Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2006 çултанпа Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи драма теарĕпе Мускаври Пĕчĕк театрăн пĕр тапхăр татăлнă туслăхĕ çĕнĕрен вăй илчĕ. Çакă камаловецсен 100 çулхи юбилейĕпе çыхăннă, ТР Правительстви пысăк уявпа театр ĕçченĕсене Мускава гастрольсене кайса килме укçа уйăрнă. Çавăн чухне Тутарстан артисчĕсене Пĕчĕк театр сцени çинче питĕ тарават йышăннă, тутарстансем парăмра юлас темен – мускавсене Хусана чĕннĕ, Г.Камал сцени çине. Шăп çав çул Малый театр хăйне май акци ирттернĕ: тĕп хулари театр – Раççейĕн аякри кĕтесĕсене. Çапла Хусан Раççей кĕтесĕсенчен пĕри пулса тăнă…
Кăçал мускавсем 254-мĕш театр сезонне Хусанта пуçлаççĕ темелле. Килме те темĕнле акцие пăхăнса мар, ятарласа Хусана тухса килеççĕ. Хальхинче те гастрольсем ăнăçлă иртсен малашне икĕ театр пĕрмай çакăн пек ылмашăнасшăн. Камаловецсем Санкт-Петербургпа пĕр танах Пĕчĕк театр премьерисемпе хусансене паллаштарасшăн. Пĕчĕк театр куракансемпе таса, уçă çыхăнусем тытасшăн. Çавăнпах декорацисене, реквизита пĕтĕмпех кӳрсе килеççĕ, çинех тата Г.Камал сцени калăпăшĕпе Пĕчĕк театрăнни пекех. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче театр гастролĕсем Н.В.Гоголĕн «Ревизор» спектаклĕпе уçăлаççĕ.
Гастрольсем пуçланас умĕн Хусанти журналистсемпе асăннă театрăн режиссерĕсем В.Н.Ивановпа В.М.Бейлис тĕл пулчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен театр репертуарĕ çинчен, экономика кризисĕ пынă вăхăтра та икĕ пысăк зала (пĕтĕмпе 1800 вырăн) куракансемпе тултарнин тупсăмне каласа пачĕç. Театрăн илемлĕх ертӳçин Ю.М.Соломинăн хушăвĕпе спектакль пăхма билет туянакан студента тепĕр билетне тӳлевсĕрех параççĕ иккен. Çемйипе театра тухакансене те хавхалантараççĕ: упăшкипе арăмĕ билет илсен ачине тӳлевсĕрех кĕртеççĕ. Репертуарта вара пурте шкулти учебниксенчен пĕлекен А.Островский, Н.Гоголь, А.Чехов, Д.Фонвизин, А.Грибоедов тата ытти классик-драматургсе н пьесисем тăрăх лартнă спектакльсем. Вĕсене те пĕчĕккисем «паянхи куçпа», «çĕнĕлле» лартмаççĕ, автор сăмахне, шухăшне пĕр улăштармасăр куракан патне çитерме ăнтăлаççĕ. Бейлиспа Иванов пĕр саслăн çапла каларĕç: «Пĕчĕк театр – чи малтанах автор театрĕ, унтан – актер театрĕ, вара тин режиссерăн».
Пĕчĕк театр ăçалхи гастрольсене Хусана çичĕ спектакль илсе килет, вун икĕ кун пулаççĕ вĕсем пирĕн патра, сентябрĕн 17-мĕшĕнчен 28-мĕшĕччен. Çак вăхăтра ыр кăмăллăх акцине ирттерме те ĕлкĕреççĕ: сентябрĕн 26-мĕшĕнче А.Н. Островский пьеси тăрăх лартнă «Правда – хорошо, а счастье – лучше» спектакле нумай ачаллă, çителĕксĕр тупăш илекен çемьесенчи ачасене тӳлевсĕрех кăтаратаççĕ. Гастрольсем вара сентябрĕн 28-мĕшĕнче «На всякого мудреца довольно простоты» спектакльпе вĕçленеççĕ.
Пĕчĕк театр труппинчи актерсем киносенче те нумай ӳкерĕнеççĕ, чылайăшне куракансем тахçантанпах пĕлеççĕ, юратаççĕ: Ю.Соломин, Э.Марцевич, Б.Невзоров, И.Муравьева, А.Потапов тата ыттисем. Халĕ хусансен вĕсемпе тĕл пулма май пур.
 
: 1065, Хаçат: 37 (819)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: