Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (21.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулла. Шкул ачисем икĕ уйăх ĕнтĕ кăмăлĕсем туличчен каникулта канаççĕ. Кам канма лагере каять, кам хăнара пурăнать, хăшĕ тата, аслăраххи, ĕçе вырнаçать.
Ольга Шупашкарта канать
Çĕпрел районне кĕрекен Шемĕршел хĕрĕ Ольга Терентьева, акă, каникул вăхăтĕнче таçта та çитнĕ. Паян вăл Чăваш Енĕн тĕп хулинче.
– Эпĕ кашни каникултах Шупашкара каятăп, – тет Оля. – Уйрăмах çулла килĕшет унта. Таçта ют çĕршывра пулнă пекех туйăнать вара. Хула сăн-сăпачĕ яла таврăнсан та темĕнччен куç умĕнче тăрать-ха. Хăш-пĕр вырăнсене хут тытса сăнарласа та хуратăп.
Ольга ӳкерме юратать. Питĕ хитре пулаççĕ ӳкерчĕкĕсем. Уйрăмах çут çанталăкпа çыхăннисем.
Хитре те сăпай пике кӳлĕсем, юханшывсем патне туртăнать. Шыв патне вăл пушă алăпа мар, вăлтапа утать, килне вара пулăпа таврăнать.
– Эпĕ темиçе сехет хушши çыран хĕрринче вăлта тытса ларма пултаратăп, – тет пулăçă. – Пачах лекменни пулманпа пĕрех. Кушак валли пĕрре те пулсан тытса килетĕп.
Халĕ Оля 10-мĕш класра пулсан та шкул хыççăн ăçта вĕренме каясси пирки пуçне ыраттармасть.
– Вăхăт пур-ха, – хуравлать вăл ун пирки ыйтсан. – Професси кирлĕлĕхĕ çуллен улшăнса тăрать. Çавăнпа та вăхăт çитсен суйлатăпах.
Ольга лайăх паллăсемпе çеç вĕренет. Тен çавăнпа та хăйне хытă шанать.
Ăнăçу пултăр!
 
: 1212, Хаçат: 30 (708), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: