĕç-пуç кăнтăрла килсе тухнипе пурăнакан çуртсенчи ачасем шкулта, аслисем ĕçре пулнă. Çакăнти ытти çуртсем пушă тăнă, хуçисем хулара пурăнакан ачисем патĕнчен хĕл каçса таврăнайман. Çак çул вĕсем тăван çĕршывĕнчи килĕсене таврăнса, илемлĕ çут çанталăкпа, çу кунĕсемпе киленсе çу каçайман. Ватăсене кĕл çинче ларса юлнă кăмакисемпе мăрйисем анчах кĕтсе илнĕ. Çакăнта кӳршĕри постсенчен те пушар сӳнтерекенсем вутпа кĕрешме килнĕ пулсан та, çут çанталăкăн тепĕр вăйĕ – çил – вут майлă пулнă, пысăк хăвăртлăхпа вĕрсе вăл вут-хĕме сӳнтерме паман.
Хуйхă алăкран шаккаса килмест çав, ăнсăртран килсе çынна «хуçса пăрахать». Çавăнпа та унпа кĕрешессинчен асăрхаттарасси çăмăлтарах теççĕ вутпа кĕрешекенсем. Çак енĕпе вĕсем шкулсенче ачасемпе тĕл пулса калаçусем ирттереççĕ, пулăшу мелĕсем çинчен ăнлантараççĕ. Тĕнчере шăпăрлансем шăрпăкпа иртĕнсе пулнă пушарсен шучĕ яланхи пекех нумай. Çаплах ялсенчи халăхпа тĕл пулса, пост уçăлни пирки пĕлтерсе килĕрен хăйсен 33-7-08 телефон номерне çырнă хутсене валеçсе тухнă, хуçалăхри кил-çурт хушшинче те вут-куçран сыхланас правилăсене пăсмалла марри çинчен асăрхаттарса хăварнă. Çĕнĕ Упи пушар сӳнтерекенĕсем кĕçех çĕнĕ, начар çулсемпе çӳреме пултаракан тата нумайрах шыв кĕрекен техника килмеллине пĕлтерчĕç.
В.И.Макаровпа (сулахайра) Çĕнĕ Упинчи ППСăн уйрăм пост начальникĕ В.В.Козлов.
В.И.Макаровпа (сулахайра) Çĕнĕ Упинчи ППСăн уйрăм пост начальникĕ В.В.Козлов.
 
: 1008, Хаçат: 45 (827)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: