«Эй, Аслă Кĕлĕ çырлах! Сана çичлĕ тырă-пулăшăн пуççапатпăр. Кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пултăр. Акнă чухне ултă сӳрепеле сӳрелеме пар, пилĕк тиха хыççăн выляса пытăр. Пура тулли тăтăр, илнĕ çĕрте ан иксĕлтĕр, панă çĕрте ан палăртăр. Пĕр пĕрчĕ вырăнне пин пĕрчĕ хутшăнтăр, аминь, çырлах! Кама тивмен, ху валеçсе пар. Эпир пĕлместпĕр, ачана-пăчана чар, тĕрĕс-тĕкел усра. Çырлах, аминь, çырлах».
Çак сăмахсене авалхи йăлапа (сĕтеле урай варрине лартса тата ун çине чашкăпа юсман лартса) куç чирĕнчен каланă.
Лайăшри суккăр тата начар куракан ачасен шкулĕнче вĕренекен шăпăрлансене курсан шăп çак йĕркесене калас килет те. Чăваш ачисем те сахал мар кунта.
Теччĕ районĕнчи Йӳккел ялĕн каччи Илья Мавринпа çывăхрах паллашар-ха. Вăл çак шкула 7-мĕш класа кайнă чухне килнĕ.
– Илья, эсĕ халиччен ăçта вĕреннĕ? Шкула çӳренĕ-и? – ыйтрăм эпĕ унран.
– 6-мĕш класа çитиччен хамăр ял шкулĕнчех пĕлӳ илнĕ. Пĕлӳ илнĕ тени, тен, тĕрĕсех мар та пуль? Мĕншĕн тесен эпĕ урокра итлесе çеç ларнă, çырма, вулама пĕлмен, пултарайман та, – каласа парать Йӳккел каччи.
– Мĕншĕн вара маларах килмен? Май пулман-и? Е шкул çинчен пĕлмен те-и?
– Илтнĕ те, пĕлнĕ те, анчах та вы- рăсла пĕлменни пĕтернĕ.
– Унтан вара мĕнлерех килме шутларăр?
– Пĕрремĕш çул, 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне, вырсарникунсенче яла кайса çӳреттĕмччĕ. Çапла вĕренсе пырса, халĕ кунтах пурăнатăп ĕнтĕ.
– Вĕренме йывăр мар-и? Кӳрентермеççĕ-и?
– Кӳрентермеççĕ. Кунти вĕрентекенсем питĕ лайăх çынсем. Уйрăмах чăвашсем нумай пулнипе пирĕнпе вĕсем чăвашла калаçаççĕ, кирлĕ чухне пулăшаççĕ. Вĕренесси вара маншăн пĕрремĕш вырăнта. Манăн кĕнекесем вулас килет. Кунта мĕн чухлĕ пуррине пурне те вуласа тухнă темелле. Чăвашлисене те вулама чун туртать те, вĕсене тупма çук теççĕ. Чăваш Енри Кӳкеçри интернатра пур тенине илтнĕ, анчах та ...
– Илья, ку ыйтăва пама аван та мар та, çапах та, эсĕ çуралнăранпах курмастăн-и?
– Çуралма эпĕ тĕрĕс-тĕкелех çуралнă, анчах та пĕчĕк чухне чирленĕ хыççăн инвалида тухнă.
– Тухтăрсен айăпĕ апла?
– Çапла темелле пуль.
– Илья шкул пĕтерсен малашне ăçта кайма шутлатăн?
– Манăн питĕ юрист пулас килет, анчах та унта кĕме çăмăл мар теççĕ. Унта кĕреймесен вара Ульяновск хулине кайса массажиста вĕренме шутлатăп.
Çапла, Ильян тата пĕр çул çеç вĕренмелли юлнă. Çавăнпа та малашнехи пурнăç çинчен паянах шутламалла, паллах.
Тен кĕлли те пулăшĕ.
![]() |