Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Социаллă ипотека программи еплерех пурнăçланса пыни пирки ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Т.М.Абдуллин каласа пачĕ.
– Пур йывăрлăхсене пăхмасăр Тутарстанри социаллă ипотека программи пекки хальлĕхе урăх нихăш регионра та çук-ха, – тесе пуçларĕ сăмахне Талгат Мидхатович. – Кăçал республикăра 800 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Палăртса хăвармалла: çакна пурнăçлама çав тери йывăр, анчах плана пурнăçлатпăрах. Йывăрлăхсене пула социаллă ипотека программипе тăвакан çуртсен ытларах пайне декабрь уйăхĕнче кăна хута яраятпăр. Анчах та хваттер кĕтекенсен пăшăрханма кирлĕ мар: конкурссем сентябрьтех пуçланаççĕ, туса пĕтермен çуртсенчи хваттерсемпе те. Çĕнĕлĕх те пур – халĕ конкурса хутшăнмашкăн протокола хут çине çырса тултарса Патшалăх çурт-йĕр фончĕн представительствине леçсе çӳремелле мар, çак ĕçе интернетпа та тума май пур.
Талгат Абдуллин каланă тăрăх, паянхи кун республикăри социаллă ипотека программине хутшăнакансем 13038-ăн. Шел пулин те, 19 пин ытла çынна программăран кăларнă, мĕншĕн тесен вĕсем учета тăнă чух килĕшӳре палăртнă условисене пурнăçламан. Урăхла каласан фондăн шучĕ çине пачах е уйăхсерен чи пĕчĕк ĕç укçин 50 проценчĕ чухлĕ укçа хывман. Программăна хутшăнакан 13038 çынран 10942-шĕ бюджет тытăмĕнче, 2020-шĕ предприятисенче ĕçлекенсем, 76-шĕ патшалăхран пулăшу кĕтекенсем.
Çӳлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, кăçал 800 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Çак хисепрен 200 пинĕ – ялта пурăнакан çамрăк специалистсем валли, çавăн чухлех – çамрăк çемьесем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, тăлăх ачасем, йышлă ачаллă çемьесем валли, 400 пинĕ вара черетре тăракан бюджетниксемпе предприятисен ĕçченĕсем валли. Талгат Мидхатович çирĕплетсех каларĕ: черете тăнă хыççăн виçĕ çул иртиччен хваттер илмелле текен условие Патшалăх çурт-йĕр фончĕ пурнăçлать.
Паянхи куна 258 пин тăваткал метр çурт-йĕр туса пĕтернĕ. Çак уйăхра тата 126 пин тăваткал метр хута ямалла. ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ палăртнă тăрăх, халĕ социаллă ипотека программипе хăпартакан çуртсене унчченхисенчен урăхларах тăваççĕ, монолит каркассемпе, ăшша тытакан эффективлăрах материалсемпе усă кураççĕ. Çӳллĕшпе те самай пысăкрах вĕсем 14-18 хутлă. Капăрлату стандарчĕсем те улшăннă, çуртсене çĕнĕ йышши инженери оборудованийĕпе тивĕçтереççĕ.
Т.М.Абдуллин брифингра ТР Правительствин официаллă порталĕ (www.prav.tatar.ru) çине программăна хутшăнакансенчен килнĕ ыйтусем çине те туллин хуравларĕ.
 
: 1150, Хаçат: 37 (819)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: