Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июль уйăхĕ те вĕçленсе пырать. Кăçал аслă шкулсене вĕренме кĕрес текенсемшĕн хĕрӳ тапхăр пулчĕ. Малтанах вĕсем документсене парас тесе километр тăршшĕ черетсем тăрса хăшкăлчĕç, мĕншĕн тесен пĕрлехи патшалăх экзаменĕн (ППЭ) сертификачĕсем вĕсен аллисене час лекеймерĕç. Çавна пулах, пурте харăс аслă шкулсене «атакăланăран», черетсем пысăкчĕ. Тата тепĕр сăлтав та пур: кăçалтан абитуриентсем документсен копийĕсене унчченхи пек икĕ çĕре çеç мар, ытларах аслă шкула та пама ирĕк илчĕç.
Çĕнĕ вĕренӳ çулне Хусан вузĕсем çĕнĕлĕхпе кĕреççĕ: бюджетлă вырăнсем самаях чакнă. ТР вĕрентӳпе наука министрĕн çумĕ С.Тарасевич каланă тăрăх, кăçал аслă шкулсене бюджетлă тата тӳлевлĕ вырăнсене хăйсене кирлĕ пек йĕркелеме ирĕк панă.
Экзаменсене тытасси те улшăннă. Ĕлĕкхи пек сăмахпа каласа тата çырса парас вырăнне халь вузсем шкулти ППЭ пĕтĕмлетĕвĕсене йышăнаççĕ. Çакнашкал мелпе Тутарстанра виççĕмĕш çул усă кураççĕ. Кăçалтан ăна саккунпах çирĕплетнĕ. Анчах... «анчах» та пур: пĕлтĕрхи ППЭ пĕтĕмлетĕвĕ кăçал юрăхсăр. Пĕлтĕр шкул пĕтернĕ вĕренме кĕрес текенсен пĕрлехи патшалăх экзаменне çĕнĕрен тытма тивнĕ.
Ытти чылай аслă шкулти пекех, Хусанти патшалăх финанспа экономика институтĕнче те бюджетлă вырăнсене 50 çити чакарнă. Çавăнпах конкурссем пĕлтĕрхинчен пысăкрах – пĕр вырăна факультетне кура 4-5 çын, коммерциллĕ уйрăмсене – 6-шар. Хусанти патшалăх университетĕнче вара чи пысăк конкурс экономика факультетĕнче: 70 бюджетлă вырăна 1500 заявлени панă. Философи, халăхсен хушшинчи хутшăнусемпе политологи факультечĕсенче пĕр вырăна 10-шар, физфака –7 çын. Туполев ячĕллĕ ХПТУра темиçе хутчен черет тăмалла ан пултăр тесе пĕр заявленирех хăв вĕренме кĕрес текен 4-5 факультета палăртма ирĕк панă. Анчах пурпĕрех яланхи пек: чи нумай заявлени психологипе ĕçе администрацилессин тата гуманитари факультечĕсене (пĕр вырăна 23). Ракета двигателĕсем абитуриентсене ытлах илĕртмеççĕ пулас – пĕр вырăна пĕр çын.
Хусанти патшалăх медицина университетĕнче сиплев, фармацевтика тата стоматологи факультечĕсем чысра (3-4 çын). Тутар патшалăх гуманитарипе педагогика университетне кĕрес текенсем «тĕнче экономики» (12 заявлени), «куçару ĕçĕ» (11), «организаци менеджменчĕ» (10) специальноçсене кăмăллаççĕ. Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен университечĕ чи нумай заявлени «туризм» (8), «педагогика тата психологи» (35!) специальноçĕсемпе йышăннă.
Кĕтесси нумай юлмарĕ, çитес эрнеренех абитуриентсем хăйсем вăл е ку вуза вĕренме кĕрейнипе кĕрейменнине пĕлме пуçлĕç. Ăнăçу сире, кĕтме пĕлекенсем телейлĕ теççĕ вĕт.
 
: 1179, Хаçат: 30 (708)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: