Элкел районĕнчи «Анат Качаел» тулли мар яваплăхлă обществăн сысна ферминчи ĕç коллективĕ пысăк мар, пурĕ те ултă çын кăна. Пĕрле вĕсем 500 пуç сысна пăхаççĕ. Калас пулать, япăх мар. Çакă йăлтах коллективри çынсен опытĕнчен тата тăрăшулăхĕнчен килет-мĕн. Тĕслĕхрен, Евгений Казаков 23 çул ытла фермăра тăрăшать иккен. Ферма заведующийĕн Людмила Казаковăн та опычĕ сахал мар, малтан дояркăра нумай çул тăрăшнă, «Анат Качаел» тулли мар яваплăхлă общество йĕркеленсен вара сысна фермин заведующине лартнă, виçĕ çул ĕнтĕ çак тиеве туртать вăл. Хĕрарăм пур çĕрте тирпей пулатех теççĕ, тĕрĕсех-тĕр çав.
Хуçалăх ертӳçин Г.Волостновăн шанăçне тӳрре кăларма тăрăшаççĕ Хуракӳл чăвашĕсем. «Коллектив пирĕн тăрăшуллă, ĕçе тĕплĕн пурнăçлаканни. Пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, чи пĕлтерĕшли – ĕç тата ĕç укçи пулни. Хуçалăха Геннадий Михайлович илнĕренпе, лару-тăру лайăхланчĕ, ĕç укçине вăхăтлă тӳлеççĕ»,– терĕ ертӳçĕ-хĕрарăм кун пирки.
Ферма ĕçченĕсен ахаль ларма вăхăт çук, сыснасем валли çăнăха та хăйсенех авăртмалла-çке. Кун валли Хуракӳлтен Анат Качаелне эрнере пĕрре çӳремелле. Хуракӳл чăвашĕсемпе Е.Казаковпа, А. Галактионовпа, А.Терентьевпа, И.Карповăпа, Г.Ананьевăпа тата Л.Казаковăпа эпир шăпах Анат Качаелĕнче тĕл пултăмăр та. Хĕрарăмсем михĕ çăварĕсене тытса тăратчĕç, арçынсем авăртнă çăнăха тултарса йăтатчĕç. Паллах, кун пек ĕç пĕччен пурнăçламаллискер мар, эртелпе вара ывăнни те сисĕнмест.
![]() |