Пытармалли çук, темиçе çул каялла кăна-ха Çарăмсан райцентрĕ нимĕнпе те куçа илĕртместчĕ. Халĕ урăх курăну. Çак кунсенче ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов района ĕçлĕ визитпа килсен: «Район центрĕ улшăнчĕ. Çĕнĕ объектсем ӳссе ларчĕç. Вĕсенчен пĕри – «Караван – кермен» суту-илӳ комплексĕ. Унччен кун пек çуртсем пысăк хулара кăначчĕ», – тенĕ. Çарăмсансене Премьерăн мухтамалăх сăлтавĕ те çук мар: экономика кризисне пăхмасăр кунта ĕç чарăнмасть, уйрăмах çурт-йĕр юсавĕн пахалăхĕ савăнтарать. Агропромышленность комплексĕ те хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçланă.
Рустам Минниханов Çарăмсан тăрăхне строительство мĕнле пынипе паллашма килнĕскер, объектсене хăй пăхса çаврăннă. Унăн тимлĕхĕсĕр Кивĕ Йĕлмел ялĕнчи Культура çурчĕ те юлман. 2008 çулта клуб лартма 10 миллион тенкĕ уйăрнă пулнă, анчах вĕçлеме тата 30 миллион тенкĕ кирлĕ-мĕн.
Çарăмсанти нумай хваттерлĕ çуртсен, 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн юсавĕпе, социаллă ипотекăпа лартакан çуртсем Премьера савăнтарнă пулсан, районти тĕп больница çурчĕ вара шухăша янă. Больницăна тĕпрен юсама 2004 çултах пуçăннă пулин те çăмăлттай подрядчика пула халĕ те вĕçлемен. Чăн та, сахал мар ĕç пурнăçланă-ха кунта, пурĕ 225 миллион тенкĕ укçа тăкакланă, анчах йăлтах вĕçлеме тата 16 миллион тенкĕ кирлĕ-мĕн. Апла пулин те район больницин комплексне вĕçлемеллине пĕлтернĕ Рустам Минниханов.