Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пирĕн республикăри ялсенче пурăнакан халăх ял урамĕсенчи çул-йĕрпе мухтансах каяймасть. Типĕ çанталăкра транспорт иртсе кайнă хыççăн çутă юписем таран тусан явăнса улăхать, çурлă-кĕрлĕ атă кунчи таран пылчăк. «Çуранăн ик ура хуйхи», – теççĕ. Утăм хыççăн утăм туса вăл çитес тенĕ çĕре çитет. Транспортлисем вара – эх, тарăхаççĕ те! Çур метртан та ытла çӳллĕш çул путăкĕсене пула «хырăмĕсемпе» пылчăк çине кĕрсе ларнă çăмăл автомобильсене нимĕнле те хура «çилĕмрен» сĕтĕрсе кăлараймаççĕ. Çакăншăн тарăхнипех Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнчи А.И.Мясников тăван Тукаса чул сарса çул çĕклеме шутлать. Шухăшланă – тунă. Вырăнти ял хутлăхĕн ертӳçипе канашланă хыççăн пĕр кунхине шурă чул тиенĕ 11 «КамАЗ» Çĕнĕ Упи енне çул тытать. Çапла вырăнти усламçă хăй шутĕнчен пурин валли те çирĕп никĕслĕ çул туса парать. Хăй уçнă лавкка патне те транспортпа кĕме аван, ват çынсем те тав сăмахĕ каласа пĕтереймеççĕ.
Çак ырă тĕслĕхпе Кӳлкассинче пурăнакансем те усă курма шутларĕç. Ара, камран кĕтмелле, ял хутлăхĕн Канашĕ ку ыйтăва темле тăрăшсан та татса пама укçа-тенкĕ çитереймест, колхозсене йышăннă инвесторсене те ял урамĕсем пит кирлех мар. Халăх пĕрле пухăнса канашласа, кашни килĕрен укçа пухса ĕçе пикенчĕ. Кӳлкассисем тукассисенчен те активлăрах пулчĕç, ватти-вĕтти, пурте кĕреçесем тытса çулăн ик енĕпе çурхи хирсенчен анакан шыв валли çырма чаврĕç, пăрăхсем хурса хăварчĕç, тăкнă чула тикĕслесе пычĕç. Паллах, алă вăйĕпе кăна çĕнтерме çук çак пысăк ĕçе. Никĕсĕ валли ял çумĕнче чуллă, шур тăмлă массăна тăпра айĕнчен чавса уçрĕç. «Пулăшма ыйтсан никам та хирĕçлемерĕ. Вырăнти «Колоспа» кӳршĕри «Цильна» тулли мар яваплăхлă обществăсем транспорт енĕпе пулăшрĕç. Хуçалăхри хăйсем уйрăм туяннă техникăсемпе те çак пархатарлă ĕçе çынсем хутшăнчĕç. В.Трофимов, И.Дергунов, В.Макаров, К.Яшкин, С.Дергунов, В.Ижегеров питĕ хастар пулчĕç», – тет ял ертӳçи А.Е.Ярухин. Ял халăхĕн пурнăçĕ ертсе пыраканран та килет. Тăнăç пулмарĕ ку кунсенче Алексей Егоровича. Пĕр тытăннă халпа Кӳл касси çырми урлă кĕпер çине те тикĕслесе хăварасшăн тăрăшать вăл.
Çĕнĕуписен ĕç-хĕлĕ чăвашсен ниме йăлине аса илтерчĕ. «Нимере – вăй», – теççĕ. Вăл халăхăмăрăн хавалĕ. Çынсем пĕрле килĕштерсе ĕçленине курсан халĕ калакан: «Çын çынна начар пулнипе савăнса тăрать», – тенипе ниепле те килĕшес килмест.
А.Мясников.
А.Мясников.
Кӳлкасси.
Кӳлкасси.
 
: 1083, Хаçат: 42 (824)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: