Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республика районĕсенче Чăваш наципе культура центрĕсен конференцийĕсем иртеççĕ. Октябрĕн 16-мĕшĕнче Теччĕри Культура керменĕнче çак районăн виççĕмĕш конференцийĕ иртрĕ.
Унта ЧНКЦ ветеранĕсем, Теччĕ районĕнчи депутатсен канашĕн ертӳçи А.В.Дубровский, Республикăри ЧНКА ертӳçин çумĕ, «Сувар» хаçат редакторĕ К.А.Малышев, районти вĕрентӳ, культура уйрăмĕн представителĕсем тата 134 делегат хутшăнчĕç.
Отчетпа суйлав конференцине Теччĕ хулин Ĕçтавком ертӳçин пĕрремĕш çумĕ, вырăнти ЧНКЦ йышне кĕрекен В.Н.Татаркин ертсе пычĕ. Кивьялти тĕп шкул вĕренекенĕсем литература композицийĕпе саламланă хыççăн трибуна патне сăмахпа А.В.Дубровский тухрĕ. Кунта пурăнакан чăвашсем ытти тутар, вырăс, мăкшă халăхĕсемпе килĕштерсе, туслă пурăнни Теччĕ районне чапа кăларнă, ун ятне çӳллĕ шайра тытса пыракан чăваш çыннисене манманни, çак халăх хăйĕн нацине сыхласа хăварассишĕн тăрăшни çинчен хĕпĕртесе калаçрĕ вăл, малалла та çаплах пулассине шанса тăнине пĕлтерчĕ депутатсен корпусĕн ертӳçи.
Пухура сӳтсе явмалли ыйтусен йĕркипе килĕшӳллĕн пĕрремĕш пункчĕпе В.Г.Вериялов сăмах тытрĕ. Вăл 2006 çулхи март уйăхĕнчен тытăнса кăçалхи октябрь уйăхĕччен тунă ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Çак тапхăрта ЧНКЦ канашĕ 11 хут пуçтарăнса пуху ирттернĕ. Владимир Григорьевич докладĕнчен Теччĕ чăвашĕсем чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварас, малалла аталантарас, ытти халăхсемпе туслă ĕçлесе пурăнас тĕллевпе ĕçленине пĕлтĕмĕр. Районта тăван чĕлхепе литература кунĕсем иртеççĕ, вĕсене конференци пек те, «çавра сĕтел» формипе те йĕркелеççĕ, яланах пысăк концертпа вĕçленеççĕ. Çак мероприятие Ульяновск облаçĕнчи чăваш ялĕнчи вĕрентекенсем те хутшăнаççĕ. Отчет тапхăрĕнче районта пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçе – И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çулхи юбилее – хатĕрленсе пĕтĕм чăваш тĕнчи умĕнче пысăк шайра ирттернĕ. Юбилей мероприятийĕсем шкулсенче кăна мар, профессиллĕ вĕренӳ заведенийĕсемпе ача сачĕсем таранччен иртнĕ. Кăнна Кушкинчи шкул территорийĕнче палăк уçнипе, яла тирпейлесе илем кĕртнипе çак ял республика шайĕнче малта пыракан чи хăтлă ялсен шутне кĕнĕ.
Районта 4 шкулта чăваш чĕлхине пуçламăш классенчен тытăнса вĕрентеççĕ. Вырăс шкулĕнче вĕренекен чăваш ачисем валли (эрнене 4 сехет) халăхăмăрăн культурипе, историйĕпе, йăли-йĕркипе паллаштаракан кружоксем ĕçлеççĕ. Çак ĕçре тăрăшакан Т.Н.Кузнецова, Н.М.Тронягина, Н.М.Юркина вĕрентекенсене палăртса хăварчĕ ЧНКЦ ертӳçи. Олимпиадăсенче те Теччĕ районĕнчи чăваш ачисем пĕрре мар призлă вырăнсем йышăннă.
Анчах район ертӳçисене чăвашсем йышлă пурăнакан ялсенче шкулсем, клубсем çинчи вывескăсене, çул паллисене чăвашла çырма юранине каласа çитереймен мĕн-ха. Çуркунне иртекен акапа суха уявĕ те тутар халăхĕн анчах мар, Атăл тăрăхĕнче пурăнакан нумай халăхăн наци уявĕ шутланса тăрать, унта чăваш та, мăкшă та хутшăнать. Уяв ятне те Сабантуйпа пĕрле Акатуй тесе çыртарасшăн тăрăшни те кăлăхах пулни çинчен пĕлтерчĕ В.Г.Вериялов. ЧНКЦ мероприятийĕсене ирттерме пулăшакан Н.Н.Сергеева, И.А.Тимофеева тата ыттисене тав турĕ, хисеп хучĕсем пачĕ пуçлăх.
Тухса калаçакансем пайтахăн пулчĕç конференцире. А.С.Байдеряков, Кăнна Кушки шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ, шкулсене килсе тивекен реформа çинчен каларĕ. Сахал ача вĕренекен шкулсене пĕрлештерсе пĕр тĕп шкул кăна хăварасси вĕрентекенсене те, ял халăхне те хумхантарать. Ялсенче шкул пулнин пĕлтерĕшĕ пысăк. «Шкул – паянхи те ыранхи вăхăт кĕперĕ. Халăх вĕрентекенсем çине пăхса пурăнать, вĕсем çине тайăнать», – тет Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Çакăнта ачасем халăх йăли-йĕркипе, сăмахлăхĕпе паллашаççĕ, чăваш уявĕсене шкулта ял халăхĕпе пĕрле ирттереççĕ.
Шанчă ял пуçлăхĕ А.В.Ганькин сăмахĕсем тăрăх, ялта 87 процент чăваш çынни пурăнать, тĕп шкулĕнче 31 ача вĕренет. «Çамрăклăх» ташă ансамблĕ пур, клубра чăвашла спектакльсем те лартаççĕ. Çак ялтан тухнă, халĕ Ульяновскра пурăнакан Шумиловсен çемйи сăмахĕсене те, кĕввине те хăйсемех çырнă юрăсен дискне кăларнă. Хăйсен савăнăçне тăван ялĕпе пайлас тесе Шанча килсе концерт лартса савăнтарнă.
Çармăс ялĕнчи шкул директорĕпе О.И.Макаровăпа «Сувар» хаçатăн тĕп редакаторĕн К.А.Малышевăн шухăшĕсем пĕр иккен. Хальхи пурнăçри çĕнĕ вĕрентӳ технологийĕсем, компьютер çамрăксене чăваш чĕлхинчен ютшăнтарать. «Аваллăхпа хальхи вăхăт çамрăксемпе ваттисен хушшинче хушăк туса хурать», – теççĕ вĕсем. Яшсен калаçăвне çитĕннисем, ватăсем ăнланман çĕнĕ сăмахсем кĕнипе те çав хушăк пысăкланнăçем пысăкланса пырать.
Хусанта пурăнакан çамрăк чăвашсем чăваш чĕлхине хальхи пурнăç шайне çитерсен, вăл хальхи технологипе тан пулсан, нихăçан та пĕтмĕ теççĕ, мел те шыраса тупнă: вĕсем пĕр-пĕрне SМS хыпарсене чăвашла сас паллисемпе (телефонти ытти чĕлхесен алфавичĕсенчен илсе) çыраççĕ, çак тĕслĕхпе çамрăксене усă курма чĕнсе каларĕ К.Малышев. Теччĕре педагогика училищи, ял хуçалăх техникумĕ пуртан хулара çамрăксем йышлă пурăнаççĕ, вĕсен хушшинче чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвне йĕркелеме тата И.Я.Яковлев çуралнă çĕршывра Республикăри чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен çулленхи конференцийĕсене, семинарĕсене ирттерессине йăлана кĕртме сĕнчĕ «Сувар» хаçат редакторĕ. Хастар пулнăшăн педучилищĕри музыка вĕрентекенне М.А.Адайкинăна ТР ЧНКАн Хисеп хучĕпе вĕрентӳ пособийĕсем парнелерĕ.
Çармăс шкулĕнче чăваш чĕлхине нихăçан та вĕрентме чарăнман, вĕрентекенсем ачасене аваллăхран, халăх культуринчен уйăрасшăн мар, проблемăна хăйсем çине илнĕ. Кунта ачасем: «Пире чăваш чĕлхи кирлĕ мар», – тесе каламаççĕ, кăсăкланаççĕ, юратса вĕренеççĕ. М.Земляков, Д.Тихонова, А.Паймяков çырнă хайлавсем питĕ килĕшӳллĕ, илемлĕ килсе тухаççĕ. Республикăри чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенчен те А.Кузнецовăпа Э.Урмаев лайăх кăтартусемпе таврăннă. Технологи урокĕсенче ачасем П.Н.Кузнецов вĕрентекенпе чăвашлăх темипе сувенирсемпе тĕрлĕ хатĕрсем тăваççĕ.
Л.С.Семенова, Чакăлтăм ял клубĕн заведуюшийĕ, Çăварни, Çимĕк уявĕсене ял халăхĕпе йышлă пухăнса ирттерни – чăваш халăхне чăмăртаса тăнине çирĕплетет. Драма кружокĕ валли «Сувар» хаçатăн «Клуб ĕçченне» ятарлă страницинче пысăках мар пьесăсем пичетлеме ыйтать.
Аслă Ăнă ял бибиотекарĕ И.Тимескова сăмахĕсем тăрăх, ял библиотеки кăна паян нихçанхи пек йăла-йĕркесене упраканĕ, халăх хушшинче сараканĕ пулса тăрать. Мĕншĕн тесен библиотекарьсен кулленхи ĕçĕ социаллă хӳтлĕхсĕр çынсем хушшинче иртет. Вĕсем хăйсен ĕçĕпе ахаль çынсене уйрăм культурăллă, ăс-хакăллă, хăйĕн халăхĕпе, чĕлхипе мăнаçланса пурăнакан йыш тума пултараççĕ тесе шутлать. Хальхи вăхăтра Н.Розовăн Аслă Ăнă шкулĕ 160 çул тултарнине халалласа çырнă «Иккĕмĕш кил» кĕнекин презентацине ирттерме хатĕрленнеççĕ ăнăсем.
Конференци çакăн пек резолюци йышăнчĕ:
1. ЧНКЦ ĕçне лайăх тесе йышăнмалла;
2. Теччĕ муниципаллă район Канашĕн 2010 çулхи бюджет планне мероприятисене ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ енчен пулăшу йĕркелесси çинчен сĕнӳ кĕртмелле;
3. Ялти культура çурчĕсемпе библиотекăсен чăваш халăхĕн йăла уявĕсене ирттерес ĕçе лайăхлатмалла: чăваш çыравçисен творчество каçĕсем, çамрăк çемьесен клубĕсем, чăваш культурин кунĕсем, Раштав, Сурхури, Кĕр сăри уявĕсем ирттермелле;
4. Районти вĕрентӳ уйрăмĕпе пĕрле шкулсенчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентĕвĕн шайне тĕрĕслемелле;
5. Чăваш ялĕсенче çамрăксем валли спорт тата культурăллă мероприятисем, чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвне йĕркелемелле;
6. Районти ялсенче пурăнакан чăваш халăхĕн интересĕсене шута илсе Тутарстан Республикин «ТР халăхĕсен чĕлхисем çинчен» Законĕн 23 статйипе килĕшӳллĕн, Теччĕ муниципаллă район канашне çулсем çинчи паллăсене, ял ячĕсене чăвашла та çырасси çинчен ыйту кĕртмелле.
7. Чăвашсем йышлă пурăнакан ялсенче шкулсем, культура çурчĕсем çинчи вывескăсене чăваш чĕлхипе çырассине 2009 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕччен вĕçлемелле.
8. Çеçпĕл Мишши 110 çул тултарнă ятпа иртекен мероприятисене хастар хутшăнмалла.
9. Район, республика шайĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен конференцийĕпе вĕрентӳ семинарĕсем ирттермелле.
Теччĕ районĕн ЧНКЦ конференцине делегатсем те йышлă пуçтарăннă, Канашĕн ĕçĕ те курăмлă. Ертӳçи те пуян опытлă, халăхпа нумай ĕçленĕ çын. Кунта пурăнакан чăвашсене пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерсе тăрать. В.Г.Вериялова Конференци тепĕр срок вырăнти чăваш халăхне ертсе пыма суйларĕ. Пуху пысăк концертпа вĕçленчĕ.
В.Вериялов Н.Сергеева Хисеп хучĕ парать.
В.Вериялов Н.Сергеева Хисеп хучĕ парать.
Шанчă ташăçисем.
Шанчă ташăçисем.
 
: 1088, Хаçат: 43 (825)

Комментарисем:

Атнер Юмансем (2009-10-25 00:15:05):
Чи кирли шкулта петемпех чавашла верентмелле тесе шутлатап.

Хана (2009-10-26 14:13:21):
Пĕтĕмпех чăвашла вĕрентме май çук, ятаолă кĕнекесем сахал. Чăваш чĕлхи урокĕсене ан чакарччĕр, вĕсен шутне тен ÿстерсен тата аванрах!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: