Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕн VII отчетпа суйлав конференцийĕ октябрĕн 27-мĕшĕнче Хусанти «Казань» Наципе культура центрĕнче иртрĕ. Ун ĕçне Тутарстанран, Чăваш Енрен, Ульяновскпа Оренбург облаçĕсенчен 50 хăна, республикăри районсемпе хуласенчен 300 делегат хутшăнчĕ.
Экономикăри хальхи çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр ТР ЧНКА хăйĕн черетлĕ отчетпа суйлав конференцине çакăн пек пысăк йышпа, ытти çулсенчен кая мар ирттерме пулатарайниех унăн ĕçĕн шайне кăтартать. Тутарстанра Чăваш наципе культура автономийĕ ытти диаспорăсенчен чăнах та чи хастар ĕçлекенни, çавна курах-тăр республика тимлĕхĕсĕр мар вăл. Çакна ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Ф.Мухаметшинăн ЧНКАн VII отчетпа суйлав конференцине янă саламĕ, пухăва ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Р.Ратникова, ТР культура министрĕн çумĕ Г.Нигматуллина, ТР вĕрентӳпе наука министрĕн пĕрремĕш çумĕ Д.Мустафин, Хусан хулин Ĕçтăвкомĕн чĕлхесене аталантарассипе ĕçлекен уйрăмĕн ертӳçи И.Арсланов, Тутарстанри Халăхсен ассамблейин ертӳçин çумĕ Н.Владимиров, Тутар халăх поэчĕ Ренат Харис, «КАМАЗ» УАОн генеральнăй директорĕн çумĕ А.Самаренкин, Аксу муниципаллă район пуçлăхĕ К.Гилманов, Лениногорск, Элкел районĕсен администраци пуçлăхĕсен çумĕсем хутшăнни те çирĕплетет.
ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Р.Ратникова конференцире: «Чăваш наципе культура автономийĕн пурнăçĕ йывăр теме çук, халăхăн ăс-хакăлне аталантарма паян майсем пур. Экономика кризисне пăхмасăр мĕнпур йывăрлăха татса пама пулать. Пĕрле кăна пулар»,– тени вара малашне те Тутарстан чăвашсене малалла аталанма тĕрев панине ĕнентерет. Римма Атласовна ТР ЧНКА ертӳçине К.Яковлева ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Ф.Мухаметшинăн Тав çырăвĕпе, И.Петровпа (Нурлат районĕ) Д.Романовăна (Алексеевски районĕ) Тутарстанри Халăхсен ассамблейин Хисеп хучĕпе чыслани чăвашсен ĕçне япăх мар хакланине кăтартрĕ.
Сăмах та çук, республика шайĕнчи «Чăваш шăпчăкĕ» фестиваль, «Чăваш пики» конкурс, «Учӳк» авалхи праçник, Раççей шайĕнчи «Уяв» фестиваль ирттерни ТР ЧНКАн авторитетне Раççейре ӳстерчĕ, çакă ăна ытти регионсенчи йăхташсемпе çыхăнăва тата çирĕплетме пулăшать. Черетлĕ отчетпа суйлав конференцине те акă Чăваш Енрен, Ульяновскпа Оренбург облаçĕсенчен сумлă хăнасем йышлăн килнĕччĕ. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Т.Казакова ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн саламне конференцие хутшăнакансем патне çитерни, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Еткер» фончĕн ертӳçи О. Мустаев облаçри Чăваш наципе культура автономийĕ ятĕнчен ТР ЧНКА ертӳçине Г.Яковлева И.Я.Яковлевăн орденĕпе чыслани, И.Я.Яковлев ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне пани питĕ кăмăллă пулчĕ.
Анчах тутарстансем ку çитĕнӳсемпе кăна лăпланса лармасса шанас килет, мĕншĕн тесен ТР культура министрĕн çумĕ Г.Нигматуллина каланă тăрăх, Культура министерствин грант илмелли проекчĕсем нумай, вĕсене çĕнсе илме чăвашсем хастар хутшăнмалла.
Тĕпрен илсен, Тутарстан чăвашĕсен ахаль лармалли вăхăчĕ нихăçан та пулман-ха, республикăра кашни çул пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприятисем иртеççĕ. Çавăнпах пуль ТР ЧНКА ертӳçин К.Яковлевăн икĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕн доклачĕ пĕчĕк пулмарĕ. Çак вăхăтра пысăк ĕç пурнăçланă тутарстансем, паллах, ТР Правительствин, районсен администрацийĕсен тата спонсорсен пулăшăвĕсĕр мар. Паллă мероприятисен шутне чи малтан И.Я. Яковлевăн 160 çулхи юбилейне, К.Ивановăн «Нарспи» поэмин 100 çулне, Раççей шайне çĕкленнĕ юрă фестивальне –Уява – тата Элмет тăрăхĕнчи Учӳк праçникне паллă тунине асăнмалла. Тури Услон, Çĕнĕ Шуçăм районĕсенче пуçласа ЧНКЦсем йĕркеленни те, «Сувар» хаçат Раççей каталогне кĕни те лайăх пулăм.
Кăçалхи çула Тутарстан чăвашĕсем республикăра Чăваш чĕлхи кабинечĕн çулталăкĕ тесе палăртса Аслă Сĕнчел, Кивĕ Ӳсел (Аксу районĕ), Чăваш Шупашкар (Çĕнĕ Шуçăм), Якуркел ( Нурлат) шкулĕсенчи чăваш чĕлхипе литература кабинечĕсене йĕркелеме пулăшнă. Ку ĕç малалла та пырать-мĕн. К.Г.Яковлев каланă тăрăх, çитес икĕ çулта республикăри кашни чăваш шкулĕнчи тăван чĕлхе кабинечĕсем шкулсенче чи хитри, чи лайăххисен шутне кĕмелле. Паллах, кунта чăваш тĕрриллĕ чӳрече каррине кăна çакасси пирки сăмах пымасть.
Тутарстанра чăваш çамрăкĕсен юхăмĕ аталанма тытăннине те палăртмалла, районсенче çамрăксен огранизацийĕсем йĕркеленчĕç. Çамрăк ăрăвăн воспитанийĕ те ЧНКАн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине асăнчĕ Константин Геннадиевич. Кăçал пуçласа спорт çине тимлĕх уйăрнă вĕсем. ТР ЧНКАн призĕшĕн пĕрремĕш футбол турнирне Нурлатра ирттернĕ. Нурлат, Чистай, Çĕнĕ Шуçăм, Алексеевски районĕсен çамрăк футболисчĕсем вăй виçнĕ-мĕн унта. Çитес вăхăтра Нурлат футбол командине (турнир çĕнтерӳçине) спорт тумĕпе тивĕçтерĕç. Малашне çакăн пек командăсем ЧНКЦ пур кашни районта йĕркелемеллине каларĕ К.Яковлев.
Шел те, ЧНКАн çитĕнĕвĕсемпе пĕрлех çитменлĕхĕсем те çук мар. Тĕслĕхрен, республикăри ЧНКЦсенчен чылайăшĕ теччĕсем пек ĕçлеймест. Иван Яковлевичăн йăхташĕсен планĕ хут çинче кăна мар. Паллах, кун пек ĕçре ертӳçĕрен нумай килет. В.Вериялов пек тăрăшулли, шел пулин те, сахал. Вăл наципе культурăн аталанăвне концерт йĕркеленинче кăна курмасть. Тĕслĕхрен, Кăнна Кушки вăтам шкулне ТАССРĕн ертӳçисем 30 çул каяллах И.Яковлев ятне парасси çинчен хушу кăларнă, анчах темшĕн, районти, ялти власть ăна хальччен пурнăçламан. Владимир Григорьевич тăрăшман пулсан паянхи кун та шкула çак чыс çитейместчĕ. Çырчалли хулин Чăваш наципе культура центрне С.Киров ертсе пыма тытăннăранпа вăл çĕнĕ хăватпа ĕçлеме тытăнни сисĕнет. Нумаях пулмасть хулара чăваш ача сачĕ уçнă-мĕн вĕсем.
Шел, ялсенчи культура шайĕ паян ăмсанмаллиех мар. Нумайăшĕнче чăваш поэчĕсен, ăсчахĕсен ура йĕрĕ те пулман. Камран килет çакă? Паллах, хамăртан. Мĕншĕн тесен районсенчи хăш-пĕр ЧНКЦсем ячĕшĕн кăна ĕçленĕрен вĕсене халăх пулăшма мар, палламасть те. Çавăнпа ТР ЧНКАн тепĕр тĕп тĕллевĕ – ĕçе вăйлатасси, ЧНКЦсем пур районсенчи кашни чăваш ялĕнче центрăн пĕр представительне палăртасси. Республикăри чăвашсем пурăнакан районсене виçĕ пысăк зонăна пайлани, тен, лару-тăрăва лайăхлатĕ? Çавăнпа ЧНКА канашĕ нумаях пулмасть Элкел, Аксу, Çарăмсан, Нурлат, Чистай районĕсен ĕçне координацилесе тăма А.П.Молоствов генерал-майора, Пĕкĕлме, Лениногорск, Элмет, Çырчалли, Анат Кама районĕсенче Фемида ветеранне В.Федорова, Теччĕ, Апас, Çĕпрел, Пăва районĕсенче Пăвари машинăсем тăвакан заводăн директорне А. Никифорова çирĕплетнĕ.
К. Яковлев доклад тунă май, критикăсăр аталану çукки пирки каларĕ пулин те çитменлĕхсене вирлĕ питленине илтеймерĕмĕр, килти çӳппе урама кăлармалла мар тенине пĕлтерчĕ-ши çакă? «Пысăк должность йышăнса наципе культура аталанăвĕ пирки манчĕç»,– текеленипех çырлахрĕ ертӳçĕ. Тен, çак сăлтавпах-тăр Атăл леш енчи Пăва, Çĕпрел, Апас, Кайпăç чăвашĕсем пирки лайăххине те, начаррине те илтеймерĕмĕр. Унти чăвашсем вырăсланса чăваш культури çине алă сулнă-им? Тен, Хусантан ытла аякра вырнаçнăран ЧНКА ертӳçисен тимлĕхĕ çителĕксĕр? Тĕрĕссипе, ку районсен те мăнаçланмалли ĕçĕсем çук мар, тĕслĕхрен, Пăва тăрăхĕнчи авалхи «Хăят», Çимĕк уявĕсем çĕнĕрен чĕрĕлчĕç, вĕсене тăхăрьялсем çулсерен уявлаççĕ, шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕренекенсем республика олимпиадисенче мала тухаççĕ, спорт та аталанман мар. Тĕслĕхрен, Çĕпрел тăрăхĕнче Совет Союзĕн Геройне С.Уганина, Чечен вăрçин паттăрне А.Шуркина асăнса, Шупашкарти «Пăлхар» ентешлĕх ертӳçин Н.Угасловăн призĕшĕн – наци кĕрешĕвĕн, Тăхăрьял тăрăхĕнче В.Чернова асăнса киокусинкай каратэн регионсем хушшинчи турнирĕсем иртеççĕ кăна мар, чăваш ачисем пысăк çитĕнӳсем те тăваççĕ. Мĕншĕн-ха конференци çакăн çинчен асăнмасть?
Тĕрĕслĕх тавлашура çуралать тенешкел, Павлăри ЧНКЦ ертӳçин В.Козловăн та чĕри чăтаймарĕ курăнать: «Пирĕн пĕр-пĕринпе хулпуççисемпе тăрăнса тăвăр çĕрте тĕпĕртетмелле мар, анлă вырăн, уçман çеремсем нумай. Эпир пурте пĕр ĕç тăватпăр», – тесе юптарса каларĕ пулин те, сăмах ТР ЧНКАпа Чăваш наци конгресĕн конкуренцийĕ çинчен пулнине ăнланмалла пулчĕ. Чăваш юхăмне пуçарса яракансенчен пĕри пулнăскер, çав самантсене, вăл вăхăтра тăрăшнă, халĕ пиртен уйрăлса кайнă хисеплĕ юлташăмăрсен Н.Атряскинăн, П.Мировăн ячĕсене манмалла маррине каларĕ.
Алексеевски районĕн ЧНКЦ çĕнĕ ертӳçи Н.Сторожев та çитменлĕхсене тĕрĕс палăртрĕ: хальлĕхе чăвашла радио-телевидени кăларăмĕсем конференцирен конференцие хитре сăмах пулса кăна куçнине куратпăр. Чăваш предпринимателĕсен пĕрлешĕвне йĕркелесси те самана ыйтăвĕ. Анчах Алексеевскин «тĕп чăвашĕ» хăй сăмахне пач кĕтмен шухăшпа вĕçлени вара хамăр тăрăх пĕр витре сивĕ шыв сапнипех танлашрĕ: «Чăвашсемпе тутар халăхĕ кăмăллă пултăр»,– терĕ вăл. Хисеплĕ Николай Николаевич мĕн каласшăн пулнине ниепле те ăнланаймарăмăр. Каçарăр та эпир, чăвашсем, тутарсемпе пĕр тан праваллă халăх, тымарсăр мар, ТР Правительстви мĕнпур халăха аталанма май панипе хамăрăн культурăпа чĕлхене тивĕçлĕн аталантаратпăр. Эпир ытти халăхран нимĕнпе те катăк мар... Тутар халăх поэчĕ Ренат Харис чăваш чĕлхи тĕнчери тĕрĕк чĕлхисенчен чи илемли, чи тарăнни тесе хакланине хăлхана чикесчĕ пирĕн, нота пĕлмен юрăçăсемпе, чĕлхене туйман поэтсемпе культурăна варалас марччĕ.
ТР ЧНКАн VII отчетпа суйлав конференцийĕ вăрăма тăсăлчĕ пулин те, хĕрӳ иртрĕ. Резолюцие кĕртнĕ тĕллевсем те айван мар:
1. Апас, Кайпăç, Заинск районĕсенче, Елабуга хулинче учредительнăй конференцисем йĕркелемелле.
2. ЧНКЦсен ĕçне вăйлатмалла:
– кашни ялта ЧНКЦсен предствителĕсене суйламалла;
– Чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенчи вывескăсене чăвашла та çырмалла («Чĕлхесем çинчен» ТР законĕпе килĕшӳллĕн).
3. ТР ЧНКА çумĕнче Тутарстанри чăваш писателĕсен пĕрлешĕвне йĕркелемелле.
4. Чăваш çамрăкĕсене ĕçе вырнаçтармалли центр йĕркелеме положени хатĕрлемелле.
5. Библиотекăсен фондне чăваш илемлĕ литература кĕнекисемпе пуянлатмалла.
6. Шкулсен техникăпа пурлăх никĕсне çирĕплетмелле (тăван чĕлхе кабинечĕсене тивĕçлĕ шая çитермелле).
7. ЧНКА çумĕнче Н.Атряскин ячĕпе ыр кăмăллăх фондне йĕркелемелле.
8. ТНВ телеканалпа эрнере 30 минутлăх телекăларăм, радио передача йĕркелесси пирки ĕçе вăйлатмалла.
ТР ЧНКАна тепĕр икĕ çул ертсе пыма халăх пĕр саслăн пулса К.Яковлевах хăварма йышăнчĕ.
 
: 1163, Хаçат: 44 (826)

Комментарисем:

Атнер Юмансем (2009-10-30 22:01:46):
Вырассен пусмаре синчен уссан каламалла.Хамар историе верентмелле.Сак ыйтусене никам та хускатмаст.Хале эпир чавашсем выльах пек пуранатпар.

Хăна (2009-11-03 18:22:44):
Сире чĕнмен-им унта, кайса çак ыйтусене хускатмалаччĕ, выльăх пек пулмастăрччĕ вара!

Migulaj (2009-11-07 12:35:59):
Вырăссен пусмăрĕ пирки калаçу хускатманни, вырăс пусмăрĕ çуккине кăтартать-им вара?

Хăна (2009-11-20 17:06:20):
Хамăра сынасемпе танлаштарни килешмест. Мĕншĕн эпир çын çине йăвантаратпăр, хамăр вара пер утăм та тумастпăр ĕçе лайăхлатас тесе!


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: