Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ШКУЛ ÇУЛĔСЕМ
Лидия шкултан ăсату каçĕнчен таврăнать. Ун аллинче вăтам пĕлӳ илни çинчен калакан документ – аттестат. Ăна пăхма та питĕ кăмăллă: мăнаçлă та çаврака «пиллĕксем» нумай унта, «тăваттисем» иккĕ кăна. Пĕлӳ тĕнчи Лидăна çăмăл парăнчĕ. Вĕренӳ çулĕ вырма ĕçĕсене пула пĕр уйăх кая юлса, октябрĕн 1-мĕшĕнче кăна тытăннă пулсан та, унтан аслă классенче вĕренекенсене окоп чавма, çуркунне чукун çул çине ĕçлеме илсе кайса нумай вăхăт иртсе кайрĕ пулсан та хăй тĕллĕн вĕренчĕ вăл. Шкула хутма çуккипе ачасем Кивĕ Мертлĕ вăрманне вутта каятчĕç. Кăмакасене лĕп ăшă пуличчен кăна хутнипе ăшăнса çитеймен шкултан шăнса таврăнсан та Лида çĕрле чĕп куçĕ çутса та пулин вулатчĕ. Лидăн хăйĕн те ачасене вĕрентес, шкулта ĕçлес килет. Анчах …вăрçă, тĕнчере вăрçă пырать-çке, хăрушă та тискер, мĕн чухлĕ ним айăпсăр çын çук пулчĕ çавна пула. Вĕсен 25 çуртлă Канав ялĕнчен те вун виçĕ вăйпитти арçынна вăрçă пуçлансан иккĕмĕш кунах илсе кайрĕç. Пилĕк лашана вĕр çĕнĕ ут хатĕрĕ, урапа кӳлсе ăсатса ячĕ ял халăхĕ. Хăлхара халĕ те ачасемпе хĕрарăмсен уласа йĕнĕ сасси, куç умĕнче – йывăррăн уйрăлни. Лидăн аслă пиччĕшĕ Петя та вăрçăра хыпарсăр çухалнă. «Эх! Мĕнле савăннă пулĕччĕ вăл йăмăкĕн «пиллĕкĕсене» курсан!» Çак шухăшсемпе хĕр кил умне çитсе тăчĕ. Ашшĕпе амăшне савăнтарас шухăшпа пӳртне васкаса кĕчĕ. Сĕтел çумĕнчи сак çинче ларакан ватăсем салху пулнине пĕрре пăхсах сисрĕ вăл. «Мĕн пулчĕ сире?» – тӳрех ыйтрĕ Лида. «Сана хут килнĕ, хĕрĕм», – терĕ амăшĕ куççульне шăлса. Сĕтел çинче выртакан пысăках мар тăваткал хут паян шкул пĕтернĕ хĕрупраçа вăрçа кайма ят тухнине пĕлтерчĕ. Канав ялĕнчи Нуждинсен çемйинчен улттăмĕш çынни Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хăтарма тухса кайрĕ.
ВĂРÇĂРА ИРТНĔ ÇАМРĂКЛĂХ
Çапла майпа 1942 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче Лидия Даниловна Нуждина Хусана çитет. Ăна 37-мĕш уйрăм пулемет полкне вырнаçтараççĕ. Тăватă хĕртен тăракан пулеметчиксен расчетĕнче вăл тĕллесе перекен (наводчик) пулать. Ун чухне Мускав çумĕнче хаяр çапăçусем пынă. Вĕсен полкне Ярцево пысăках мар хулана илсе каяççĕ. Бук çырми урлă хывнă чукун çул кĕперне нимĕçсем аркатасран сыхланă вĕсем. «Сывлăшра самолетсем çапăçрĕç, чĕкеç те ун пек хытă вĕçеймест-тĕр, пĕри çунса анать те, тепри хуп-хура тĕтĕм кăларса ӳкет», – аса илет ветеран. Ярцево хулине нимĕçсенчен хăтарассишĕн иртнĕ çапăçу чăваш хĕрĕшĕн вăрçăра чи малтанхи хут çапăçни пулса асĕнче юлать. Хулана фашистсенчен тасатсан сыхланса юлнă кĕпер урлă салтаксен эшелонĕсем иртме тытăнаççĕ. Виççĕмĕш составпа Ярцевăран Смоленск хулине 37-мĕш пулемет полкĕ та каять. «Смоленск – Мускавăн çăра уççи», – тенĕ нимĕçсем ун чухне. Вĕсене çак хула питĕ кирлĕ пулнă. «Воздух!» команда кĕтсе илет вĕсене çак хулана çитнĕ-çитменех. Пурте чăл-пар! саланаççĕ. Вĕсенчен маларах çитнĕ икĕ состава сирпĕтсе аркатаççĕ, виççĕмĕш çитнĕ эшелонĕ сыхланса юлать. Смоленск хыççăн Белоруссине нимĕçсенчен хăтарма тӳр килет вĕсене. Çакăнта пурăнакан халăх тăшмансенчен сĕре асап курнă. «Ирĕке кăлараканăмăрсем!» – тесе кĕтсе илнĕ вĕсене. «Çăлаканăмăрсем! Тархасшăн! Берлина çитĕр! Каторгăна илсе кайнă ачасене хăтарсамăр!» – тесе йăлăнса, йĕре-йĕре ялсем витĕр тухса кайнă чух вырăс салтакĕсене ăсатса янă халăх. Унтанпа 65 çул иртнĕ. Çак юбилей ячĕпе сентябрĕн 11-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче пурăнакан Лидия Даниловна Глинкинăна Белоруссинчен награда килнĕ. Паллах, çав самантри хăрушлăха та, тӳссе иртнине те, çухатнă сывлăха та ку медаль тавăраймасть. Пурпĕр тимлĕх, çак парнене тĕрĕс-тĕкел, сывлăхпа çӳренĕ чух алла илни çав тери савăнтарать. Эпĕ те хамăн вĕрентекенĕмпе пĕрле çак наградăшăн чун-чĕремпе хĕпĕртесе ларатăп.
(Вĕçĕ пулать.)
 
: 1091, Хаçат: 40 (822)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: