Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Уй-хирсенче ĕлкĕрнĕ тухăçа пухса илес ĕç вĕçленсе пырать. Кунсерен агрофирмăсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем вырма ĕçĕсене вĕçленине пĕлтереççĕ. Пăва районĕнчи «Вамин-Буа» агрофирмăна кĕрекен «Гигант» уйрăмĕнче çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене çапса пĕтерчĕç. 1560 гектар çинче ӳссе çитĕннĕ тыр-пулăн тухăçĕ япăх мар: пĕр гектартан вăтамран 30 центнер шĕкĕлченĕ гигантсем. Комбайнерсем Евгений Ярылкинпа Василий Авандейкин «Дон-1500», Евгений Ивановпа Сергей Мужиков «Нива» комбайнсемпе хуçалăхра малти вырăнсене йышăннă.
Анчах тыр-пулсене çапса пĕтернипе çĕр ĕçченĕсен лăпланма çук. Йĕтем çинче агрегатсен сасси те çурçĕрчченех ял çийĕн шавлать-ха, хирсене сухаламалла, кĕрхи культурăсене акмалла, ăна кăçал 750 гектар лаптăкĕнче акса хăварма плана кĕртнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Кĕрлекен комбайнсем хыççăн пушанса юлнă хирсенче улăма пуçтарса тирпейлесси те пысăк ĕç. Ара хăш-пĕр улăм утăран та ирттерет-çке, выльăхсем те ăна юратса çиеççĕ. Çак тĕллевпе ăна чĕркесе çыхса та, уралатса та купалаççĕ. Наиль Валитовпа Олег Ярылкин МТЗ-1221 тракторсемпе пĕр ĕç сменинче 100 гектар лаптăк çинче улăма сĕтĕрсе пĕр çĕре пуçтараççĕ. Çамрăк механизаторсен ĕçĕ питĕ килĕшӳллĕ. Вĕсем хыççăн Анатолий Дмитриев ертсе пыракан бригада улăм урисем калăпласа пырать.
 
: 2350, Хаçат: 35 (817), Категори: Вырма-2009

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: