Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Абрикос, груша, виноград, арбуз, дыня... Çак çимĕçсем кăнтăрта кăна ӳсеççĕ тесе шутлатăр пулсан, ĕнентерсех калатăп – йăнăшатăр. Пыл пек пылак, алă тупанне вырнаçман грушăсене хам куçпа курман, тутанса пăхман пулсан Çĕпрел тăрăхĕнче, çитменнине тата улма-çырла сачĕ сайра тĕл пулакан Матак ялĕнчех ӳстерме пулать тесе эпĕ те ĕненместĕм.
– Пысăк сад пахчи ӳстерес ĕмĕт манăн ача чухнех пулнă. Авланичченех пĕрремĕш улмуççисене лартрăм та ку ĕçпе «чирлесех» кайрăм. Ăçта кайсан та улма йывăç хунавĕ туянмасăр таврăнман эпĕ. Улма-çырла тĕмĕсене мĕнле пăхмаллине кĕнеке-журналтан, тĕрлĕ тăрăхри ăста пахчаçăсенчен ыйтса вĕрентĕм, хăшне-пĕрне хам ăнкартăм, – пĕлтерет Матак ялĕнче пурăнакан В.Петрянкин.
Вĕсен сад пахчинче ӳсекен улмуççисен шучĕ те çук халĕ. Кунсăр пуçне пахчара слива, ку тăрăхра пачах тĕл пулман хура хăмла çырли, шултра груша ӳсет. Чăн та, абрикос çеç çимĕç парайман-ха хальлĕхе – тĕмĕ çамрăк. Çапах та çемье çитес çул унран та пĕрремĕш тухăç кĕтет.
– Виноград ӳстерме кăна пĕлеймерĕмĕр – çырлисем вакă пулчĕç. Арбузпа дыня вара пирĕн пахчасенче те аван ӳсет. Кăнтăрти пекех пысăк çитĕнеймесен те техĕмĕпе пĕрре те кая мар, – тăсăлать малалла калаçу.
Чăн та, Петрянкинсем пахча çимĕçрен ытла улма-çырла ĕрчетессипе интересленеççĕ-ха, çапах та мĕнпур пахча çимĕçе лайăх сортлине кăна лартаççĕ. Çавăнпа вĕсен пахчи ялта чи малтан çеçке çурать те.
Çак пулăма лайăх сортпа кăна çыхăнтарни тĕрĕс пулмĕччĕ, çемье ӳркевлĕ мар – акă мĕнре сăлтав. Вĕсем пахча ĕçне юр кайсанах пуçăнаççĕ те юр ларсан кăна пăрахаççĕ.
– Çуллана эпир сиссе те юлаймастпăр,– текелеççĕ вĕсем кун пирки. Мĕншĕн тесен пахча вĕсен пĕртен-пĕр чун киленĕвĕ мар, утар та пур, сад пахчинче 43 вĕлле çемйи.
Сад пахчине ĕрчетнинче ытларах Виталий вăй хунă пулсан, вĕлле – мăшăрĕн Александрăн, ялти пек каласан Санюкăн тăрăшулăхĕ.
– Чăваш Енри Шăмăршă районне кĕрекен Пăчăрлă Пашьел ялне 15 çул каялла кайсан пĕр çуртăн пахчинче вĕлле ларнине куртăмăр. Эх, ытла илемлĕччĕ вĕсен пахчи. Витали, атя-ха эпир те пĕр çемье те пулин илер тетĕп. Мăшăрăм килĕшрĕ. Вăл вĕлле ĕрчетме тахçанах ĕмĕтленнĕ иккен. Вăт унтанпа çемье хыççăн çемье ĕрчерĕ, – каласа парать кил хуçи арăмĕ. Çулсерен вĕлле хурчĕсем хăçан тата миçе çемье уйрăлса пынине хут çинех çырса пырать-мĕн вăл. Вăхăтĕнче, пĕр сезонра, 26 çемье уйрăлса тухни те пулнă. Паллах, вĕлле хурчĕсемшĕн хĕрӳ вăхăтра кулăшла самантсемсĕр мар, пĕррехинче, тĕслĕхрен, çемье уйрăлса тухнă та шалча çинчи шăнкăрч йăвине кĕрсе ларнă. Чикмек хурса вĕлле хурчĕсене аран тытса ĕлкĕрнĕ хуçисем. Санюк аппа вĕлле хуртне çеç мар, мĕнпур выльăхăн чĕлхине пĕлет тейĕн. Вăл – хăй тĕллĕн вĕреннĕ ветеринар. Çавăнпа килти выльăх чирлесен выльăх тухтăрĕ шырамасть, хăех сиплет.
Çапах та Петрянкинсене тавра ял пахчаçă, утарçă пек мар, ăста платник-столяр пек пĕлет. Çавăнпа Виталий килте сайра-хутра, çулла уйрăмах, пулкалать. Ыттисем пек вăрăм укçана Мускава кайма кирлĕ мар ăна, ун валли кунтах, хамăр таврарах ĕç пур. Ара, В.Петрянкинăн бригади таврара çурт лартман пĕр ял та çук вĕт.
– Салтакран таврăнсан колхозран КамАЗа командировкăна янăччĕ,– платник ĕçне мĕнле пуçăннине аса илет Петрянкин-асли. – Заводăн пĕр цехне ĕçе вырнаçнăччĕ ĕнтĕ. Ĕçе тытăниччен яла килтĕм. Шăп çав вăхăтра ялти платниксем Киров облаçне шабаша çӳретчĕç. Пĕр бригадăра çын çитменнипе мана чĕнчĕç. Килĕшрĕм. Алла пуртă питех тытса курманскере мана йывăрччĕ, апла пулин те чăтрăм. Хăшĕ-пĕри пăрахса килчĕç. Çавăн чух 3000 тенке яхăн укçа илсе килтĕм. 30 çул каялла вăл калама çук пысăк укçаччĕ. Пĕрре кайса çапла тупăшпа килнипе-ши, мана ялти ăста платник Веркес (В.Волков) хăй ушкăнне илчĕ кăна мар, платник-столяр ăсталăхне тата кăмака тума вĕрентрĕ.
Çав вăхăтранпа Виталий Петрянкин пураласа лартнă çуртсене пĕр вырăна пухас пулсан, тем пысăкăш ял ӳссе ларнă пулĕччĕ. Халĕ ĕнтĕ Виталин кил-çуртра тума пĕлмен ĕçĕ çук: «Кафель çыпăçтарма кăна пĕлместĕп», – текелет кун пирки хăй. Платник бригадине ертсе пырать, пултаруллă çамрăксене хăй тавра пуçтарать. Ушкăнра унăн ĕçне малалла тăсакан ывăлĕ Вова та пур. Тĕрĕссипе, Вова кĕçĕн шăллĕпе, Димăпа, танлаштарсан, мĕн пĕчĕкрен пăта çапма, савапа ăста ĕçлеме пĕлнĕ, шăнкăрч, кролик йăвисене ăсталанă.
Сăмах май, Петрянкинсен ачисем те хăйсем пекех ĕçчен. Урам тăрăх ĕçсĕр çапкаланса çӳрени пулман. Анжела Кивĕ Çĕпрелĕнче çемйипе пурăнать. Дима Свердлов облаçĕнче контрактпа хĕсметре. Снежана Мускавра тăрăшать. Ялта аслă ывăлĕ Вова çеç тĕпленнĕ, апла пулин те çамрăк асатте-асаннене, кукамипе кукаçие кичемленсе ларма вăхăт çук. Пĕчĕк мăнукĕсем Никăпа Олеся час-часах хăнана килеççĕ.
Хальлĕхе йăха, платник-столяр ăсталăхне малалла тăсакан арçын ача мăнук çуралайман-ха вĕсен, çапах та улма-çырла садне пăхма пулăшакан пурах. Ĕçчен çын иртнипе мар, малашлăхпа пурăнма хăнăхнă. Петрянкинсен те акă ĕмĕчĕсем пысăк. Пĕрремĕшĕнчен, сад пахчине тата пысăклатса унта хальччен ку тăрăхра сайра ӳсекен е пачах ӳсмен йывăçсем лартасшăн. Кăçал, тĕслĕхрен, пахча çумĕпе юхакан çырма хĕррипе çăка йывăçĕ лартнă. Ял çыннисене сад пахчи лартма пулăшма та хирĕç мар вĕсем. – Мĕнпур ĕçе кăмăлпа пурнăçламалла, унсăрăн ăнасса ан шутла,– ăс парать çамрăксене мăшăр.
 
: 1324, Хаçат: 38 (820), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: