Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çуртсене тĕпрен юсас программа ăçта ăнăçлă, ăçта питех ăнăçлах та мар пурнăçланса пырать. Ытти çулсенче юсав ĕçĕсене юр ларсан та вĕçлейместчĕç пулсан, кăçал сентябрĕн çурри çитнĕ тĕле вĕçлеме хушнă.
Ытларикун Хусан мэрĕ Ильсур Метшин хулара тĕп юсав ĕçĕсем еплерех пынипе паллашрĕ. Юлашкинчен К.Маркс урамĕнчи 44-мĕш çурта та çитсе курчĕ. Кунта Ильсур Раисович çуркунне юсав ĕçĕсене пуçланă чух та пулнăччĕ. Ун чух çакăнта пурăнакансем çурт шăпишĕн куляннине пĕлтернĕччĕ мэра. Ара, çурчĕ 1937 çулта тунăскер вĕт, хытă шаккасан-çапсан ишĕлсе те анма пултарать. Мэр вĕсене пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать тесе лăплантарчĕ, хăй çирĕп контрольлесе тăма шантарчĕ. Чăн та, Ильсур Раисович хăйĕн сăмахĕсене çилпе вĕçтермерĕ, юсав ĕçĕсене хăйĕн тимлĕхĕнче тытрĕ, вĕсем вĕçленсен пĕр уйăхран çурта тепре килсе курчĕ. Юсав ĕçĕсемпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ мэр. Подряд организацийĕ – «Полистрой» тулли мар яваплăхлă общество – сахал мар ĕç тунă – çуртăн тулашне çĕнетнĕ, çи виттине, электричество, шыв, канализаци сестемисене улăштарнă. Ытти çулсенчи пек çуртра пурăнакансем те юсав ĕçĕсен вăхăтĕнче тарăхман. «Пĕлтĕр йывăрлăхсем нумайччĕ. Сăлтавĕ – пире подрядчиксене хамăра суйлаттарманни. Кăçал çак ыйтăва çулталăк пуçланнă çĕрех татса патăмăр, çавăнпа та çуртсен 95 процентĕнче кăткăс ыйтусем сиксе тухмаççĕ. Эпир кашни подрядчика сăнран паллатпăр», – ăнлантарать хула пуçлăхĕ.
Хусанта кăçалхи программăна кĕртнĕ çуртсен 80 процентĕнче юсав ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Йышăну комиссийĕсем хатĕр 90 çуртран 50-шне йышăннă та ĕнтĕ. Пурĕ Хусанти çуртсене тĕпрен юсама кăçал 3 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă.
 
: 958, Хаçат: 35 (817)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: