Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çын пурнăçĕ виçĕ тапхăра пайланать: ачалăх, çамрăклăх, ватлăх. Ача чухне аслисем те, шкулта та пире ватта сума сума, хисеплеме вĕрентеççĕ. Вуланă хыççăн тарăн йĕр хăваракан Г.Волковăн «Ăслă ача» калавне нумайăшĕ ас тăваççĕ пулмалла. Çамрăк çын пурнăçĕ – ура пусман çул пекех. Асатпăр-тусатпăр, савăнатпăр. Çĕр çинче ватлăх пуррине аса та илместпĕр. Анчах çырнинчен иртме çук. Канлĕ ватлăха укçалла сутма та, илме те çук. Ачасене тĕрĕс воспитани панинчен, хамăр еплерех ваттисене пăхнинчен те килет пулмалла пирĕн пурнăçăн çак юлашки тапхăрĕнчи лару-тăру.
Пăва хулинче социаллă пулăшу паракан ваттисемпе инвалидсен çурт-интерначĕ пур. Вăл 2001 çулта Тутарстан Республикинчи Сывлăх сыхлав министерстви çумĕнчи сестрасем пулăшу паракан больница базинче уçăлнă. 2008 çултанпа вăл патшалăхăн автономиллĕ учрежденийĕ. Интернатра 120 çын пурăнма пултарать. Кунта вăхăтлăха та (икĕ уйăхран ултă уйăха çитиччен), ялан пурăнма та пулăшу, реабилитаци услугисем кирлĕ ватă çынсене, I, II, III ушкăнри инвалидсене йышăнаççĕ. Интернат пилĕк хутлă, илемлĕ çурт. Умĕнче чечек лартнă йăрансем, канмалли саксем, çумĕнче сад пахчи. Улмуççисем çинче халĕ те хĕрлĕ панулмисем илĕртӳллĕн çакăнса тăраççĕ. Хĕвел тухăç енчи кантăксемпе балконсенчен яланах савăнăçсăр, тунсăхлăн е пурпĕрех туйăмпа пăхса ларакан çынсене курма пулать. Юрать-ха вĕсен куçĕ умĕнче шавлă урам, кунĕн-çĕрĕн утакан халăх, таçта васкакан автомобильсем. 120 çын пурăнать кунта. 120 çын çакăнта хăйне валли хӳтлĕх, канлĕх, кĕтес тупнă. 120 шăпа, 120 чун, 120 пурнăç историйĕ. «Ачусем пур-и? – тесе ан ыйт хăйсенчен, чĕрисене пăсаççĕ», – ăс парать мана çак çуртăн директорĕн çумĕ Резеда Мухаметзянова ваттисемпе паллашма кĕнĕ чух. Çапла, хăшне сывă ачисем пăхма вăхăчĕсемпе май çуккипе кунта вырнаçтарнă, хăшне синкерлĕ шăпа инвалид коляски çине лартнă, хăшне хускалайми, курми, илтми тунă. Икĕ куçĕ те суккăрлансан илсе килнĕ кунта пĕр никамсăр юлнă В.Афанасьевăна. Икĕ кун çакăнта пурăннă хыççăн вăл коридора тухать те аташса каять, каялла хăй пӳлĕмне нимĕнле те çул тупаймасть. Инçе мар коридорта хурлăхлă хут купăс сасси илтĕннĕ, çав сасă еннелле кăштăртатса утать вăл. Купăс калакан Пăва тутарĕ Гаяз ăна палласа илет. Тахçанах, çамрăк чухне Валя аппан мăшăрĕпе туслă пулнă вĕсем. Çав кунранпа икĕ нушаллă чунăн хуйхисем пĕрлешеççĕ, вĕсем туслашса каяççĕ, халĕ çемье пулса пĕрле пурăнаççĕ. Нумай пулмасть Валя аппан куçне тухтăрсем операци туса куракан тăваççĕ. Халĕ вăл сестрасемпе санитаркăсен пĕрремĕш пулăшаканĕ, мĕншĕн тесен: «Куракан пулсан ахаль лармăп, пурне те пулăшăп», – тесе операцие кĕрес умĕн тупа тунă. Выртакансене вăл кашăкпа çитерме, вырăн çытарĕсене улăштарма пулăшать. «Эпир кунта çăтмахра пурăнатпăр. Ăшă, ванна, душ, мунча та пур, пилĕк хутчен апат çитереççĕ, хамăрăн буфет, врачсем те пăхсах тăраççĕ. Юрать-ха, патшалăх пирĕн пек нушаллă çынсем валли çакăн пек çуртсем уçнă. Пире пăхакансене тав сăмахĕсем калатпăр», – теççĕ Валя аппапа Гаяз абый.
Пăва районĕнчен кунта 57 çын пурăнать. Ыттисем республикăн ытти районĕсемпе Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен. А.Гусаров çак районти хăçан-тăр кĕрлесе ларакан Ивашевка ялĕнчен. Халĕ вăл юхăннă. Сĕве çырми хĕрринче вырнаçнă пӳрчĕпе садне питĕ тунсăхлать вăл. Хăйĕн тăван енĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать.
А.Тимяшкин, М.Никоноров, В.Боздунов пирĕн «Сувара» чăн малтан вулакансем. Эрнесерен интерната пилĕк экземпляр килет вăл, кашни этажа пĕрер. «Енчен те хаçат кĕтекенсем палатисенче пулмасан, минтерĕсем айне хурса хăваратăп», – каласа парать Резеда Ринатовна.
«Ватă çыннăн ăс-тăнĕ, кăмăл-сипечĕ çулсем иртнĕçем тата та улшăнать. Вĕсем йăлăнтараççĕ, час кӳренеççĕ, пĕчĕк ачанах çаврăнаççĕ. Пирĕн ĕçре çемçе кăмăллă, туйăмлă, хĕрхенӳллĕ çынсем анчах ĕçлеççĕ. Пĕрне – кашни ир одеколон сапса питне крем сĕрмелле, теприне – хăйĕн патне пырсах ырă ир сунмалла, виççĕмĕшне – çурăмĕнчен лăпкамалла, вĕсем пурте хăйсене тимлĕх уйăрнине кăмăллаççĕ, кĕтсе тăраççĕ», – калаçăва малалла тăсать директор çумĕ. Ĕçĕ йывăр пулсан та, кадрсен юхăмĕ çук. 54 çын тăрăшать кунта, хăш-пĕрисем вăхăтлăха тесе килсен те çакăнтах хăйсен вырăнне тупса юлаççĕ. «Хĕрсем, каччăсем», – тесе хавхалантарса чĕнеççĕ пациентсене ĕçлекенсем. Пурнăç япăх мар кунта, кĕрлесе тăрать темелле. Практикăна килнĕ медучилище хĕрĕсемпе Пăвари КСЮИ филиалĕнче вĕренекенсем хаçатсем кăларса параççĕ, ак паян та В.Ратниковапа Н.Семенова ваттисен кунĕ тĕлне ятарлă плакатсем ӳкереççĕ. Ф.Кулиевпа А.Деминов вырăнти АТС, радио çыхăнтарса панă. Телевизорсемпе музыка аппаратури чăхăмласан та вĕсем пирвайхи пулăшу паракансем. Çавăнта вĕренекенсем яланах концерт лартса ваттисене савăнтараççĕ. Интернатра пурăнакансен хăйсен хушшинче те артистсемпе поэтсем пур. Çуралнă кунсем, тĕрлĕ уявсем ирттересси те кунта йăлара. Мăсăльмансемпе православи тĕнне ĕненекенсен кĕлĕ ирттермелли пӳлĕмсем пур, пачăшкасем килсе кĕлĕ вулаççĕ, çакмалли хĕресĕсем çуккисене хĕрессем валеçеççĕ, сапăр та таса чунлă пулмалли çинчен калаçусем ирттереççĕ. Тĕн уявĕсенче итлеме кĕлĕсем çыртарнă диск та илсе килнĕ. Вулама юратакансем валли библиотека та пур, анчах кунта пурăнакан чăваш çыннисене вулама унта пĕр чăваш кĕнеки те çук.
Çапла, хăйне евĕрлĕ пурнăçпа пурăнать ваттисен çурчĕ. Çĕр çинче ĕçлеме кăмăл тăвакансем пахча çимĕç ӳстерме пулăшаççĕ, улма-çырла пуçтараççĕ. Хулари таврапĕлӳ музейĕнче пулаççĕ, уçă сывлăша вăрмана та илсе тухаççĕ вĕсене, хăйсем тĕллĕн хула курма та тухма пултараççĕ вĕсем. Уява хатĕрленнĕ май «Татспиртпром» УАОран кашнине парнесем валеçсе панă кунта: тутлă апат- çимĕçсем тултарнă пакет. Черетре – муниципаллă район администрацийĕн парнисем. Эпĕ те редакцире ĕçлекенсенчен саламласа 2010 çулта вулама «Сувар» хаçат çырăннă квитанци парнелерĕм. Ваттисен кунĕ умĕн хăйсем тĕллĕн çӳрекенсене Пăвари драма театрне спектакль курма илсе кайнă, октябрĕн 1-мĕшĕнче вара чĕрене пыракан апат-çимĕçпе тулнă уяв кĕреки хушшинче сăйларĕç.
Сывпуллашас умĕн эпĕ интернатра пурĕ миçе чăваш пурăннипе кăсăклантăм. Вĕсем 27 иккен. Нумаях мар. Савăнтăм. Пирĕн чăваш халăхĕн пурнăç никĕсĕ – ваттисене сума суни. Çакна эпир халăх сăмахлăхĕнчен те, авалхи сăвă-юрăсенчен те пĕлетпĕр. Ашшĕ-амăшне сума суман е ватлăхра пăхман çынна халăх хушшинче сум çук. Çавна вăл кайран та нумай-нумай ырă ĕç туса та тавăраяс çук.
Александр Тимяшкин.
Александр Тимяшкин.
 
: 1218, Хаçат: 40 (822)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: