Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КОСМОСА-И? ТАРХАСШĂН
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Хусанти Вахитов районĕнче «Транс-Форс» мультимедиа комплексĕ уçăлать. Унăн тытăмне хулари пĕртен-пĕр планетари те кĕрет. «Мультимедиа комплексне çĕнĕ компьютер технологийĕсен никĕсĕ çинче тунă. Çак инновациллĕ проект вĕрентӳ программисене ирттермелли тата ача-пăчапа, çемьепе пĕрле канмалли вырăн пулĕ», – каласа парать Хусан муниципаллă йĕркеленĕвĕн Ĕçтăвкомĕн Культура управленийĕн начальникĕ Д.Камалеева. Комплекса уçнă кун унта ачасем валли чăн-чăн уяв ирттереççĕ, компьютер технологийĕсем пулăшнипе вĕсем Санкт-Петербургра та, Нью-Йоркра та, космосра та пулса курайĕç.
ÇАМРĂКСЕН ЕРТӲÇИСЕМ ÇӲЛЕЛЛЕ ĂНТĂЛАÇÇĔ
Ача-пăча тата çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсен 18-30 çулти ертӳçисем Тутарстанăн Çамрăксен правительствин членĕ пулма ирĕк çĕнсе илмешкĕн «Вверх!» конкурса хутшăнма пултараççĕ. Конкурс икĕ тапхăрпа иртет. Августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 11-мĕшĕччен конкурса хутшăнас текенсенчен заявка йышăнаççĕ. Çак тапхăртах экспертсем çамрăк лидерсен ораторла ăсталăхне, креативлă тата хутшăну пултарулăхне, йĕркелӳпе ертсе пыраслăхне, патшалăх управленийĕпе çыхăннă пĕлĕвне хаклаççĕ. Конкурсантсен жюри валли «Эпĕ тата манăн пурнăçри кредо» видеоролик тата портфолио хатĕрлемелле, «Хальхи çамрăксем тата ĕç тăвакан власть органĕсем: хутшăнусен проблеми, вĕсене татса парас çулсем» ятлă статья çырмалла. Конкурсăн кăткăс тапхăрĕсем витĕр тухайнисем кайран пĕр кунлăха чăн-чăн министрсен креслисем çине те ларса пăхайĕç. Конкурсăн учредителĕсем – ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви, ТР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен обществăлла палати тата унăн Ресурс центрĕ, ТР Пултаруллă çамрăксен академийĕ. Конкурс пирки тĕплĕнрех www.mdmst.tatar.ru сайтран пĕлме пулать.
ЕРТӲÇИ ТУТАРСТАНРАН
Тутарстанăн ача-пăча юхăмĕн активисчĕсемпе лидерĕсем Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче августăн 8-мĕшĕнчен сентябрĕн 1-мĕшĕччен иртекен конкурсра кунсерен тенĕ пек хăйсем чи-чи пултаруллисем пулнине çирĕплетеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, «Трое из Татарстана» командăна кĕрекен Никита Волкова Раççей ача-пăча ассамблейин председателĕ пулма суйланă. 15 çулти çамрăка «Орленокăн» сменисем ĕçленĕ вăхăтра ача-пăча юхăмĕн лидерĕн ятне илтме çăмăл килмен: малтан ăна «XXI ĕмĕр команди» смена кандидата тăратнă, унтан Тутарстан ывăлĕ лагерь ертӳçисен шанăçне çĕнсе илнĕ.
АКТУАЛЛĂ ТАТА УСĂЛЛĂ
Тутарстанра августăн 10-17-мĕшĕсенче Мăсăльман çамрăкĕсен фестивалĕ иртрĕ. Сăваплă Рамадан уйăхĕ пуçланас умĕн Хусана Раççейĕн 30 регионĕнчен 120 çын пуçтарăнчĕ. Эрне тăршшĕпех фестивале хутшăнакансем Авалхи Пăлхар çĕрĕ çинче паллă çынсемпе тĕл пулчĕç, ислам çинчен лекцисем итлерĕç. Пăлхар хулинче çамрăксен Сабантуйĕ те пулчĕ. Кунсăр пуçне кăçал пуçласа «Суннат – super party» кулăшла шоу ăнăçлă иртрĕ. «Мăсăльман çамрăкĕсен фестивальне ирттерни питĕ актуаллă тата усăллă. Çамрăксем нумай çĕннине пĕлеççĕ, тантăшĕсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, вăхăта усăллă ирттереççĕ», – тет ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи Тĕнсен ĕçĕсен управленийĕн начальникĕ Ренат Валиуллин. Ырă йăлана çитес çулсенче те малалла тăсасшăн.
 
: 1059, Хаçат: 35 (817), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: