Аксу районĕнче пурăнакансем темиçе уйăх иртрĕ пулсан та халĕ те Емелькинăри Уява аса илеççĕ-ха. Чăн-чăн уяв пулчĕ вăл вырăнти ял хутлăхне кĕрекен ялсемшĕн. Кун пекки – республикăри ытти районсенчен те хăнасем пуçтаракан мероприяти – кунта питĕ сайра пулать-çке. Паллах ĕнтĕ, хăнасене кĕтсе илмешкĕн хатĕрленме ытларах вырăнти илемлĕ пултарулăх коллективне лекрĕ. «Шурăмпуç» ансамбле çӳрекенсем çакна тивĕçлипе пурнăçларĕç. Валентина Петрова ертсе пыракан коллектива районта пĕлмен çын çук, хĕрарăмсем шăрантаракан илемлĕ юрăсене халăх яланах çăвар карса итлет. Тăватă ялтан – Емелькинăран, Çĕмĕртлĕрен, Унтакшăран тата Çĕньялтан – юрлама çӳреççĕ ансамбле. Антонина Филиппова, Анна Маркова, Ирина Артемьева, Ирина Тимофеева, Елизавета Парфенова, Любовь Захарова, Ирина Ильина тата ыттисем ял-йыша яланах чуна пырса тивекен чăваш юрри парнелеме хатĕр. Сергей Шашинпа Юрий Чадаев купăсçăсем купăсĕсене тăсса ярсан вара... Ташлайманни те ташша ярĕ.
Çакăн пек пултаруллисем пур чух тăван культура аталанма пăрахмĕ-ха. Ăнăçу сире, ентешсем!
![]() |