Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районĕнчи Емелькино шкулĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче – 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче вĕреннисем ун чухнехи çамрăк вĕрентекене В.Д.Никитина питĕ лайăх астăваççĕ. Астăваççĕ кăна мар, ырăпа аса илеççĕ. «Виталий Дмитриевич чăн-чăн педагогчĕ, пиртен çирĕп ыйтатчĕ. Унăн урокĕсене вĕренмесĕр кайни пулман. Кунсăр пуçне шкулта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерессипе ăна çитекен çукчĕ», – теççĕ çак шкулта вĕреннисем.
1978 – 1982 çулсенче тăрăшнă вăл хăй çуралса ӳснĕ ялти шкулта. Унччен ăна, Хусанти педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен тин кăна вĕренсе тухнăскере, направленипе Аксу районĕнчи Савгачево шкулне ĕçлеме янă. Икĕ çултан тăван ялне куçнă çамрăк вĕрентекен. Виталий Дмитриевич паян пысăк стажлă, ятлă педагог, анчах тăван тăрăхран самай аякра пурăнать – Крымри Симферополь хулине куçса кайни 27 çул çитнĕ ĕнтĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын кунта та тахçанах вĕренекенсен, ĕçтешĕсен, ашшĕ-амăшĕсен хисепне çĕнсе илнĕ. Халĕ вăл Симферопольти А.С.Макаренко ячĕллĕ 3-мĕш номерлĕ шкул-лицейре физика вĕрентнисĕр пуçне Крымри диплом хыççăнхи вĕрентĕвĕн республика институтĕнче те вĕрентӳ пахалăхĕн мониторингĕн методисчĕ пулса ĕçлет.
– Ĕлкĕрме йывăр пулсан та шкулта ĕçлеме пурпĕр пăрахас килмест. Ачасемсĕр тем çитмест пек туйăнать. Манăн пĕрмай вĕсене курас, шухăш-кăмăлне пĕлес, хăйсем тĕллĕн шухăшлама вĕрентес килет, – тет 33 çул шкулта ĕçлекен учитель.
Виталий Дмитриевич Симферополь хулинче паллă педагог. Вăл электротехника тата чукун çул училищисенче те ĕçленĕ, Крымри Вĕрентӳ министерствинче те кулленех тĕрлĕ программăсем хатĕрлес ĕçсене хутшăнать. Вун пилĕк çул каяллах Украина вĕрентĕвĕн отличникĕн, пилĕк çул каялла «Çулталăк вĕрентекенĕ» ячĕсене илнĕскер хăйĕн пĕлĕвне тата та анлăлатма шутланă, иккĕмĕш аслă пĕлӳ илнĕ.
– Ывăлпа пĕрле кăçал эпĕ те тепĕр диплом илтĕм, халĕ технологи, черчени, ОБЖ урокĕсене те илсе пыма пултаратăп, – каласа парать Виталий Дмитриевич.
Украина халĕ пирĕншĕн ют çĕршыв. Ют çĕрте ĕçлесе пурăнакан учительтен унти вĕрентӳ системи Раççейрипе танлаштарсан мĕнпе уйрăлса тăнине ыйтасах килчĕ.
– Тĕпрен илсен темех уйрăмлăх çук темелле. Анчах Раççейрине çитме самай аталанмалла-ха Украина вĕрентĕвĕн. Кунта сирĕн вĕрентекенсене хавхалантаракан программăсем пур, чи пултаруллисене самаях пысăк премисем параççĕ. 25 çул ĕçленĕ хыççăн ĕç укçи çумне пенси хушса тӳлеме пуçлаççĕ. Çаксем, шел пулин те, Украинăра çук. Шкулта компьютерсемпе усă курасси те Раççейрипе, Тутарстанрипе танлаштарсан çителĕклĕ аталанман. Украина Правительстви вĕрентĕве аталантарма укçа сахалтарах уйăрни куçкĕрет, – терĕ манăн ыйту çине хуравласа вĕрентекен.
Апла пулсан хамăр шкулсене хурлама кирлĕ мар. Тутарстанра компьютер класĕ çук, интернет кĕртмен шкул пур-и паян? Çук. Халĕ хулара кăна мар, ялсенче те кашни килте тенĕ пекех компьютер, интернет пур. Апла-тăк, япăх мар пурăнатпăр.
Виталий Дмитриевичăн мăшăрĕ Юлия Петровна та Аксу районĕнченех, Емелькинăпа кӳршĕллĕ Çĕмĕртлĕ ялĕнче çуралса ӳснĕ вăл. Шупашкарта вĕренсе шутлакан машинăсен операторĕн дипломне алла илсен Çĕмĕртлĕ хĕрне шăпах Симферополь хулине ĕçлеме яраççĕ. Çамрăксем пĕрлешсен çак хулара тĕпленме шутлаççĕ вара. Виталий Дмитриевичпа Юлия Петровна икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ. Светланăпа Мария аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн иккĕшĕ те Хусанта ĕçлесе пурăнаççĕ, Дмитрий кăçал Крымри инженерипе педагогика институтне пĕтернĕ.
Манăн, чăваш хаçатĕнче ĕçлекенскерĕн, паллах, Крымра тата та чăвашсем пуррипе çуккине те пĕлес килчĕ.
– Дачăри кӳршех чăваш, вăл Чăваш Республикинчен. Кăмăл туличчен чăвашла калаçатпăр вара тĕл пулсан, – терĕ Виталий Дмитриевич.
Чылай çул хушши çуралнă çĕртен аякра пурăнать пулин те Виталий Дмитриевич тăван чĕлхепе унчченхи пекех тап-таса калаçать, чăвашла калаçнă чух ун çăварĕнчен вырăсла сăмах сайра тухать. Çакна та палăртса хăвармалла: В.Д.Никитин халĕ украинла та тăван чĕлхепе калаçнă пекех шăкăртаттарса калаçать. Чĕлхе пĕлни, паллах, пăсмасть, пулăшать кăна.
Никитинсем халĕ тăван Тутарстана кашни çулах килсе çӳреме тăрăшаççĕ. Тăван çĕр тăван çĕрех çав – хăй патнех туртать. Аякри ентешĕмĕрсене пур çĕрте те ăнăçу сунас килет.
 
: 1186, Хаçат: 36 (818), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: