Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри Наказной Атаман, Лейб-гвардин тата казачество çарĕсен генерал-майорĕ пĕр интервьюра: «Доброволецсен Пĕрремĕш Мобильлĕ Корпусĕн тата Раççей Федерацийĕнчи мĕнпур казачество йĕркеленĕвĕсен Тутарстанри уйрăмĕн тĕллевĕ – Тăван çĕршывшăн тăрăшасси, экономикăпа социаллă лару-тăрăва лайăхлатасси, ял хуçалăхне, ытти мĕнпур отрасле аталанма пулăшасси, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси»,– тенĕччĕ. Уншăн кусем хитре сăмахсем мар – пурнăç принципĕ. Вĕсенчен вара атаман пĕр шит те чакмасть.
«Урăх пăхма пултараймарăм...»
Ăнăçлă бизнесмен, Элкел районĕнчи Тури Çĕньял чăвашĕ Г.Волостнов çуралнă ене нихăçан та биографири пĕр йĕрке пек кăна хакламасть. Вăл уншăн чĕрепе çунать. Çавăнпах пуль ăна, Тольяттири «Лада Восход Плюс» ХАО генеральнăй директорне, Элкел муниципаллă район ертӳçисем 2003 çулта инвестор пулма сĕнсен пĕр иккĕленмесĕр килĕшет. «Çуралнă çĕршывăм куç умĕнчех пĕтсе пынине урăх пăхма пултараймарăм. Халăхĕ пирĕн ĕçлеме ӳркенменскер, ăна пулăшакан çеç кирлĕ»,– тет вăл кун пирки каярах.
Ăнăçлă предприятин тилхепине ачисене хăварса Геннадий Михайлович пархатарлă ĕçе çанă тавăрса пуçăнать. Кĕçех «Дружба», «Чиябаш» ЯХПКсене пĕр пысăк хуçалăха пĕрлештерет. Запас пайсемпе, çунтармалли-сĕрмелл и хатĕрсемпе тивĕçтернисĕр пуçне, хуçалăхсен унчченхи парăмне те татать. Юхăннă ял хуçалăхне çĕнĕрен чĕртме 220 миллион тенкĕ укçа хывать вăл. 15 çул хуçалăхран пĕр пус та илеймен ял çынни тинех уйăхсерен «чĕрĕ» укçа курма тытăнать.
Ĕçне кура тӳлевĕ
Паллах, кун пек хуçа патĕнче ӳркевлисем валли вырăн çук. Геннадий Михайлович хăй хуçалăхне ĕçлес текенсене кăна йышăннă. «Анат Качаел» тулли мар яваплăхлă обществăра хальхи вăхăтра пурĕ 51 çын тăрăшать. Хăш-пĕр хуçалăхри пек, кăнтăр кунĕнчен машина-трактор паркĕнче те, ытти çĕрте те çил вылянине курма çук кунта. Ĕç кунĕ ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхи 4 сехетчен хĕрсе пырать.
Ĕçлекенсене вырăнти столовăйĕнче кунне виçĕ хут тӳлевсĕр апатлантараççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăмпа тивĕçтереççĕ, çулталăкĕпех йӳн хакпа тырă-çăнăх параççĕ.
«Анат Качаел» тулли мар яваплăхлă обществăра эпир пынă чух та ĕç вĕретчĕ. Слесарь-механиксем техникăна юсатчĕç, строительсем çĕнĕ объектра тар тăкатчĕç, Хуракӳлти сысна фермин ĕçченĕсем вара тусан кăларса тырă авăртатчĕç, пĕр сăмахпа – пурте хăй вырăнĕнчеччĕ.
Уй-хирти ĕçсем тахçанах вĕçленнĕ ĕнтĕ, сăмах май, тырçие вăхăтлă, çухатусăр вĕçленĕ хуçалăх. 1400 гектар акăнакан çĕр çинчи тыр-пула пурĕ 3 комбайнер пухса кĕртнĕ-мĕн, паллах, тăрăшулăхне кура укçине те сахал мар илнĕ вĕсем, 40 пиншер тенкĕ. Уй-хирти ĕçе вĕçленĕ хыççăнах механизаторсем техникăна юсаса хатĕррисен ретне лартма та ĕлкĕрнĕ-мĕн.
– Константин Грисюк пек ылтăн алăллă слесарь-механиксем пур чухне аптăрамăпăр, – ентешне мухтамасăр чăтаймаççĕ ертӳçĕсем. К.Грисюк чăн та, универсаллă специалист-мĕн, вăл хăй кун çинчен питех калаçмарĕ пулин те, ертӳçĕсем: «Ĕçлеме пĕлмен ĕçĕ çук унăн, вăл электрик та, сварщик та, радиотехник та...» ,– терĕç.
Ылтăн алăллă специалистсем хуçалăхра тата та пур. Вĕсенчен пĕри – Виктор Миндрюков строитель. Вăл хăпартнă çуртсене, тунă кăмакасене хурлаканни тавра ялта хальччен пулман-ха. Качаел чăвашĕ тăвакан каминсем хăйсем кăна мĕне тăраççĕ те. Вăхăтĕнче Шупашкарти ӳнер училищинче пĕлӳ пухнăскере хуçалăх ертӳçисем питĕ хисеплеççĕ: «Унăн Турă панă талант пур, рулеткăна нихăçан та алла тытмасть пулин те строительствăра пĕр сантиметра та йăнăшмасть», – терĕç. Çавăнпа Миндрюков бригади ют çĕре шабаша çӳремест, вĕсем хуçалăхăн строителĕсем, çĕнĕ объект тумалла-и, вите юсамалла-и – яланах хатĕр. Нумай пулмасть кăна утар пӳртне туса пĕтернĕ, халĕ пулă ĕрчетекен цехăн канмалли кĕтесне вĕçлеççĕ.
Хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те пур. 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 500 пуç сысна тата 250 пуç хур. Хур тенĕрен, ăна Г. Волостнов тупăш илессинчен ытла шкул ачисене ĕçе вĕрентес тĕллевпе ĕрчетет-мĕн. Шкул ачисем çăвĕпех хур чĕпписене пăхма çӳреççĕ иккен, паллах, ахаль мар.
Осетр, çтерлĕк, кĕркке...
Хуçалăх хальхи вăхăтра ӳсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ĕçлет пулин те унăн тĕп тĕллевĕпе ĕмĕчĕ пачах урăххи – паха йышши пулăсем тата хурт-хăмăр ĕрчетесси.
Калас пулать, пулă ĕрчетекен (çитменнине тата паха йышши пулăсене) отрасль çак тăрăхра хальччен пулман. Анат Качаел ялĕнче ку тĕлĕшпе хатĕрленĕ искусствăлла 9 кӳлле артезиан шывĕпе тултарма ятарласа скважина чавнă, халĕ куллен кӳлĕри шывăн температурине, унăн кислорочĕ мĕн чухлĕ пулнине тата ыттине тĕрĕслесе тăраççĕ. Шывра вара çтерлĕк, осетр, сазан, çуйăн, карп... пулăсен лăккисем (мальки) ирĕккĕн ишеççĕ. Вĕсене, пӳрне пысăкăшсене, кăçал янă иккен. 11 пин çтерлĕк пулă лăккисене Чăваш Енрен илсе килнĕ-мĕн. Çăвĕпе пулăсем самай ӳснĕ, вилни, чирлени пĕрре те пулман. Апла-тăк ку отрасльре ĕç тухасси иккĕленӳллĕ мар, çитес çулсенче вăлча та пулĕ-ха. Кӳлĕри пулăсене пăхса тăракан ушкăнăн асли Р.Ахметшин профессипе агроном, пулă ĕрчетессипе хальччен ĕçлесе курман пулин те «чирлеме» ĕлкĕрнĕ.
– Хуçалăхра 2003 çултанпа ĕçлетĕп, ку отрасльре вара пĕрремĕш çул. Пач пĕлмен ĕç, малтан ĕнсене самай хыçаттăм. Мĕншĕн тесен пулăсене мĕнле килнĕ çавăн пек апатлантарма юрамасть. Апата мĕнпур йĕркене пăхăнса, таблица тăрăх хатĕрлемелле, шыва куллен тĕрĕслемелле. Çавăнпа нумай кĕнеке вулама тивет. Ятарлă литературăпа Геннадий Михайлович тивĕçтерчĕ. Пӳрнескерен кăшт кăна пысăк вак пулăсенчен мĕн пысăкăшшисем ӳснине пăхатăп та халĕ – савăнатăп, – каласа парать Р. Ахметшин. Вĕсем кӳлĕсенчи пулла пурĕ тăваттăн пăхаççĕ иккен, кунне виçĕ хутчен апатлантараççĕ, ятарлă кашни сырăш çине 6-шар килограмм апат хураççĕ. Пулăсем мĕн чухлĕ ӳснине вăхăтран вăхăта виçеççĕ, сырăшсене çуса тасатса тăраççĕ. Пĕр сăмахпа – ĕçĕ çителĕклĕ. Çулла пулăсене пăхасси пĕр япала, хĕлле вара – тепĕр. Кӳлĕри шывра кислород çителĕклĕ пултăр тесе вакăсем касмалла. «Малашне мĕнпур вăя пулă пăхни çине ярăпăр. Хĕлле пăхма тата çынсене çирĕплетĕпĕр»,– хĕллене мĕнле хатĕрленни пирки пĕлтерет Р.Шакиров тĕп агроном.
Кунсăр пуçне Анат Качаелĕнче хальхи вăхăтра питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ темиçе объект – вăлчаран пулă лăкки ĕрчетмелли, хатĕр продукцие хатĕрлемелли тата упрамалли цехсем тăваççĕ. Район центрĕнче пулă лавккине уçас шухăш та пур-мĕн. Эппин, çитес вăхăтра тутарстансен сĕтелĕ çинче пулă кăна мар, вăлча та пулĕ.
Геннадий Михайлович хуçалăхра тепĕр отраслĕн – хурт-хăмăр ĕрчетессин никĕсне те хывнă. Вĕллесене вырнаçтармалли вырăн та, утар пӳрчĕ те хатĕр. 50 гектар çине пыл курăкĕ, çывăхра çăка йывăççисем лартнă. Килес çул тепĕр 50 гектар пыл курăкĕ акма шутлаççĕ. Чăн та, кăçал пурĕ 15 çемье кăна пулнă-ха, çитес çулсенче вара унăн 500-ре çитерĕç.
Ырă ĕçсен хуçи
Геннадий Волостнов Элкел районĕн вăйлă инвесторĕ кăна мар, паллă меценачĕ те. Вăл пурнăçлакан ырă ĕçсене асăнса пĕтерме çук. Аслă ăрăва та, çамрăксене те манмасть ентешĕмĕр. Тĕслĕхрен, Хуракӳлти çĕнĕ шкула компьютер класĕ валли укçа уйăрнă, Вырăс Шибаш, Тури Çĕньял шкул ачисене ĕçе вĕрентмешкĕн мăйракаллă шултра выльăх, сыснасем панă. Юхмачă шкулĕнчи çарпа патриотизм клубне çӳрекенсене вара Геннадий Михайлович вĕр-çĕнĕ формăпа, шкула музыка центрĕпе савăнтарнă. Йывăр чирпе асапланакан Элкел ачисене тунă парне вара нимĕнпе те танлашаймасть. Вĕсем валли Мускав клиникисенче сипленме 1,5 миллион тенке яхăн укçа куçарнă ентешĕмĕр.
Çамрăк ăрупа пĕрлех Г.Волостнов аслă ăрăва та тимлĕхсĕр хăвармасть. Вĕсене ентеш ыттисем пек, Çĕнтерӳ тата Ваттисен кунĕсенче кăна мар, çулталăкĕпех пулăшать. Хăй тĕслĕхĕпе вăл общественноçа аслă ăрăвăн йывăрлăхĕсем çине те тимлĕх уйăрма хистет.
Ентешĕмĕр пулăшнипе Элкел районĕнче кăна миçе объект ӳссе лармарĕ-ши: Тури Çĕньялта Вăрçăра пуç хунисене асăнса мемориал коплексĕ, райцентрта «Тăнăçлăхăн ырă Ангелĕ» архитектурăпа парк комплексĕ, Анат Качаелĕнче храм, Пасарлă Матак ялĕнчи храма çĕнетсе юсама та вăл пулăшать. Кĕçех Юхмачăра та çĕнĕ чиркӳ çĕкленĕ, кун валли меценат 100 пин тенкĕ уйăрнă.
2007 çулта аварие лексе аманнă хыççăн ура çине тăрас шанăçа çухатнă Айтуган Вафинăн та Геннадий Волостнова тав тума сăмахĕ çитмест. Меценат ăна операци валли 200 пин тенкĕ укçа паман пулсан вăл нихăçан та ура çине тăрас çукчĕ-тĕр.
Хисеплĕ ентешĕмĕрĕн ырă ĕçĕсен шутне районра çулсерен чăвашсен Уявне ирттересси те кĕрет. Акă мĕншĕн уншăн тăван ен биографири йĕрке çеç мар. Вăл тăрăшнипе çуралнă çĕршывĕн малашлăхĕ, шанăçĕ çуралать-çке. Ку вара темрен те хаклă.
Геннадий Михайловичăн ырă ĕçĕсене Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ II Алексий Даниил Московский Çветтуй благоверный кнеçĕн виççĕмĕш степеньлĕ орденĕпе чысланă, Ыр кăмăллăх юхăмне пысăк пай кĕртнĕшĕн Халăхсем хушшинчи меценатствăн академийĕн академикĕ хисеплĕ ят панă, унăн ячĕпе Мускавра монументпа декорацин темиçе произведенине лартнă.
 
: 1958, Хаçат: 43 (825), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: