Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (28.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей халăхĕ эрех-сăра нумай ĕçнине чакармашкăн юлашки çулсенче Правительство тĕрлĕ мерăсем йышăнма шутланине алкоголе хирĕç программăна пĕтĕмпех кĕртнĕ темелле. Тĕслĕхрен, алкоголе патшалăх монополийĕ тумашкăн сĕнме, эрех хакне чакарма тата ытти те.
0,33рен ытла пулмалла мар
Паянхи кун тытăмĕнче сахал алкогольлĕ ĕçмесем йĕри-тавра каварлашу пырать. РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев çак продукцие 330 миллилитртан пысăкрах савăт çине кăларма чарма хушнă.
Анчах та сăра çак чикĕлĕхе лекет-ши? Çук пулмалла. Ăçта продукцие тунă çĕре 7 процентран ытла мар хăватлăхлă этил спирчĕ хушăнать, çав продукцие сахал алкогольлĕ ĕçмесен шутне кĕртме хушнă Дмитрий Медведев. Сăрана вара урăх технологипе туса кăлараççĕ.
Кун пек çĕнĕлĕх, паллах, производительсемшĕн шăп та алла май пулĕ. Ара, «джин-тоник» пек шĕвексене юратакансем пĕчĕк шăвăç савăтрине пĕрре мар, вуншар илсе хĕрӳленеççĕ.
Сăра – лавккара кăна
Халăхăн чи юратнă ĕçмин, ку, паллах, сăра çинчен сăмах пырать, «правине» те хĕсме пуçласшăн. Урăхла каласан, 5 процентран ытла хăватлăхлă сăрасене ларексенче сутма чарасшăн.
Заводра туса кăларакан «Ершсене» (сăрапа эрех хутăшĕ) уйрăмах эрех нумай ĕçекенсем юратарах параççĕ. Малашне вара вĕсен сахалрах градуслине илме тивет е пысăк лавккана çитичченех утма тивет.
Пĕр шухăшласан, ку тен тĕрĕсех те мар. Мĕншĕн тесен ахаль те ларексене сăра çеç илме çӳреççĕ. Кун пек пĕчĕк бизнес самаях сăтăр курать.
Татах патшалăх монополийĕ
Раççейре алкоголь монополийĕ кирлипе кирлĕ маррине, енчен кирлĕ пулсан вăл мĕнлерех пулмаллине Правительство 2010 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне татăклă йышăнмалла. Çак положение Президент программине те кĕртнĕ. Анчах та, патшалăх монополине питĕ нумай бюджет укçи каяссине, унтан тупăшĕ пулаймассине чиновниксем кашнинчех пĕтĕмлетӳсем тунă пулнă.
Çавăнпа та, Правительствăра патшалăх монополине «çемçерех» вариантпа йышăнасшăн пулмалла: производствăна тата этил спирчĕн çаврăнăшне шута илсе.
Эрех хакне йӳнетесси çинчен калас пулсан, Росалкогольрегулиро вани çак ĕçе пуçарма шутланă та. Потребительсене, паллах, çур литрăн хакĕ чакни савăнтарать кăна. Тĕрĕссипе каласан, çак продукцие акцизсем тӳлемесĕр туса кăларнă пулса тухать. Такам каларăш, хакне кура айккинчен кĕнĕ наркăмăш кăна ан лектĕр.
 
: 998, Хаçат: 41 (823)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: