Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.11.2018 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 771 - 773 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Паян эпĕ тахçантанпах (пĕлтĕр мăшăрпа çĕр улми кăларма килнĕччĕ) пулман тăван ялăма Чăваш Ялтанне таврăнатăп. Ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл машинăран анса аслă çулпа яла утса кĕретĕп. Пĕрремĕш урам – Тутар урамĕ. Кунта ялти Культура çурчĕ тата вăтам шкул мăнаçлăн курăнса лараççĕ, иртен-çӳрене канма, вĕренме йыхăраççĕ. Шкул умĕпе иртсе тутарсем Чул кĕпер, чăвашсем –Якку кĕперĕ текен кĕперпе Кĕçĕн Çарăмсан урлă каçса Чăваш урамне (хут çинче Заречная теççĕ) анатăп. Йĕркипе ларакан ишĕлнĕ, ваннă, вĕлтĕрен-мăян пуснă çуртсен умĕнчен иртнĕ чух чĕре сӳлетсе ыратса каять. Бочкаревсем, Кашинсем, Трофимовсем, Тарасовсем мĕнле чаплă çуртсем туса хăпартнăччĕ?! Акă кĕçех кăвак, сарă тата хĕрлĕ сăрăпа сăрланă, шифер витнĕ тăван килĕм, атте-анне килĕ асамат кĕперĕ пек курăнса каять. Кӳршĕ Толстовсем, Романовсем, Першинсем, Емельяновсем, хирĕç Сидоровсем, Капитоновсем, Егоровсем ашшĕ-амăш килне сӳнме паманни чĕремшĕн, чунăмшăн сиплĕ эмел пулчĕ.
Пирĕн пӳрт умĕнче сип-симĕс курăк ешерет. Урам енчи виçĕ чӳречерен хитре чӳрече каррисем курăнса куçа илĕртеççĕ. Тимĕр хапха алăкне хуллен уçса картишне кĕрсе тăтăм. Гараж уçă, Куля шăллăмăн унта тăракан кăвак урхамахĕ курăнмасть, таçта кайнă пулинех… Калай витнĕ мунча çумнех çуллахи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхе апат пĕçерсе пама лаç тунă. Кăшт леререх пысăк, вăрăм вите. Каламалли те çук, шăллăм выльăх нумай тытать: ĕне-выльăх кăна пилĕк пуç та…
Пушмака хывса пӳрте кĕтĕм. Килте шăллăмăн Сашукпа Алюш ывăлĕсем кăна иккен. Вĕсем мана курсан хĕпĕртерĕç: пĕри чей лартма васкарĕ, тепри тапăчки кӳрсе пачĕ. Аслисем çинчен ыйтсан шăллăм арăмне илме Ишельелне кайни çинчен, атте пулă тытма тухни çинчен пĕлтĕм. Анне сывă пулсан унпа шăкăл-шăкăл калаçса ял хыпарĕсене ыйтса пĕлнĕ пулăттăм-ха, çук çав, упраймарăмăр хаклă çыннăмăра…
Ачасемпе калаçса ларнă вăхăтра алăк уçăлчĕ те пӳрте аттепе пĕр тăван аппăшĕ Маякка кĕрсе тăчĕ. Сакăр вун пĕррери ырă тăванăма савăннипе ыталаса илтĕм, хăлхи илтменнипе хыттăн калаçа-калаçа кун-çулĕ çинчен ыйтма тапратрăм кăна – атте пулăран таврăнчĕ. Пулăç хăйĕн ăнăçăвĕ çинчен халап юптарма пуçларĕ çеç – Куля шăллăмпа Галя кинĕмĕр çитрĕç. Халăхпа, шăв-шавпа атте-анне çурчĕ çуталса кайнăн туйăнчĕ. Вашават кин пире кăнтăрлахи апатпа сăйларĕ те ĕçне, лавккана васкарĕ. Куля шăллăм ял хутлăхне ĕçпе тухса кайрĕ, вăл депутат. Сашукпа Алюш урамалла чупрĕç. Пӳртре эпир Маяккапа иксĕмĕрех юлтăмăр, тахçанччен лартăмăр вара пуплесе. Сăмахăмăр ытларах çемье çинчен пулчĕ. Çĕнĕ хыпарсене те сӳтсе яврăмăр, тăван чĕлхе çинчен те калаçрăмăр.
 
: 1728, Хаçат: 37 (819), Категори: Çырусен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: