Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен суту-илӳ вăхăчĕ çитрĕ! Сентябрĕн 19-мĕшĕнче хуласенче ярмăркка пуçланать.
Хула çыннисене чи интереслентерекен ыйтăва пуçламăшĕнченех çырса кăтартар-ха. Ку, паллах, хăш пасарта хăш район таварĕ сутăнасси.
Авиастроительнăй районĕнчи «Караваево» суту-илӳ комплексĕн территорине Çӳлту тата Пĕтреç районĕсем хапăл туса килеççĕ.
Вахитов районĕн Чехов пасарĕнче Арск, Саба тата Тюлячи районĕсем хăйсен таварĕсене сĕнĕç.
Киров районĕнче кăçал та икĕ çĕрте ярмăркка иртет: К.Цеткин урамĕн тӳремĕнче тата «Ягодная слобода» суту-илӳ комплексĕ умĕнче. Кунта Теччĕ, Камско-Устьински районĕсем тата Тутарстан пахча çимĕç промышленноçĕн таварĕсемпе паллашма, сутăн илме пулать.
Мускав районĕн Мускав пасарне яланхи пекех Çĕпрел, Балтаси, Мамадыш тата Пăва районĕсем мухтанма килеççĕ. Мухтанмалăх таварĕ те çук мар.
Çĕнĕ Савиново районне Тури Услон, Кукмор районĕсенчен тата Татпотребсоюзран Адоратски урамĕн 65-мĕш тата 21-мĕш çурчĕсен тӳремĕсене килсе çитеççĕ.
Атăлçи районне вара Лайăшпа Аксу районĕсем çитĕç. Вĕсен таварне туянма «Чулпан» Культура центрĕн тата «Проспект» суту-илӳ комплексĕн территорийĕ патне пыма тӳр килет.
Советски районĕнчи «Дерби» суту-илӳ ретĕнче (Липатов урамĕ) тата «Галс» пасарĕнче (Закиев урамĕ) Алексеевски, Апас, Атня, Рыбно-Слободски районĕсен таварĕсемпе «пуйма» пулать.
Ярмăрккана пыракансем тĕрлĕрен пахча çимĕç, аш-какай, сĕт-çу, çăкăр-булка, кондитер продукцийĕсене тата çаплах йывăçран, тимĕртен ăсталанă, çĕленĕ япаласем суйласа илме пултараççĕ. Çитменнине тата ярмăркка кунĕ хаксем те пасартинчен самаях йӳнĕ пулаççĕ. Канакансене чаплă концертсем лартса савăнтарĕç. Шашлыксем тăвĕç, тутлă кукăльсемпе сăйлĕç.
Тата çакна шута илмелле, сутакансемшĕн ярмăркка кунĕсенче суту-илӳ вырăнĕсем тӳлевсĕр пулаççĕ.
Ярмăркка октябрĕн 17-мĕшĕччен, кашни шăматкунпа вырсарникун, иртет. Кам пĕлет, тен, пĕлтĕрхи пек халăх ыйтнипе юр ӳкичченех тăсăлĕ?
Хула çыннисем вара михĕсемпе ещĕксене хатĕр çеç тытмалла. Нӳхреп пулсан тата та аван. Урăхла каласан, хĕл вăрăм.
Сăмах май, пахчаçăсем валли питомниксенчен мĕнле кăна калчасем пулмаççĕ-ши? Выльăх-чĕрлĕхсем тата... Вĕсене çитермешкĕн тыррине, фуражне те яланхи пекех манса хăвармĕç.
 
: 1037, Хаçат: 38 (820)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: