Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Лавккара туянакан апат-çимĕç упаковкисем çинче час-часах Е сас палли çырнине куратпăр. Çакă апат хушăмĕсем пуррине пĕлтерет. Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕн организма сиен кӳме пултарать, çавăнпа та Е-кодсене вулама пĕлмелле.
Е100 – 199 – СĂРĂСЕМ
Уйрăмах хĕрлĕ тата сарă сăрăсем сиенлĕ. Вĕсем аллерги пама пултараççĕ. Тĕслĕхрен, Е102 – тартразин, Е120 – кармин. Вĕсене кондитер изделийĕсем, мороженăй, газлă шывсем хатĕрленĕ чух усă кураççĕ. Е124 хушăмлă продуктсене туянма тăрăшмалла мар: вĕсене пула астма аталанма пултарать. Е171 – 173 кодлă сăрăсем пĕверпе пӳрешĕн сиенлĕ.
Е200 – 299 – КОНСЕРВАНТСЕМ
Е250 тата Е251 кодлă апатсенчен пăрăнма тăрăшăр: кусем натрин нитричĕпе нитрачĕ – наркăмăшлă веществосем. Шел пулин те, çак консервантсемпе паян кунчченех усă кураççĕ. Ара, шăпах вĕсем кăлпассие илемлĕ тĕс кӳреççĕ-çке. Натрин нитричĕпе нитрачĕ çынна рака яма та пултарать, аллергипе, пуç, пĕвер ыратнипе аптраттарать.
Асра тытăр! Натрин нитричĕпе нитрачĕ организма сахалрах сиен кӳтĕр, ăш-чикрен тухтăр тесен кăлпассие пахча çимĕçпе пĕрле çийĕр.
Улма-çырлана хăвăрт ан пăсăлтăр тесе Е230, Е231 тата Е232 консервантсемпе тирпейлеççĕ, консервăсем çине те хушаççĕ. Фенол та этем организмне пĕчĕк дозăсемпе лексе рака яма пултарать. Е231, Е232 тата Е270 ӳтшĕн сиенлĕ. Е270 – сĕт кислоти – ача-пăчашăн тата лактоза çитменнипе аптракансемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
Е300 – 399 – АНТИОКИСЛИТЕЛЬСЕМ
Вĕсем апатри йӳçек процесне йĕркелесе тăраççĕ, тĕсĕ улшăнасран упраççĕ. Вĕсен сиенĕ те консервантсеннипе пĕр. Аллергиксемпе астматиксен Е311, Е320 тата Е321 кодлă апатсене çиме юрамасть. Е311 йогуртсенче, кефир-турăхра, кăлпассисенче, ĕне çăвĕнче, шоколадра пур. Е320 организмри холестерин шайне ӳстерет.
Е400 – 499 – ÇĂРАТАКАНСЕМ, СТАБИЛИЗАТОРСЕМ
Варенире, джемра, çăратнă сĕтре (сгущенка), майонезра пур. Е407, Е447 пĕверпе пӳре чирĕсене, Е461 – 466 вар-хырăм чирĕсене амалантарать, Е421 шăлсемшĕн сиенлĕ.
Е500 – 599 – ЭМУЛЬГАТОРСЕМ
Ĕне çăвĕнче, майонезра, соуссенче пур. Çут çанталăкри эмульгаторсем – чĕрĕ çăмартан саррипе шурри. Нумай чух организма вĕсем çитмеççĕ те. Пирĕн апат хуранĕнче концентрациленĕ тăвар кислоти (Е507) кулленех пур. Анчах нумай эмульгаторсем наркăмăшлă. Е508 – 512 – хлоридсем – рака яма пултараççĕ.
Эмульгаторсенчен чи хăрушшисем Е510 (нашатырь), Е513 (кӳкĕрт кислоти), Е527 (аммиак шывĕ).
Е600 – 699 – АПАТ ТУТИНЕ ВĂЙЛАТАКАННИСЕМ
Кусем тавар кăлараканшăн питĕ пайталлă: чăн компонентсене – аша, пулла, кăмпана, тинĕс продукчĕсене – перекетлеме май параççĕ. Апат тутине вăйлатакан хушăмсем полуфабрикатсенче, чипсынче, сухарире, приправăсенче, шӳрпе кубикĕсенче, типĕ яшкасенче пур. Е621 – натри глутамачĕ – куçшăн сиенлĕ, пуçа ыраттарать, чĕре ĕçлеслĕхне хăвăртлатать, мышцăсене вăйсăрлатать.
Е900 – 999 – ГЛАЗУРЬ ТĂВАКАННИСЕМ, ПЫЛАКЛАТАКАННИСЕМ, КĂПĂШЛАНТАРАКАННИСЕ М
Чи сиенлисем аспартам (Е951) тата цикламат (Е952). Çак пылаклантаракан хушăмсемпе уçăлтаракан ĕçмесене хатĕрленĕ çĕрте анлăн усă кураççĕ.
РАÇÇЕЙРЕ УСĂ КУРМА ЧАРНИСЕМ
• Е121 (хĕрлĕ тĕслĕ цитрус сăрри) онкологи чирĕсемпе чирлеттерме пултарать.
•Е123 (амарант), Е124 (понсо 4R), Е127 (эритрозин) тата Е128 (хĕрлĕ 2G) аллерги параççĕ.
• Е173 (порошоклă алюмини), унпа кодитер изделийĕсене илемлетнĕ çĕрте усă кураççĕ. Пĕверпе пӳрешĕн сиенлĕ.
• Е240 (формальдегид) рака ярать.
•Е216 тата Е217 (бензой кислоти тата унăн тăварĕсем) организма наркăмăшлантараççĕ, усал шыçăсем ӳстереççĕ.
• Е622 (кали глутамачĕ) кăмăла пăтратать, вар-хырăма ыраттарать.
СИЕНСĔРРИСЕМ
• Е100 (куркумин) – куркума ятлă ӳсен-тăранран тăвакан сарă сăрă.
• Е300 (аскорбин кислоти) – С витамин. Ăна çăкăр, пахча çимĕç тата улма-çырла консервисем çине хушаççĕ.
• Е326 (кали лактачĕ) – сĕт кислотин тăварĕ, шăратнă сырсенче пур.
• Е406 (агар-агар) – тинĕс курăкĕсенчен илекен продукт, желатин евĕрлĕ.
• Е440 (пектин) – пахча çимĕçсенчен е улма-çырларан илекен сӳс.
 
: 1263, Хаçат: 40 (822), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: