Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Наркомани мĕн патне илсе çитернине пĕлсе тăрсах вăхăтлăх киленӳ шыраса шурлăха путакансен шучĕ чакмасть. Республикăн йĕрке хуралçисем Раççей миграци службин Тутарстанри уйрăмĕпе тата Раççейри наркотиксен законсăр çаврăнăшне тĕрĕслекен Федераллă службăн Тутарстанри управленийĕпе пĕрле сентябрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен ирттернĕ «Притон» операцире кăна 26 наркопритона хупнă, администрацилле правăна пăснă 238 тĕслĕхе, наркотиксен закона хирĕçле çаврăнăшĕпе çыхăннă 112 преступление шута илнĕ, официаллă 32 асăрхаттару çырнă, 1,4 килограмм наркотикла япаласем туртса илнĕ. «Притон» операци пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх йĕркеленĕ брифингра ТР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Р.Галимбеков мероприятие правăна сыхлакан 1800 сотрудник хутшăннине, пурăнмалли 14 пин вырăна тата пурăнман 6 пин вырăна тĕрĕсленине пĕлтерчĕ. Сăмах май, виçĕ ведомство пĕрле çакăн пек операци ирттерни хальччен пулман-ха. Пĕтĕмлетӳсене пăхас пулсан вара шухăшламалли пур. 10 кунра республикăра 26 притона хупнă. Наркотиксен закона хирĕçле çаврăнăшне тĕрĕслекен Федераллă службăн Тутарстанри управленийĕн оперативлă службин ертӳçи С.Забегин каланă тăрăх, притонсенче усă куракан наркотиксен тĕсĕсем те, унпа анракансен çулĕ (возраст) улшăнман. Наркохваттерсенче халĕ те яланхи пекех героин, дезоморфин тата мăкăнь улăмĕпе ытларах усă кураççĕ.
Хальччен пулман факт та палăрнă иккен. Хусан çынни Тюлячи районĕнчи пĕр ялта притон уçнă. Шел, ăна закон умĕнче явап тыттарайман. Пысăк дозăна пула вăл вилсе кайнă. Наркопритона йĕркелекенсем те икĕ ушкăна пайланаççĕ иккен. Пĕрисем 40-50 çулти алкоголиксем кăшт укçашăн хăйсен хваттерĕсене наркомансене кĕртеççĕ, теприсем вара 25-35 çулти наркомансем. Вĕсем хăйсен килĕнчех «ĕçтешĕсене» пуçтараççĕ. Тĕслĕхрен, сентябрĕн 29-мĕшĕнче Елабугăра участковăй милиционерсем 47-ри арçынна тытнă. Арăмĕпе уйрăлсан унăн хваттерĕ пушă юлнă-мĕн, ĕç шырама питех тăрăшман арçын. Çавăнпа хваттере наркотикла япаласемпе усă курма çамрăк хĕрсемпе каччăсене яма шутланă. Наркомансем хваттершĕн арçынна кăшт укçа тата эрех-сăра панă. Милиционерсем çирĕп асăрхаттарнине хăлхана чикмен арçын. Йĕрке хуралçисем хваттерте тепĕр кунах наркотикпа анранă икĕ качча тата усă курнă шприцсене асăрханă. Çак фактпа хальхи вăхăтра уголовнăй ĕç пуçарнă.
Кун пек тĕслĕхсем шел пулин те нумай. Сăмах май, наркопритон йĕркеленĕшĕн РФ Уголовнăй кодексĕн 232-мĕш статйипе килĕшӳллĕн 4 çула тĕрмене хупаççĕ. Анчах закон умĕнче явап тытасси наркопритон хуçисене хăратмасть пулмалла.
Тĕпрен илсен, наркотиксем пирĕн республикăна ют çĕршывсенчен килни вăрттăнлăх мар. Çавăнпа миграци служби ют çĕршыв гражданĕсене çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Суя штампсемпе усă курнăшăн 500-800 пин тенкĕ штраф параççĕ. Апла пулин те 2009 çулта йĕркене пăснă 100 тĕслĕхе тупнă.
«Притон» операци пĕтĕмлетĕвĕсем унчченхи пекех наркомани ытларах хуласенче нумаййине çирĕплетет. Хальхинче те наркопритонсем çак хула-районсенче палăрнă: Хусанта – 8, Çырчаллинче – 6, Элметре – 3, Елабугăра – 2, Анат Камăра – 2, Мамадыш, Ешĕлвар, Лениногорскпа Тюлячи районĕсенче 1-ер.
Çапла вара «Притон» операци вĕçленнĕ пулин те вăл юлашки мар тесе пĕлтерчĕç брифингра. Çитес çул ăна темиçе хут та ирттерес шухăш пур-мĕн. Тĕрĕссипе, наркоманипе кĕрешесси ахаль те пĕр куна та чарăнмасть, çавăнпа милици сотрудникĕсем наркопритонсене асăрхасан 2-73-43-45 «хĕрӳ линипе» телефонĕпе пĕлтерме ыйтаççĕ.
 
: 1053, Хаçат: 41 (823)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: