Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пăвара Тутарстан Республикин тата Пăва хулин çуралнă кунне уявларĕç. Хулари тĕп стадионра праçнике халалланă мероприятисем иртрĕç. Муниципаллă район пуçлăхĕ Р.Абузяров пухăннă халăха саламласа уява уçрĕ. Районăн çак куна тулли кăмăлпа кĕтсе илме пĕтĕм сăлтавĕ пур. «Шкула хатĕрленме пулăш» акци ирттерсе сахал тупăшлă çемьесенчи тата пĕрремĕш хут шкула хатĕрленекен ачасене пулăшу панă. Вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. Çур аки вĕçленсенех район ертӳçи Р.Абузяров вырма ĕçĕсене малтан вĕçлекен хуçалăхсенчи чи хастар комбайнерсене автомобильсем парнелесси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак уйăхра О.Купцов (В.Чернов ячĕллĕ агрофирма) «Волга», С.Ахмадуллин («Дружба») «ГАЗель» микроавтобус, Р.Нигматуллин («Коммуна») «ВАЗ 2107» автомобильлĕ пулса хиртен килĕсене таврăнчĕç. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе «Авангард» агрофирмăна палăртса хăварчĕç. Продукцие вырăнтах ĕçе кĕртес тĕлĕшпе кунта аш-какай комбиначĕ тума тытăннă. Строительство ĕçĕсем те кал-кал пыраççĕ. Чукун çул айĕнчен çуран каçмалли çул уçнă, Буа-Алан уçланки сарăлсах пырать, теннис корчĕ, футбол плошадки уçнă тата ытти те.
Хула куллен çĕнелет. Р.Абузяров районти хисепе тивĕçнĕ çынсене парнесемпе хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Килес 2010 çул пăвасемшĕн юбилейлă, Пăва 230, район 80 çул тултарать. Çак пысăк уяв тĕлне района тирпей кĕртес тĕлĕшпе «Пăва – чечекленекен хула» акци пырать.
Чечек – ырă пурнăç илемĕ теççĕ. Районта нумай çул ĕнтĕ чечек уявĕ ирттереççĕ. Кăçал çак уяв Республика кунĕпе тĕл килчĕ. Унта ятарлă жюри тишкерсе организаци территорийĕсене чечексем акса капăрлатнине, ялсенчи кил-хуçалăх таврашне илемлетессине, чечексенчен ăсталанă ӳкерчĕксене хаклать тата чечексен королевине суйласа илет. Производствăлла организацисен территорине илемлетес ăмăртура 1-мĕш вырăна Пăвари машинăсем тăвакан завод йышăнчĕ, 2-мĕш – лицей-интернат, 3-мĕш – Пăвари драма театрĕ.
Машинăсем тăвакан завод территорийĕ чăнах та чечек ăшне путнă. Кунта тăрăшакан кашни уйрăмăн, цехăн хăйĕн çĕр лаптăкĕ пур. Заводра туса кăларнă культиваторсемпе сеялкăсем чечек клумбисем хушшинче лараççĕ. «Ĕçе тĕрлĕ кăмăлпа килме пулать, анчах завод картишне кĕрсе чечексене курсанах чун савăнать. Пирĕн клумбăсем юр кайса çĕр типсен тытăнаççĕ те тепре юр çăвичченех тĕрлĕ çеçкисемпе куçа илĕртсе лараççĕ. 60 тĕслĕ чечек ӳсет пирĕн патра. Вăрлăхĕсене те хамăр пуçтарса хатĕрлетпĕр, питомникрен те туянатпăр, килес çул рассада акса ӳстерме теплица тăвасшăн. Эпир яланах шыравра, çĕнĕрен çĕнĕ сортсем акатпăр, тĕссен килĕшĕвĕшĕн кăçал газон курăкĕ акрăмăр. Паллах, пире пирĕн директор А.А.Никифоров хавхалантарса тăрать. Вăл завода ертсе пыма тытăннăранпа чечек ӳстересси йăлана кĕчĕ», – теççĕ завод ĕçченĕсем Л.Телегинăпа Ф.Сибгатуллина. Картинăсен куравĕнчи композицие ăсталама Любăпа Флерăсăр пуçне техника уйрăмĕнчи сакăр çын тата И.Фоминапа Л.Каширина хутшăннă. Заводри поэт Р.Ганеев уява халалласа сăвă çырнă. Çак композици умĕнче халăх уйрăмах йышлă кĕпĕрленчĕ.
Хулари çуртсен умĕсене капăрлатас конкурсра Г.Шакурова, Г.Камалова, А.Гаязова, В.Муллина призлă вырăнсем йышăнчĕç. Ялсенчи хуçалăхсем хушшинче И.Валиуллина (Кĕçĕн Пăва), Тинкешри çв. Маргарита ячĕллĕ чиркĕвĕн территорийĕ (протоиерейĕ С.Раевский), З.Шарипова (Кĕçĕн Пăва), О.Киргизова (Тинкеш) çĕнтерчĕç. Чечексенчен ăсталанă ӳкерчĕксен конкурсĕнче I вырăна Пăвари драма театрĕн ĕçĕ, II – 83-мĕш номерлĕ профтехучилище, III вырăна 2-мĕш номерлĕ лицей çĕнсе илчĕç. Чечексен королеви (Хризантема чечекĕллĕ кĕпе) иккĕмĕш номерлĕ шкулти Э.Козырева пулса тăчĕ.
Çапла, чечек те пĕр вăхăта анчах килет. Çу кунĕсем унта-кунта чупкаласах сисĕнмесĕр иртсе каяççĕ. Пахчара çеçке саракан чечексемпе те ирĕклĕн киленсе юлаймастпăр. Чечек уявне йĕркелекенсем çакна шута илсе, çăвăн юлашки кунĕсенче çут çанталăкăн чăн черченкĕ, чăн илемлĕ произведенийĕсемпе куç тулли савăнса юлма йĕркеленĕ пек туйăнать. Çав вăхăтрах сцена çинче уяв юрри-ташши янăрарĕ, спорт вăййисем иртрĕç, ĕлĕкхи ретро автомобильсен куравĕпе парачĕ те хăйне евĕрлĕ пĕр илем пулчĕ. Уяв ăнчĕ. Пăва енчи халăх тыр-пул туса илессинче кăна мар, илемлĕх тĕнчине те кар тăрса хутшăнни пурне те савăнтарчĕ.
 
: 1055, Хаçат: 36 (818)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: