Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ОКТЯБРĔН 11 – ЯЛ ХУÇАЛĂХ ТАТА ТИРПЕЙЛЕКЕН ПРОМЫШЛЕННОСТЬ ĔÇЧЕНĔСЕН КУНĔ
Вырсарникун, октябрĕн 11-мĕшĕнче, ял хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен уявне палăртаççĕ. Çак кунсенче республикăра тĕрлĕ мероприятисем йышлă иртеççĕ. Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пăвара ялсенче уйрăм хуçалăхсен аталанăвĕ тата ял халăхĕн ĕçри активлăхне ӳстерес тĕлĕшпе иртнĕ семинар-канашлăва та çак уявах халалланăччĕ. Унта Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Х.Мухаметшин, ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Г.Ахметов, Атăл ку енчи зонăна кĕрекен муниципаллă районсен тата ял хутлăхĕн ертӳçисем хутшăнчĕç.
Канашлу умĕн семинара хутшăнакансем автобуссем çине тиенсе районти ялсенче ăнăçлă ĕçлекен уйрăм хресчен хуçалăхĕсемпе паллашма кайрĕç. Çаплах чаплă хăнасем хутшăннипе Пăвана кĕнĕ çĕрте «Çăкăр – чи асли» ятлă 31 метр çӳллĕш стела уçрĕç.
Ялта пурăнакан, ĕçлеме ӳркенмен çынсемшĕн хушма хуçалăх тупăш паракан мел пулса тăрать. Вĕсем халăха мĕнле продукци кирлĕреххине шута илсе ĕçлеме тăрăшаççĕ. Пăва тăрăхĕнчи ĕçченсем: чăх-чĕп, хур-кăвакал, выльăх-чĕрлĕх самăртса, сĕт суса, пахча çимĕç, тыр-пул ӳстерсе, хурт-хăмăр ĕрчетсе, килти пекарньăсенче çăкăр пĕçерсе, йывăçран тĕрлĕ хатĕрсем ăсталаса тупăш илме пултарнине çирĕплетрĕç. Хăнасем Шуршу ялĕнчи Н.Ермаков , Альшихри С.Власов, Кĕçĕн Пӳркелĕнчи В.Горбунов, Пӳркелĕнчи В.Харитонов тата ытти хуçалăхсенче пулчĕç. Çак ĕçе пуçласа яма ĕçченсем тĕрлĕ программăсемпе льготăллă кредитсем илнĕ. Укçипе техника, выльăх-чĕрлĕх туяннă, вите-картасем хăпартнă тата ытти те. Çакă ĕçсĕр юлнă халăха вăй илсе аталанса кайма пысăк тĕртĕм памалла пек туйăнать. Хальлĕхе çак ĕç республикăра япăх аталанать.
Ку семинара ял пуçлăхĕсене пуçтарни ахальтен мар. Республикăра выльăх шучĕ чакса пырать. Хăш-пĕр ялсенче пĕр-икĕ ĕне çеç юлнă тĕслĕхсем те пур. Вăтамран 100 хуçалăха 49 ĕне шутланать. 3700 çемье 1-3 ĕне усраççĕ, 500 çемьере 5-10 ĕне, 60 кил-хуçалăхра ĕнесен шучĕ 10-ран та иртет. Ял пуçлăхĕсем халăхпа чи çывăх тăракансем, вĕсен пĕтĕм проблемисене, нушисене пĕлсе тăракан çынсем пулса тăраççĕ. Çавăнпа халăх хушшинче пропагандăллă ĕç илсе пырасси, ял хуçалăх кооперативĕсемпе уйрăм хресчен хуçалăхĕсем йĕркелес яваплăх та вĕсем çине ӳкет. Ялсене упраса хăварасси çинчен калаçрĕ парламент пуçлăхĕ, мĕншĕн тесен: «Ялсемпе пĕрле пирĕн культурăпа, йăла-йĕркесем те пĕтес хăрушлăх пур. Пĕчĕк фермăсем, тĕрлĕ кооперативсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе кăна мар, сăмахран ял туризмĕ: утарта чей ĕçни, кăмпа-çырла пуçтарни, ăшă ĕне сĕчĕ тутанни, ял музейĕпе паллашни хула çыннисемшĕн питĕ кăсăк пулмалла, парикмахерски, çĕвĕ цехĕ уçма пулать тата ытти те. Пысăк кредит хăратать пулсан пĕчĕкреххинчен тытăнмалла. Ял çыннине ĕçлĕ, тупăшлă тумалла, этеме çĕрпе тачă çыхăнтарса ялсенчен каякан юхăма чармалла. Ытлашши ял хуçалăх продукцине вырнаçтарма майсем пулмалла, – калаçрĕ Ф.Х.Мухаметшин. – Ку килес çулхи вырăнти влаçсен суйлавĕсем умĕн сирĕн ĕçĕрĕн кăтартăвĕ пулĕ. Паянхи куна эпир сирĕн ĕçĕрпе кăмăллах мар-ха. Задачăсене тĕрĕс лартнă. Майсем пур».
Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Г.Ахметов çак çулхи ĕç-хĕле конкретлă анализ туса калаçрĕ. Кĕрхи ака ăнăçлă иртнĕ. Акнă çĕр лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен чакман. Кайăк-кĕшĕкпе выльăх-чĕрлĕх производстви, сĕт суса илесси те ӳснĕ. «Вуншар хуçалăхра пулса эпир ĕçпе телейлĕ çынсене куртăмăр. Аталаннă патшалăх тума пире çавăн пек çынсем кирлĕ. Вĕсен хăйсен ĕçĕпе киленсе пурăнччăр тесен ĕçе механизацилемелле, вăл çăмăл пултăр, – терĕ Марат Готович. – Туса илекен продукцине 3-4 çул хушшинче икĕ хут ӳстермелле».
Тыр-пул нумай пулни, унăн хакĕсем йӳн пулни çинче те чарăнса тăчĕ вăл. Раççейре сутман пĕлтĕрхи тырă та юлнă-ха. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ саланни пирки юлнă выльăхсем пухнă тырра çисе пĕтереймеççĕ. Ку отрасле çĕнĕрен ĕлĕкхи шая çитерме вуншар çул кирлĕ. Çак пулăм уйрăм хуçалăхĕсем йĕркелеме хистет. Ытлашши юлнă тырă та пирĕн вырăнлă пулĕччĕ. Хамăрăн рынока пирĕн хамăр ӳстернĕ продукципе тултармалла. Чăваш Енри Шăнкăртам ял предпринимателĕсем йӳнĕ хакпа ялсенчен выльăхсене пухса кайса Хусан пасарĕсене килсе сутни те пăшăрхантарать министра. «Хамăрăн çавăн пек пуçаруллă çынсем пĕтнĕ-и?» – терĕ вăл. Сĕт хакĕсем чакни çинче те чарăнса тăчĕ вăл. Юпа уйăхĕн вĕçне унăн хакĕ ӳсмелле. Президент паракан дотаци те çаплах юлать. «Татагролизингра» алăра пулнă ял хуçалăх техникине йӳнĕ хакпа сутни çинчен пĕлтерчĕ, вĕсене туянма сĕнчĕ. Республикăра аренда панă çĕрсемшĕн тӳлемен хуçалăхсене критиклесе, тӳлемелли хак пĕр гектаршăн 500 тенкĕрен кая пулмалла марри çинчен пĕлтерчĕ.
Семинарта тухса калаçакансем те, ыйту паракансем те тата пулчĕç. Пăва муниципаллă район ертӳçи Р.Х.Абузяров районта уйрăм хушма хуçалăхсен аталанăвĕ епле пыни çинчен пĕлтерчĕ. 910 çемье кил таврашĕнчи çуртсене тума кредит илнĕ. Ял çыннисем кредитсем илме нумай документ хатĕрленĕ чух йывăрлăхсем курнине пĕлтерчĕ. Çаплах Апас тата Теччĕ районĕнчи Кокузыпе Тархан ял хутлăхĕсен представителĕсем хăйсем патĕнчи лару-тăру çинчен пĕлтерчĕç.
Социализм пĕтнĕ. Планлă экономика çук. Пур çĕрте те рынок экономики хуçаланать. Проблемăсем те, ыйтусем те нумай. Çĕнĕлле пурăнма вĕренмелле. Паллах, уйăхсерен вăхăтлă ĕç укçи илсе пурăннă, халĕ ĕçсĕр юлнă çынна тăруках кредит илсе укçине ĕçе кĕртесси иккĕлентерет. «Кивçен илнипе кăна мар, ăна вăхăтлă тӳлемелле», – тет вăл. Лайăх пурăнас, саманапа пĕр тан утас тесен, май пур чух патшалăх пулăшăвĕпе теветкелленсе усă курмаллах. Каллех çурт-йĕр çĕклес çамрăксен программи пек пулса ан тухтăр. «Пĕрремĕш икĕ çул эпир халăха çав кредита илме калаçтараттăмăрччĕ. Халĕ çынсем вăл пайталлă пулнине ăнланса та илчĕç. Пилĕк процентлă кредитовани те ялан пулмĕ», – терĕ Ф.Х.Мухаметшин.
Юлашкинчен ял хуçалăх производствинче, республика умĕнче пысăк çитĕнӳсем тунă çынсене наградăларĕç. Çĕпрел районĕнчи В.В.Землемеровпа Пăвари медучилищĕре хирурги вĕрентекен Н.Г. Файзутдинов ТР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç, «Дружба» агрофирмăн генеральнăй директорне А.К.Айзатуллова ТР Ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят пачĕç.
В.В.Землемеров.
В.В.Землемеров.
 
: 1007, Хаçат: 41 (823)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: