Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ОРЕНБУРГ ТĂРĂХĔНЧЕ
Августăн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин делегацийĕ Оренбургра пулчĕ. Ăна ЧР Президенчĕ Николай Васильевич Федоровпа мăшăрĕ Светлана Юрьевна ертсе пынă. Аэропортра хăнасене Оренбург облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Чернышев тата ыттисем кĕтсе илнĕ.
Оренбург облаçĕнчи Канашсен Çуртĕнче регионсен пуçлăхĕсем тĕл пулса малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки калаçрĕç. Алексей Чернышев Николай Федорова облаçри экономика лару-тăрăвĕпе, геополитикăпа тата социаллă сферăпа паллаштарчĕ.
Кайран Чăваш Ен делегацийĕ Оренбург облаçĕнчи бизнесменсемпе тĕл пулнă. ЧР промышленноçпа энергетика министрĕ Юрий Волошин, «Химпром» УАО генеральнăй директорĕ Сергей Кузьмин, «Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕ» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Виктор Фомиряков Оренбургри ĕçтешĕсене Чăваш Республикин вăй-халĕ çинчен каласа пачĕç, суту-илӳпе, наукăпа техника тата культура çыхăнăвĕсене çирĕплетме май пурри çинче чарăнса тăчĕç.
ЧР Президенчĕ Николай Федоров Оренбург облаçĕн кĕпĕрнаттăрне «Наци ялĕ» культура комплексĕнче чăваш кил-картишне уçма чĕннĕшĕн тав турĕ: «Кунти улшăнусем мана савăнтарчĕç те, тĕлĕнтерчĕç те. Оренбург – илемлĕ, хăтлă хула. Çакă эпĕ шутланипе тӳрре килет – çав тери пуян пулмасан та тирпейлĕ пулмаллах».
Регионсен пуçлăхĕсем малашне çыхăнусене аталантарассипе килĕшӳсем туса алă пуснă хыççăн пĕр-пĕрне парнесем пачĕç. Николай Федоров Алексей Чернышева шупăр парнеленĕ май шӳтлесе те илчĕ: «Эсир халĕ, Алексей Андреевич, чăн-чăн чăваш кнеçĕ».
Николай Васильевичпа Светлана Юрьевна «Салют, Çĕнтерӳ!» мемориал комплексĕнче пулса ĕмĕрхи çулăм патне тата икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕн А.Родимцевăн бюсчĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çакăн хыççăн А.А.Чернышев кĕпĕрнаттăрпа пĕрле Чăваш кил-картишне уçма кайрĕç. Ăна йĕркеленĕ çĕрте Оренбургри «Шурăмпуç» чăваш наципе культура организацийĕн тата унăн пуçлăхĕн Ю.М.Ермолаевăн тӳпи пысăк.
Алексей Андреевич çакна палăртрĕ: «Пирĕн облаçра пурăнакансем те, хăнана килекенсем те чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе, историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллашĕç. Чăваш çуртĕнче (ытти халăхсенни пекех этнографи музейĕ, наци библиотеки, наци апачĕсем хатĕрлекен кафе пур. Оренбург тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсен историйĕ пуян, интереслĕ. Чăвашсем пирĕн тăрăха XVIII ĕмĕрте куçма пуçланă, Вăтам Атăл тăрăхĕнчен вырăссемпе, тутарсемпе, мордвасемпе пĕрле тапранса тухнă.
Эпĕ Чăваш Енре те, Шупашкарта та пĕрре мар пулнă. Пытармасăр калатăп, ăмсанатăп чăваш халăхне – юлашки çулсенче республика куç умĕнче улшăнса пырать. Шупашкар таса, тирпейлĕ хула. Республикăри ялсене асфальтлă çул çыхăнтарать. Оренбург облаçĕнче пурăнакан чăвашсене тайма пуç, вырăнти экономикăна аталантарнă çĕрте вĕсем пысăк тӳпе кĕртеççĕ».
Оренбург облаçĕнче просветителĕмĕре И.Я.Яковлева асăнса чăваш культурин кунĕсене палăртасси йăлана кĕнĕ. Абдулино, Асекеево тата Грачевка районĕсенче тăватă шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ. Кăçал Сорочинск районĕнчи Пронькино чăваш ялĕ 300 çул тултарнине чаплăн паллă турĕç.
Журналистсемпе тĕл пулсан Н.В.Федоров курни-илтни çинчен тулли кăмăлпа каласа пачĕ: «Наци ялĕн» хуçи пурри сисĕнет – вырăнти власть. Вăл çынсене хăйĕн ачисене пăхнă пек пăхать, хула уншăн – тăван кил, тăван çĕре юратнине ĕçпе кăтартать вăл. «Наци ялĕ» – историе кĕрсе юлмалли событи, нумай нациллĕ Раççей патшалăхне çирĕплетме май паракан объект. Эсир мана Оренбурга çĕнĕ енчен кăтартрăр – чăваш енчен».
 
: 1055, Хаçат: 36 (818)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: