Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай пулмасть Çырчалли мэрĕ пируса табакпа пĕрле темĕнле имçам тултарса сутакансене хирĕç чăн-чăн кĕрешӳ пуçарнăччĕ. Тутарстанăн тĕп хули те çакăнтан айккинче юлмарĕ темелле, ку кăна-и? Хула думин сессийĕнче Ильсур Метшин регионти тĕп хуласен хушшинче Хусанăн «чи туртман» е «сахал туртакан» тĕп хула пулмалла тесе тĕллев лартрĕ. Хулари обществăлла вырăнсенче пирус туртма чарассипе мерăсем йышăнма палăртнă.
Хусан мэрĕ каланă тăрăх, спорт объекчĕсен шучĕпе те, физкультурăпа, спортпа туслисен йышĕпе те Тутарстан чăн-чăн спорт республики. Çавăнпа Хусантан пирус туртман тĕп хула тума шанăç пур тесе шутлать вăл. Манмалла мар, 2013 çулта Универсиадăна Хусан пĕтĕм тĕнчене хăнана чĕнет. Çак вăхăтчен обществăлла вырăнсенче туртма пăрахмасан, пирус туртакансем валли ятарлă пӳлĕмсем йĕркелемесен хăнасем пирĕнтен сахалтан та тĕлĕнĕç.
Мĕнле меслетсемпе усă курасшăн-ха мэр çак кĕрешӳре?
Çывăх вăхăтрах хула урамĕсенче никотин сиенĕ пирки ăнлантаракан плакатсем çакса тухĕç. Больницăсенче, кафе-столовăйсенче, спорт объекчĕсенче пирус туртакансем валли ятарлă вырăнсем уйăрма палăртнă. Пирус туртассинчен хулан медучрежденийĕсенче сипленме пропагандăлĕç (пирус туртакансенчен 70-80 процентне сиплесе пăрахтарма пулать). Апла пулин те çак мерăсен туртакан çыннăн интересĕсене хĕсĕрлемелле марри çинчен те астутарчĕ Ильсур Раисович: «Туртас килет – турт. Анчах çакăн валли уйăрнă ятарлă вырăнта наркăмăшлан». Мэр шутланă тăрăх, халăха туртма пăрахтарма çав тери нумай укçа кирлĕ мар. Кунта чи пĕлтерĕшли – хусансен хăйсен туртма пăрахма кăмăл пурри тата вĕсен сывлăхне пăхса тăракансен çирĕплĕхĕ. Никотинпа кĕрешессине кашнин хăйĕнчен пуçламалли пирки те калама манмарĕ мэр. Хула Ĕçтăвкомĕнче тăрăшакансене, уйрăмсен начальникĕсене, районсен пуçлăхĕсене çак сиенлĕ йăлапа яланлăхах сывпуллашма сĕнчĕ. Хусан Ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ, вице-мэр тата темиçе ертӳçи çур уйăх пирус туртмаççĕ ĕнтĕ. Тепĕр уйăхран туртма пăрахнисем ятарлă тест витĕр иртĕç. Мэр Хусан муниципалитечĕн командинче никам та пирус туртмĕ тесе шанать. Çитменнине тĕслĕх илмелли çынсем те çук мар: М.Шаймиев, Р.Минниханов, министрсенчен нумайăшĕн çак сиенлĕ йăла çук.
Çав кунах мэрăн тепĕр пуçару пулчĕ: РФ Патшалăх Думинчен обществăлла вырăнсенче пирус туртма чаракан закона çирĕплетме ыйтмалла, ăçта-ăçта пачах туртма юраманнине палăртма сĕнмелле. Хула думин депутачĕсем пирус туртса обществăлла йĕркене пăсакансене административлă явап тыттарма сĕннĕ.
 
: 963, Хаçат: 42 (824)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: