Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Этемшĕн этем ан пултăр ытлашши»,– çырнă поэт Митта Ваçлейĕ хăйĕн пĕр сăввинче. Анчах ăша хывмасть этем çак йĕркесене. Ури утма, куçĕ курма пăрахнă, ĕçлеме вăйĕ юлман ашшĕ-амăшне, кирлĕ мар япалана урама кăларса пăрахнă пек, ваттисен çуртне кайса яма та именмест хăш-пĕри. Анчах ху çынпа мĕнле – вĕсем санпа çапла текен пурнăç принципĕ темиçе çултан хăйсенех çаврăнса çитессе шутламаççĕ-тĕр çав. Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ çитсен кăна çакăн çинчен аса илни тĕрĕс мар. Аслă ăрăва кашни кун, кашни самантра тимлĕх кирлĕ.
Тутарстанра хальхи вăхăтра 774,6 пин ват çын пурăнать, урăхла каласан республикăри кашни 5-мĕш çын пенси çулĕнче. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, вĕсен ретне кăçал тата 10,6 пин çын хушăннă. Статистика кăтартнă тăрăх, çак категорири граждансем хальхи вăхăтра ытларах ялсенче пурăнаççĕ-мĕн, хулара 19 процент пулсан, ялсенче – 25,2. Шел, юлашки вăхăтра аслă ăрури арçынсен шучĕ чакни сисĕнет. Мĕншĕн тесен вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула вăтамран 62,7 çултан ытла пурăнаймаççĕ иккен.
Республикăпа пăхас пулсан, ĕç çулĕнчен иртнĕ пенсионерсем ытларах Теччĕ, Апас, Рыбно-Слободски, Кайпăç, Камско-Устьински, Атняпа Пăва, Актаныш, Мензеле, Тури Услон, Мĕслĕм тăрăхĕнче. Паллах, кун пек çынсенчен ытларахăшне тимлĕхрен ытла пулăшу кирлĕ. Ку енĕпе Тутарстан Правительстви аслă ăрури граждансене пулăшу парас тĕллевпе ятарласа темиçе Постановлени те йышăннă. Тĕслĕхрен, йывăр лару-тăрури пенсионерсене патшалăх пулăшăвĕ – санитарипе курортсенче сипленме кăна 2009 çулăн январь уйăхĕнчен пуçласа сентябрьччен 14,19 миллион тенкĕлĕх 889 путевка панă, 26,38 миллион тенкĕ укçан пулăшнă.
Республикăра хальхи вăхăтра социаллă пулăшупа тивĕçтерекен 151(5-шĕ патшалăхăн мар) учреждени ĕçлет. 23 ваттисен çуртĕнче тăватă пин çурă ватă пенсионерпа инвалид пурăнать.
Темшĕн эпир тивĕçлĕ канăва тухнисене малалла ĕçе юрăхлă пек йышăнмастпăр. Тĕрĕссипе, вĕсен хушшинче ватлăхпа мар, ĕçленĕ çулсемшĕн (выслуга лет) пенсие тухнисем те нумай-çке. Тата аслă ăрури çынсенчен чылайăшĕ чаплă специалист пулнине те шута илмелле. Паллах, вĕсем ĕçсĕр ларасшăн мар. Кăçал 6 уйăхра кăна ĕçпе тивĕçтерекен центрсене ĕç шыраса 4138 пенсионер килнĕ. Вĕсенчен 1381-шне ĕçе вырнаçма пулăшнă.
Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунне Тутарстан кашни çул тивĕçлĕн ирттерме тăрăшнă-ха. Пĕлтĕр кăна çак кун пурĕ 138 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ пулăшу панă. Кăçал та ТР Министрсен Кабинечĕ Ваттисен кунне ирттересси пирки хушу кăларнă. Унпа килĕшӳллĕн, кашни министерство, ведомство, хулапа район тĕрлĕ мероприяти ирттермелле: администраци пуçлăхĕсемпе тĕлпулусем йĕркелемелле, ыр кăмăллăх концерчĕсемпе спектаклĕсем кăтартмалла, йӳн хакпа пахча çимĕçпе тивĕçтермелле, сахал тупăшлисене парикмахерскисемпе мунчасенче хаксем чакармалла тата ытти те.
Кашни район çак куна хăй программине хатĕрлет: аксусем,тĕслĕхрен, Ваттисен декадине халалласа сентябрь-октябрь уйăхĕсенче «Сывлăхлă пул, ветеран» акци (ваттисене хăйсен килĕнчех медицина пулăшăвĕ парасси, тĕрлĕ документсем хатĕрлесси) ирттерме планланă. Элкелсем «Килти ăшша упра» (аслă ăрури çынсен чӳречисене, алăкĕсене хĕллене хатĕрлесси) акци хатĕрленĕ. Пăвара «Кашнине ăшă çурт» акци пурнăçа кĕрĕ, унпа килĕшӳллĕн волонтерсен отрячĕсене явăçтарса пулăшу кирлĕ пенсионерсен çурчĕсене хĕллене хатĕрлĕç, кирлĕ пахча çимĕçпе тивĕçтерĕç.
Хусан хули ку мероприятие октябрь уйăхĕчченех пуçăннă тесен те юрать. Нумаях пулмастьТР Культура министерствипе Патшалăх Пĕчĕк театрĕ (Мускав) 850 ветерана (вĕсенчен 200-шĕ Хусан çывăхĕнчи районсенчен) парне тунă, Мускав артисчĕсен «Правда – хорошо, а счастье лучше» спектакльне тӳлевсĕр кăтартнă. Октябрĕн 1-мĕшĕнче хаваслă лару-тăрура Ваттисен декадине уçнă. Октябрĕн 3-мĕшĕнче ТР Ĕçпе ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх,ТР Вĕрентӳпе наука министерствисем шкулсемпе техникумсен, профтехучилищĕсен пахчисенче ӳстернĕ пахча çимĕçсене йӳн хакпа сутмалли ярмăркка йĕркелеççĕ.
Республикăра çак кун тата тепĕр икĕ пысăк, пĕлтерĕшлĕ акци пуçланчĕ. Пĕри – аслă ăрури çынсене компьютерпа, Интернетпа усă курма вĕрентмелли «Компьютерный ликбез» акци. Ăна «Раççей Пенсионерсен канашĕ» обществăлла организацин Тутарстанри уйрăмĕ пуçарнă. Компьютерпа усă курма вĕрентекен курссем октябрь уйăхĕнчен пуçласа май уйăхĕчченех пырĕç. Акцие кирек мĕнле пенсионер та хутшăнма пултарать. Çӳлерех асăннă канашăн вырăнти уйрăмне çеç пымалла. ТР Сывлăх сыхлав министерстви вара «Тĕнче курма пулăш» акци ирттерет. Асăнса хăварар, кун пекки Раççейри нихăш регионта та çук. Тухтăрсем катарактăпа чирлекен, сахал тупăшлă ватăсене тӳлевсĕр операци тăвĕç.
 
: 1028, Хаçат: 40 (822)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: