Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанти Суворов училищинче çирĕп команда янраса кайсанах стройри тĕрлĕ çулти 700 ытла çын тӳп-тӳрĕ тăма васкарĕ. Çамрăк курсантсем çине пăхса кашни хăйĕн яшлăхне аса илчĕ-тĕр çав самантра. Ара, темиçе çул каялла шăп çав курсантсен вырăнĕнче сывламасăр тенĕ пек хăйсем тăнă-çке.
Вут-çулăмлă вăрçă çулĕнче (1944) уçăлнă Хусанти Суворов училищи пин-пин арçын ачана пурнăç çулне кăларнă. Чăн та, вĕсем пурте çар профессине суйламан, анчах шанатăп: суворовец пулни пулăшнах. Училищĕн паян хăйĕн выпускникĕсемпе мăнаçланмалăх та пур: 37-шĕ генерал, 50-шĕ наукăн докторĕпе кандидачĕ, 9-шĕ Совет Союзĕн, Раççей Геройĕ ятне тивĕçнĕ.
65 çул историшĕн нумай вăхăт мар, апла пулин те вăл 1000 çулхи Хусанăн мăнаçлăхĕ. Суворов училищи пирĕн республикăра яланах пысăк вырăн йышăннă, йышăнать те. Юбилея 58 кăларăмăн 700 выпускникĕ килни, вĕсен йышĕнче пĕрремĕш выпускниксем те пулни уйрăмах хумхантарать. 8-мĕш теçетке улăштарнă пулин те вĕсем чунра 17 çулти суворовецсемех, халĕ те плац тăрăх çамрăк курсантсенчен кая мар шаплатса утма мехел çитерчĕç.
– Мана, Сталинград патĕнче аманнă офицера, кунта училище уçăличченех, 1944 çулхи июнь уйăхĕнчех янăччĕ. Ун чухне училищĕн пĕрремĕш начальникĕ те килменччĕ-ха,– иртнине аса илет училищĕн пĕрремĕш офицер-воспитателĕс енчен пĕри пулнă отставкăри майор А.Осипов. – Пĕр тăван шăллăм Петя пирвайхи кунранах вĕренме тытăнчĕ. Училищĕре пит нумаях ĕçлемесен те вăл маншăн ют мар. Эпир шăллăмпа иксĕмĕр пĕр юбилейран та юлман. Ноябрĕн 7- мĕшĕнчен Ирĕклĕх тӳремĕнче училище ялавне панине паянхи пекех астăватăп,– мăнаçланса пĕлтерчĕ ветеран. Çапла, кашнин аса илмелли пур кунта, ара пурне те тăван училище çыхăнтарать-çке.
Çакăн пек пысăк мероприятие сумлă хăнасем те сахаллăн килменччĕ. РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тыл начальникĕн пĕрремĕш çумĕ, генерал-лейтенант С.Жиров, штаб начальникĕ – Атăлçи-Урал çар округĕнчи çарсен командующийĕн пĕрремĕш çумĕ, Хусанти Суворов училищин выпускникĕ В.Чиркин, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А.Гусев, ТР вĕрентӳпе наука министрĕ А.Гильмутдинов, ТР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Р.Гильманов, Хусан гарнизонĕн начальникĕ В.Миронченко, Полтава хулин мэрĕ, Хусанти Суворов училищин выпускникĕ А.Матковский, Хусан хулин Вахитов районĕн администраци пуçлăхĕ Р.Шакиров тата ыттисем те.
Вĕсем Хусанти Суворов училищи Раççейре чи лайăххи пулнине, çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлӳ пани çеç мар, çĕршывăн патриочĕсем пулма вĕрентнине палăртрĕç. ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Александр Гусев училищĕн ертӳçисемпе вĕрентекенĕсене республика ертӳçисен ятĕнчен тав турĕ. ТР Президенчĕн Указĕпе вĕрентӳри çитĕнӳсемшĕн тата çамрăк ăрăва воспитани парассинче нумай çул тăрăшнăшăн темиçе вĕрентекене «ТР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Училищĕн пултаруллă ĕçченĕсене вара медальпе, Хисеп паллипе, Тав çырăвĕпе, Хисеп хучĕпе чысларĕç.
65 çул тĕлне курсантсем хăйсем те сахал мар хатĕрленнĕччĕ, вĕсем çар наукин хăнăхăвĕсемсĕр пуçне лайăх юрлама, чипер пикесемпе хитрен вальс çаврăнма пĕлнине те кăтартрĕç. Суворовецăн пур енĕпе те маттур пулмалла-тăр çав. Кунта пухнă пĕлӳпе хăнăхусем ĕмĕрлĕхе пулни выпускниксем плац тăрăх курсантсенчен пĕрре те кая мар утнине курнă хыççăн никамăн та иккĕленӳ юлмарĕ-тĕр.
 
: 1101, Хаçат: 39 (821)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: