Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Хисеплĕ юлташсем! Çак статьяна эпĕ стратегиллĕ ыйтусем çинчен мĕнлерех шутлани çинчен пĕтĕм Раççей халăхĕ пĕлтĕр тесе çыртăм, – тенĕ нацие чĕнсе каланă «Раççей, малалла!» статьяра РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев сентябрь пуçламăшĕнче. – Часах эпир çĕнĕ ĕмĕрĕн çĕнĕ вунă çуллăхне кĕретпĕр. Апла пулсан паянхи куна хакламалла. Хамăр ачасен, хамăр çĕршывăн пуласлăхĕ çинчен шухăшламалла...
Сентябрĕн 25-мĕшĕнче ТР Обществăлла палати çак статьяна сӳтсе явмашкăн Хусан Кремлĕнчи «Эрмитаж» центрта пуçтарăнчĕ.
Тутарстан Республикин Обществăлла палати патшалăхăн чи пысăк должноçри çынни халăха тӳррĕн чĕнсе каланине хаваспах ырлать. Ку гражданла обществăсен институчĕсене вăйлăланма тата малалла аталанса пыма хавхалантарать.
– Эпир Дмитрий Медведев шухăшĕпе пĕтĕмпех килĕшетпĕр. Уйрăмах статьяра патшалăх экономикине аталантарас ыйтăва татса парасси çинчен çырнине палăртас килет, – теççĕ палата членĕсем.
Çаплах Президент чĕнсе каланине хуравласа, Федераци Пухăвне Послани хатĕрленĕ çĕрте вĕсен сĕнĕвне те шута илессе шанаççĕ. Уйрăмах Раççей патшалăх никĕсĕсен аталанăвне тимлĕх уйăрма, нацисен хушшинчи туслăха тата конфессисен хушшинче килĕшӳлĕхе çирĕплетме ыйтаççĕ.
Статьяпа паллашнă хыççăн палата членĕсем хăйсен шухăшĕсене уйрăммăн-уйрăммăн пĕлтерчĕç. Тĕслĕхрен, В.Н.Шевчук тарăхать:
– Ик-виç кун каялла Кайпăç районĕнче çак статья пирки çавра сĕтел «ирттертĕмĕр». Анчах та, Президент статйине никам та курман та, вуламан та иккен. Мĕнле-ха капла, телевизор курмаççĕ, хаçат вуламаççĕ пулать? Интернет тата мĕншĕн? Çĕнĕ законсемпе те паллашмасан, çĕршывра мĕнле çĕнĕлĕхсем пулнине те пĕлмесен? Унта кăна та мар, Хусанта та, ытти çĕрте те пĕлмеççĕ.
Çаплах Владимир Николаевич статья çине куçса:
– Президент шухăшĕсене тивĕçтерсе пыма, ман шухăшпа суд системине улăштармалла, – терĕ тарăхса обществăшăн тăрăшакан.
ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев та, палата членĕнче тăраканскер, хăйĕн шухăшне уçса пачĕ:
– Мана статья чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Президент çĕнĕлле тата элчелсĕр майпа халăха чĕнсе çырнă. Çырни формализм çеç ан пултăр.
Çыннăн пурнăçĕнче йывăр вăхăтсем çитсен – вăл яланах иртнине аса илсе çитменлĕхсем шырама пуçлать.
Совет Союзĕ вăхăтне илес пулсан та, темшĕн начаррине çеç аса илеççĕ. Çапах та вăл вăхăтра аванни питĕ нумай пулнă. Ун çинчен манмалла мар, паллах. Çын кипкеренех пурнăçа вĕренет: шкул ачи октябренок пулас тет – хăйне лайăх тытма тăрăшать, пионер пулас тесен – тăрăшса вĕренет, комсомолец пулма вара обществăра хăйне ĕçпе кăтартать.
Халĕ вара... Кам çине шанмалла? Кам пуласлăха тăвĕ? Тата кампа «Раççей, малалла!» лозунгпа утмалла?
Ăсчахсене, спортсменсене, инженерсене чикĕ леш енчен чĕнмелле мар, хамăрăн вĕрентмелле. Çавăнпа та ачасене вĕрентме чи лайăх ăсчахсемпе специалистсене явăçтармалла. Малашне тăкаксем хăвăрт кăна саплашĕç.
Паян ача çуратакансене укçа парса хавхалантараççĕ. Ку питĕ лайăх. Анчах та, пурне те кунпа илĕртеймĕн. Мĕншĕн тесен çемье тупăшĕ пĕр тикĕс пуласса шанмаççĕ. Мĕнле шанмалла? Енчен те ĕç вырăнĕ те паян пур, ыран...
Патша вăхăтĕнче Раççей пĕтĕм Европăна çăкăрпа тăрантарнă. Халĕ вара мĕншĕн çавăн пек тумашкăн ял хуçалăхне çĕклеме условисем тумалла мар? Çăкăра та чикĕ леш енчен туянма тивет вĕт.
Константин Геннадиевич çакăн пек сĕнӳ пачĕ:
– РФ Национальноçсен ĕçĕсен министерстви туса хумалла, Раççейри нумай нациллĕ халăхсен культурине, йăли-йĕркине кăтартмашкăн телеканал уçсан питĕ лайăх пулмалла, çаплах нацисен культурине аталантарма пулăшмашкăн Президент çумĕнче фонд туса хумалла тата ял çыннисем çинчен те манмалла мар, вĕрентӳ учрежденийĕсене оптимизацилессине çирĕп контрольлесе тăмалла.
Тата тĕрлĕ енлĕ сĕнӳсем пулчĕç Обществăлла палата членĕсенчен. Вĕсене шута илсе Послание кĕртессе эпир те шанатпăр.
 
: 1003, Хаçат: 40 (822)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: