Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак пĕрлештернĕ икĕ уява тĕп хулара пысăк шайра ирттересси кăçал та ытти çулхисенчен кая пулмĕ. Мероприятисем августăн 29-мĕшĕнчех пуçланаççĕ, çак кун шăматкуна, канмаллине лекет-çке. Хура кӳлĕре ачасем валли хатĕрленĕ «Ачалăх хули, спорт хули, ĕмĕтсен хули!» мероприяти 10 сехетре пуçланса 15 сехетчен пырать. Кунта пĕчĕккисем валли, спортсменсемпе пултаруллисем валли уйрăм площадкăсем ĕçлĕç. Çав кунах 13 сехетре ратушăра хулан хисеплĕ гражданинĕсене чысласа ячĕсене Хисеп кĕнекине кĕртĕç. Кăçал кĕнекене «Ак Барс» тĕп теренерĕн З.Билялетдиновăн, «Рубин» тĕп тренерĕн К.Бердыевăн, РФ Патшалăх Думин депутачĕн О.Морозовăн, Хусанăн тĕп юсав управленийĕн тĕп инженерĕн Е.Сазоновăн ячĕсем кĕрĕç.
Августăн 30-мĕшĕнче иртекен мероприятисен вырăнĕсем улшăнман темелле: Булак çыранĕсем, Бауман урамĕ, стадионсем, Г.Камал театрĕ умĕнчи тӳрем, Г.Тукай ячĕллĕ сквер, Кабан кӳлли, Культурăпа канăвăн тĕп паркĕ тата ытти те. Мероприятисен ячĕсем, тематики кăна улшăннă. Тĕслĕхрен, 13.00 – 18.00 сехетсенче Бауман урамĕнче рок-музыкăна юратакансен Хусанти «The Road» рок-шкулăн пултарулăхĕпе паллашма май пур. Джаза кăмăллакансене кăçал организаторсем Петербургская урама йыхăраççĕ: 16.00 – 19.00 сехетсенче кунта «Джазовое кольцо» концерт пулать. Паллă джазменсемпе пĕрле хулан вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ те хутшăнать унта.
Çак кунах Г.Камал ячĕллĕ театр çуртĕнче Г.Тукай ячĕллĕ преми лауреачĕсене 13.00 сехетре чыслаççĕ. Кăçал çак пысăк наградăна театр ĕçченĕсем те тивĕçнĕ – «Чĕлхесĕр куккук» спектакль лартнă Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ушкăнĕ тата «Вишневый сад» лартнă В.И.Качалов ячĕллĕ Хусан Вырăс академи Пысăк драма театрĕн пултарулăх ушкăнĕ. Тата тепĕр икĕ премие З.Мансуров поэтпа К.Муллашев ӳнерçĕ илнĕ.
Ярмăркка тӳремĕнчи каçхи шоу 18.00 сехетре пуçланать. Кунта Хусанти паллă ди-джейсем, тĕрлĕ конкурссен лауреачĕсем хăйсен пултарулăхĕпе уява илем кĕртĕç. Хăнăхнă йăлапа Раççей «çăлтăрне» те курăпăр çав кун. Хальхинче уява йĕркелекенсем Владимир Маркина чĕннĕ – «Дискотека 80-х» юрри-кĕввине килĕштерекенсемшĕн савăнмалăх пур.
Республика, хула уявĕ яланхи пекех 22.00 сехетре салютпа вĕçленет.
 
: 1077, Хаçат: 35 (817)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: