Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Хусанта иртнĕ ТР ЧНКА Канашĕн черетлĕ ларăвне республикăри 20 наципе культура центрĕнчен Аксу, Нурлат, Лениногорск, Теччĕ, Çĕпрел, Алексеевски, Чистай, Çарăмсан районĕсемпе Хусан, Çырчалли, Анат Кама хулисен представителĕсем хутшăнчĕç.
Пухăва ТР ЧНКА Ĕçтăвкомĕн председателĕ Игорь Казачкин вырăсла ертсе пычĕ. Вăл пухăннисене ТР ЧНКА Канашĕн 2009 çулта ĕçлеме йышăннă планне еплерех пурнăçа кĕртнипе паллаштарчĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, районсенчи чăваш ертӳçисенчен 11-шĕ плана пурнăçламаççĕ. Республикăри автономин отчетпа суйлав конференцийĕ план тăрăх кăçал пулмалла, унччен районсенчи чăваш центрĕсенче те отчетпа суйлав пухăвĕсене ирттермелле. Çакна пур районта та туман-ха.
Çав вăхăтра лайăх ĕçлекенсене те палăртрĕ Ĕçтăвком пуçлăхĕ: Павлăра (ертӳçи В.Н.Козлов) кăçал Чăваш культурин кунне анлăн уявласа ирттернĕ, Элметре (ертӳçи И.И.Альмукова) «Учӳк» фестиваль чаплă иртнĕ, Нурлатра (ертӳçи А.Л.Клементьев) йăлана кĕнĕ «Уяв» кăçал нихçанхинчен лайăх кĕрленĕ тата ытти те.
Сăмах май, «Уява» республикăри ТНВ телеканал еплерех çутатни пирки те каласа хăвармаллах. Темшĕн мероприяти вĕçне кăна килсе çитнĕ оператор кадрне ытларах тайкаланакан пасар сутуçисемпе хĕрĕнкĕ курма килекенсен сăнĕсем кăна кĕнĕ. Вырăнти ватăсене ыйтусем паракан корреспондента та чăваш йăлисенчен сăмакун вĕретесси кăна кăсăклантарать тейĕн... Шел пулин те, Уявăн чăн илемĕ пирки калакан пулмарĕ июлĕн 4-мĕшĕнче Тутарстан хыпарĕсенче кăтартнă сюжетра. Наци аталанăвĕн ыйтăвĕсем çине кунашкал пăхни никама та тивĕçтерме пултараймасть, паллах. Чăваш чĕлхипе передача тума ыйтупа пырсан вара патшалăхăн мар чĕлхесемпе эфира тухма лицензи çукки çине тайăнтарма питĕ те çăмăл.
Çапах, тем тесен те, çĕршыв шайĕнчи «Уяв» пек кăтартуллă мероприятисенче халăх эрех-сăрапа ытла иртĕнни те илемлех мар, çакна та шута илесчĕ пирĕн.
Тепĕр савăнтаракан хыпар та пур. Кăçал чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕ «Чăваш пики» конкурса ирттерме ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствин грантне выляса илме пултарнă. Укçи пысăках мар пулсан та (20 пин тенкĕ) влаçрисен тимлĕхĕ пурри савăнтарать яш-кĕрĕме.
Çакна та палăртмалла, «Учӳк» та, «Уяв» та ТР Культура министерствин гранчĕсемпе ирттерекен уявсем. Хальхи вăхăтра общество организацийĕсен проекчĕсене финансласси çакнашкал çул-йĕрпе пырать. ТР ЧНКА Канашĕ хăй те чăваш шкулĕсем хушшинче грант çĕнсе илме проектсен конкурсне ирттерчĕ. Ăна кăçал Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел шкулĕ тивĕçрĕ. Мартăн 25-мĕшĕнче Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкайра иртнĕ чăваш отличникĕсен слетĕнче çак гранта çĕншешкелсене пачĕç.
Хусанти чăваш центрĕнчен Валентина Бисякова сăмах каларĕ. Вăл Авиастроительнăй районĕнче чăваш туйĕсем çаплипех йышлă иртнине, тĕрлĕ чăваш кружокĕсем лайăх ĕçленине палăртрĕ. Анчах автобус çукки хулари ачасен пултарулăхне районсенче пурăнакансене кăтартма кансĕрлет.
Нурлат районĕнчи чăвашсен ертӳçи Аркадий Клементьев районти Вăтам Хăмăшлă тата Якуркел ялĕсенче чăваш сăмахлăхне вĕрентекенсен икĕ семинарне ирттерни çинчен пĕлтерчĕ. Кĕнекесем кăларас енĕпе те Нурлат енчи çыравçăсем хастар: хулан 100 çулĕ тĕлне «Асамат кĕперĕ» сборник тухрĕ, нумай пулмасть çеç ТР ЧНКА тата «Сувар» хаçат пулăшнипе Мамăкра пурăнакан Иван Павловăн ал çырăвĕсен кĕнеки кун çути курчĕ.
Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Нурлатри ЧНКЦ пуçарăвĕпе Якуркел ялĕнче иртекен районсем хушшинчи футбол турнирне еплерех хатĕрленнине те каласа пачĕ Аркадий Леонтьевич, унта хутшăнма йыхравларĕ.
Алексеевски районĕнчи хыпарсене унти ЧНКЦ председателĕ Дарья Романова пĕлтерчĕ. Районти чи пысăк ялта Чăваш Майнинче шкулпа Культура çурчĕ пĕрле хутшăнса ĕçленипе ял-йыш тĕрлĕ мероприяти курма пултарать. Чăвашла иртекен уяв каçĕсенче таврари чăваш ялĕсенче пурăнакансем те Майнана хăнана килеççĕ.
Юлашки вăхăтра ялсенчи урамсенче тирпейлĕх пĕтме пуçланине те асăрхамасăр хăвармаççĕ алексеевскисем, экологилле лару-тăрăва тимлесех тăраççĕ. Чăваш Майни кăтартуллă ял пулмаллине лайăх астăваççĕ кунта, мĕншĕн тесен Валем хуçа çăлĕ патне килнĕ кашни чăваш делегацийĕ çак яла кĕрсе унти пурнăçа курса тухма тăрăшать.
Анат Кама чăвашĕсен пуçлăхĕ Анатолий Гаврилов анаткамăсемпе çырчаллисем пĕрле мероприятисем ирттернишĕн хĕпĕртет. 34-мĕш номерлĕ чăваш гимназийĕнчен вĕренсе тухакансем 100 проценчĕпех ЧПУна тӳлевсĕр вĕренме вырнаçни те савăнтарать, паллах. Ахальтен мар Анат Камăри чăваш вĕрентӳ учрежденине районсенчен нумай ача вĕренме кĕресшĕн. Условисем те пур, халĕ вăл гимнази-интернат.
Анчах кăçалтан хулари ача сачĕсенче чăваш ушкăнĕсене хупни (оптимизацие пула преподавательсене тӳлеме чарăнни) кăмăла хуçать. Çапах Анат Камăри депутатсем урлă, район администрацийĕ çумĕнчи обществăлла канаш пулăшнипе çак ыйтăва ăнăçлă татса пама шанăçсем пур.
«Сувар» хаçат редакторĕ Константин Малышев хаçата районсенче анлăрах сарас ыйтăва хускатрĕ, кăçалхи тиража иртнĕ çулхисемпе танлаштарчĕ. Чăваш центрĕсем лайăх ĕçлекен районсенче хаçат çырăнакансен шучĕ чакман, ӳснĕ. Мĕншĕн тесен çак центрсем хăйсем ирттерекен мероприятисем çинчен тăтăш хаçата çырса тăраççĕ, вырăнти халăха та ку, паллах, интереслĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Сувара» Раççейĕн хуть те хăш регионĕнче те (республика тулашĕнчи 79273 индекспа) çырăнса илме пулать. Çавăнпа та Тутарстан чăвашĕсен пурнăçне сăнлакан кăларăма интереслĕрех тума пурте хутшăнсан кăмăллă пулмалла.
Константин Анатольевич Пĕкĕлме районĕнчи чăваш центрĕ сĕннĕ шухăша та каларĕ: пуçлăхсен пухăвĕсене Хусанта мар, районсенче ирттерсен вĕсен усси ытларах пулать. Вăл е ку районти чăвашсен проблемисене вырăнтах татса пама та майсем пулаççĕ. Пухăва хутшăнакансем пурте çакăнпа килĕшрĕç, çитес ларусене районсенче ирттерме йышăнчĕç.
Тутарстанри чăваш çамрăкĕсен ертӳçи Андрей Семенов яш-кĕрĕм интернетри «В контакте» сайтра тĕл пулса ушкăн йĕркелени çинчен каласа пачĕ, ун сăмахĕсемпе хальхи вăхăтра унта 64 çамрăк регистрациленнĕ. Çамрăксем çĕнĕрен чăваш дискотекисем ирттерме хатĕрленеççĕ.
ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ Константин Яковлев хăйĕн ĕçĕсем нумай пулнипе, çав вăхăтрах чăваш ĕçĕн хăватне чакарас мар тесе, республикăри чăвашсем пурăнакан виçĕ зонăра кураторсем палăртмалла терĕ. Павлă, Пĕкĕлме, Лениногорск, Элмет, Елабуга, Анат Кама районĕсенче, Çырчалли хулинче ТР ЧНКА Канашĕн председателĕн представителĕ пулма Пĕкĕлмере пурăнакан Василий Федорова; Аксу, Çĕнĕ Шуçăм, Элкел, Алексеевски, Чистай, Нурлат, Çарăмсан, Спас районсенче ТР ЧНКА Канашĕн председателĕн представителĕ пулма Аксу районĕнче пурăнакан Анатолий Молоствова; Пăва, Теччĕ, Çĕпрел, Тури Услон, Апас, Кайпăç районĕсенче ТР ЧНКА Канашĕн председателĕн представителĕ пулма Пăвара пурăнакан Александр Никифорова сĕнчĕ.
Çавăн пекех чăваш ялĕсенчи шкулсен, ача сачĕсен официаллă ячĕсене патшалăх чĕлхисемпе тан чăвашла та çырма чĕнсе каларĕ Константин Геннадиевич. Çакна хальлĕхе пур çĕрте та туман-ха. «Ĕçе кăçал вĕçлемелле», –тесе тĕллев лартрĕ чăваш центрĕсен председателĕсен умĕнче пуçлăх. ТР ЧНКА представителĕсем республикăри кашни чăваш ялĕнче пулмалла.
Автономи Уставĕ тăрăх кăçал отчетпа суйлав конференцине ирттермелле. Пухăннисем ăна октябрĕн 27-мĕшĕнче Хусанти «Казань» НКЦ залĕнче ирттерме йышăнчĕç. Ларăва районсенчен миçешер делегат килессине те сӳтсе яврĕç ертӳçĕсем. Тĕнчере финанс кризисĕ хуçаланнине те манмалла мар, çавăнпа та вĕсен шучĕ пурĕ 250 çынран иртмĕ.
 
: 986, Хаçат: 39 (821)

Комментарисем:

Atner Jmansem (2009-10-11 21:07:41):
Тел пулассе усси сахал.Шкулсенче петем предмета чавашла верентесси синчен ыйту хускатмалла.Авалхи йалапа палла вырансене юман йывасе лартмалла.Аксубайра чавашсем ачисене чавашла калассан хенессе тет.Мана ачисем хайсем -каласа пачес.Халаха хайен историне каласа памалла.Сак япаласене никам та анланакан сук.Вырас пусмаре синчен уссан каламаллв.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: