Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вера Кузьминична Кузьминана чăвашсенчен кам пĕлмест-ши? Утмăл çул К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче вылякан артистка хăй вăхăтĕнче пирĕн республикăри кашни чăваш ялнех çитсе курнă-тăр. 1947 çулта Мускавран ГИТИСăн чăваш студине пĕтерсен килнĕ те вăл асăннă театра паян кунчченех унта вăй хурать. Чăваш Енри Тăвай районне кĕрекен Енĕш-Нăрваш хĕрĕн паян чаплă ятсем нумай: Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артистки, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки, РСФСР халăх артистки, СССР халăх артистки, К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ, унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ, «Халăхсен туслăхĕ», IV степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсене тивĕçнĕ... Апла пулин те хăшĕ-пĕрисем пек пуçне каçăртса, мăнкăмăлланса çӳремест вăл. Хăйĕн мăшăрĕ Петĕр Хусанкай пекех хуть те кампа та калаçать, кирлĕ пулсан пулăшать те. Вилĕмсĕр поэтăмăра чаплă хайлавсем çырма вăлах хавхалантарнă пуль-и? Хусанта иртнĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă уява та ури ыратнине пăхмасăрах килчĕ Вера Кузьминична, «Сувар» хаçата та хаваспах интервью пама килĕшрĕ.
– Вера Кузьминична, мĕншĕн артист пулма шутланă-ха эсир?
– Эпĕ нихăçан та артистка пулас тесе ăнтăлман. Епле те пулсан аслă пĕлӳ илеесчĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Анчах та ялта пурăннă чух, ытти ача-пăча пекех, эпĕ те илемлĕ пултарулăх кружокĕсене çӳренĕ: юрланă та, ташланă та, спектакльсенче те вылянă.
– Артист пулмасан кам пулнă пулăттăрччĕ?
– Ку ыйту çине тӳрех хуравлама йывăр. Артист пулаймасан вĕрентекен профессине алла илеттĕмччĕ ахăр. Халăха çывăх, кашни кун çынсемпе хутшăнмалли ĕçе суйласа илнĕ пулăттăм. Мĕншĕн тесен эпĕ пĕчченлĕхе чăтма пултараймастăп.
– Эсир утмăл çул сцена çинче. Çак хушăра гастрольсене чăвашсем пурăнакан чылай вырăна çитсе курнă пуль. Чăваш Республикинчен аякра пурăнакан чăвашсем тĕп чăвашсенчен уйрăлса тăраççĕ-и, мĕнпе?
– Чăн та, ĕлĕкрех спектакльсемпе нумай çĕре çитнĕ эпир, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем: Самар, Ульяновск, Пенза, Пермь, Тюмень облаçĕсенче, Тутарстан, Пушкăрт республикисенче тата ытти вырăнсене кашни çул тенĕ пекех кайнă. Халĕ, шел пулин те, ун пекех тухса çӳреме майсем çук – укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк. Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан чăвашсем, паллах, хамăр республикăра пурăнаканнисенчен кăшт уйрăлса тăраççĕ: вĕсене, урăх халăхсемпе хутăш пурăнаканскерсене, Шупашкар артисчĕсем калакан тăван сăмах ăшши çитмест пек туйăнать. Нумай çĕрте чăваш артисчĕсем килнине пĕлсен халăх чылай маларах пухăнатчĕ, спектакль вĕçленсен те килĕсене кайма васкамастчĕç аякри ентешĕмĕрсем. Эпир пуçтарăнса автобус çине ларса тапранса кайиччен те саланмастчĕç. Халĕ вара пĕлместĕп, хам та сайра-хутра çеç тухса çӳретĕп, тата самана та питĕ хытă улшăнчĕ. Аплах кĕтсе илмеççĕ пулĕ халь...
– Вера Кузьминична, эсир йăнăшатăр. Чăваш артисчĕсене аякрисем халĕ те хапăл тусах кĕтеççĕ. Сире, Шупашкарти театр артисчĕсене, эпир Турă вырăнне хуратпăр. Пирĕншĕн тăван чĕлхепе калаçакан артистсем тĕнче шайĕнчи паллă çынсемпе пĕр тан.
– Чăнах та çапла-и? Апла-тăк питĕ аван. Савăнтартăр мана ку хыпарпа.
– Хăш чухне пуçа çапларах шухăш кĕрет: тĕп чăвашсенчен аякра пурăнакан йăхташсенче чăвашлăх туйăмĕ вăйлăрах, тарăнрах аталаннă пек. Ак, тĕслĕхрен, çыравçăсемпе чĕлхеçĕсенех илер. Чи паллисем Чăваш Ен тулашĕнче çуралса ӳснĕ: Петĕр Хусанкай, Иван Яковлев, Николай Полоруссов-Шелепи Тутарстанран, Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ Пушкăртстанран... Сире çапла туйăнмасть-и?
– Петр Петровича эпĕ питĕ вăйлă çын тесе шутлатăп. Хам унпа юнашар пурăннипе вăл мĕнле ĕçленине курса, унăн шухăшĕсене туйса тăнă. Аякри йăхташăмăрсенче чăвашлăх туйăмĕ чăннипех те вăйлăрах-тăр: вĕсем тăван культурăшăн ытларах тунсăхлаççĕ, тăван сăмахлăха упраса хăварассишĕн те вĕсемех пуринчен ытла тăрăшаççĕ. Çакна Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан чăвашсен кашни сăмахĕнчен, ĕçĕнчен сисетĕн.
– Çак кунсенче эсир К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине тухнăранпа утмăл çул çитрĕ. Хăвăр ĕçлеме пуçланă çулсенчипе танлаштарсан паян чăваш театрĕнче мĕн улшăннă, мĕнле çитĕнӳсем пур?
– Улшăнусем пур, паллах. Ытларах театра çӳрекен халăх улшăннă ман шутпа. Çынсем халь ĕлĕкхи пек кар тăрса çӳремеççĕ спектакльсем курма. Артистсен ĕçне унчченхи пек хака хумаççĕ пек туйăнать. Çакă мĕнрен курăнать-ха? Чи малтан хăйсене спектакль вăхăтĕнче тытнинчен: хăш чух шавласа лараççĕ. Антракт вăхăтĕнче часрах сăра ĕçме васкаççĕ. Тепĕр чух çынсем театра спектакль курма мар, пушă вăхăта савăнăçлă ирттерме çеç çӳреççĕ пек туйăнать. Театрăн вара тĕллевĕ урăхла, анлăрах – вăл халăха тĕрĕсрех пурăнма, ăслăрах пулма вĕрентесшĕн. Артистсем çакăншăн тăрăшаççĕ. Кулса-савăнса пурăнни начар мар-ха вăл, анчах пурнăç унра çеç мар-çке. Тепĕр чух халăха тарăнрах шухăшлаттарас та килет. Эпĕ хама театрта ĕçлеме пӳрнишĕн çав тери савăнатăп. Куракансем йышлăн çӳренĕ чух питĕ савăнатăп, сахалрах-тăк – хурланатăп.
– Шкулта вĕрентекенсем ачасен пĕлĕвне пилĕк паллăллă системăпа хакланă евĕр чăваш театрне мĕнле паллă лартнă пулăттăр?
– Пиллĕкех мар, тăваттă çирĕпех лартма пулать. Пиллĕкпе хакласан тăрăшмалли, ăнтăлмалли, аталанмалли юлмасть.
– Паянхи кун артистсем çăкăр çимелĕх шалу илееççĕ-и?
– Артист та бюджет тытăмĕнче тăрăшакан ытти çынсем пекех питĕ сахал укçа илет. Уйрăмах çамрăк, тин ĕçлеме пуçăнаканнисене йывăр. Вĕсен категорисем хальлĕхе çук, çавна кура ĕçшĕн тӳлекен шалу та пĕчĕк. Çук, ирĕклĕн, саркаланса пурăнмалăх çитмест артист укçи.
– Артистăн роле яланах лайăх вылямалла, çав шутра хăйĕн пурнăçĕнче хуйхă-суйхă сиксе тухсан та. Çакăн пек самантсене мĕнле çĕнтернĕ эсир?
– Театр вăл – асамлă япала. Хуть те мĕнле хуйхă пулсан та сцена çине тухса хăв калăплакан сăнара кĕрсен пур нуша çинчен те манатăн. Роль тыткăнласа илет те спектакль вăхăтĕнче унпа çеç пурăнатăн, урăх ним çинчен те шухăшламастăн. Çавăнта театрăн асамĕ.
– Вера Кузьминична, эсир Тутарстан чăвашĕсемшĕн СССР халăх артистки пулнипе çеç мар, чăваш халăх поэчĕн, пирĕн ентешĕн Петĕр Хусанкайăн мăшăрĕ пулнипе те çав тери хаклă. Темиçе çул каяраха таврăнар-ха. Хăçан, ăçта паллашнă эсир Петр Петровичпа?
– Эпир 1945 çулта паллашса чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнса ирттернĕ. Пĕр шутласан çирĕм пилĕк çул нумай-ха вăл, анчах та маншăн çак тапхăр пĕр самант пек вăшт туса иртсе кайрĕ. Ун чух эпир, чăваш çамрăкĕсен ушкăнĕ, Мускаври театр институтĕнче вĕренеттĕмĕр. Петĕр Хусанкай, чăвашсен паллă поэчĕ, пире чăвашла илемлĕрех калаçма вĕрентес, тăван литературăпа тĕплĕнрех паллаштарас тата вырăсла пьесăсене чăвашла куçарас тĕллевпе пирĕн института пынăччĕ.
– Петр Петрович сиртен самаях аслă пулнă. Вăл сире хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтсан хăраса ӳкмерĕр-и? Тата аçăр-аннĕр те ку тĕлĕшпе мĕн-тĕр каланах пуль сире?
– Хăрарăм, паллах. Эпĕ ун чухне çап-çамрăк хĕр-çке. Вăл вара манран вун çичĕ çул аслăччĕ. Çамрăк чух юратса пăрахатăн та нимĕн çинчен те шухăшламастăн. Юратнă çын çумĕнче пурнăç ялан пыл та çу пулассăн туйăнать. Петр Петрович питĕ тыткăнлама пултаракан çынччĕ. Паллах, уншăн çеç юратман ĕнтĕ ăна. Эпĕ чи малтанах унăн поэзине килĕштертĕм. Паллашичченех эпĕ Хусанкайăн «Таня» поэминчи пĕр сыпăка сцена çинче вулаттăм. Çапла вара малтан Хусанкай поэзине, унтан хăйне юратса пăрахрăм. Эпĕ Петр Петровича качча тухма хатĕрленни çинчен илтсен манăн анне питĕ кăмăлсăр пулнă, хурланнипе ларсах макăрнă тет (каласа панă тăрăх пĕлетĕп, хам ун чух Мускавра вĕреннĕ-çке-ха). Хусанкай унччен чылай маларахах паллă çын пулнă чăвашсемшĕн, унăн ячĕ кĕрлесе тăнă. Эпĕ вара ниме тăман çамрăк, ял хĕр ачи. Хусанкая тивĕçлĕ мар ман хĕр тесе шутланă ĕнтĕ аннем.
– Петр Петрович пирки ăна курнă, пĕлнĕ çынсем ырă, сăпайлă, калаçма юратакан, мăнкăмăллă мар, пысăк тавра курăмлă çынччĕ тесе аса илеççĕ. Еплерех çемье пуçĕччĕ вăл?
– Чăнах та, пĕр минут калаçсанах хуть те кама та тыткăнлама пултаратчĕ вăл. Урам шăлакан-и вăл, çĕр ĕçченĕ-и, учитель е профессор – такампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ мăшăрăм. Вăл калаçма пуçласанах пурте юратса пăрахатчĕç ăна. Эпĕ вара ăна ансат кăмăллă тесе каламан пулăттăм. Петр Петрович сĕре кăткăс çынччĕ. Ялан шухăшлатчĕ, кашни сăмаха чĕри патне илетчĕ. Вăл яланах халăх шăпи çинчен шутланă. Хăш-пĕр çыравçăсемех ăна сивĕ сăмахсем каласа кӳрентернĕ. Чĕри кӳренӳпе тулнă самантсенче ун çумĕнче питĕ йывăрччĕ.
– Эсир те тăтăшах гастрольсенче, Петр Петрович та час-часах таçта та çитсе халăхпа тĕлпулусем ирттернĕ, тĕнче тăрăх курса çӳренĕ, Мускава кайса ĕçленĕ. Юратăва, çемьене упрама сире мĕн пулăшнă?
– Çавăн пек çӳрени пулăшнă та пуль. Пĕр-пĕринпе юнашар, шутласа пăхсан, çав тери сахал пурăннă эпир. Эпĕ çулла виçĕ уйăхлăха гастроле тухса каятăп, вăл кайран ют патшалăхсем тăрăх çӳрет... Пĕр-пĕрне курма та май çук. Йăлăхтармалăх пирĕн вăхăт та пулман. Çапла майпа сыхланса юлать те пуль вăл юрату тени.
– Хусанкайăн Турă панă талант пулнă тетпĕр. Унăн çап-çамрăк чухне çырнă сăввисенче те, чылай каярах çырнисенче те тарăннăн шухăшлани курăнать. Ун хайлавĕсенче халăх шăпи, Тăван çĕршыва, амăшне, ытти çывăх çыннисене юратни уççăн палăрать. Вера Кузьминична, сирĕн шутпа Хусанкай пек ăслă çын пулас тесен мĕн тумалла: Турă панă талант та çителĕклĕ-и е пĕлĕве, тавра курăма кулленех ӳстерсе пымалла-и?
– Çырам-ха тесе алла хутпа ручка тытса ларни тĕрĕс мар. Çырас тени шалтан тапса тухмасть-тĕк, вăл çын пĕр ахаль вăхăт та ан ирттертĕр. Хусанкай вара яланах пĕлме тăрăшатчĕ. Пăлхарсемпе паллашса хăй тĕллĕн пăлхар чĕлхи вĕренчĕ. Тап-таса калаçатчĕ пăлхарла. Унтан Шота Руставелин «Витязь в тигровой шкуре» поэмине куçарас тесе словарь туянса грузин чĕлхине вĕренме пуçланăччĕ. Анчах ĕлкĕреймерĕ. Хусанкай Турă панă таланчĕсĕр пуçне хăй те нумай вĕренме тăрăшнă. Вĕçĕмсĕр тĕрлĕ энциклопедисене, словарьсене тишкеретчĕ.
– Мĕн чухлĕ хăй çырнă, мĕн чухлĕ куçарусем тунă Петр Петрович. Ăçтан вăй-хал, вăхăт çитернĕ-ши вăл?
– Унăн пушă вăхăт пĕрре те пулман. Çемье тетĕр... Çемьепе аппаланма ăçта унта? Çапах та вăл амăшне те, ывăлне те, хĕрне те питĕ юрататчĕ. Çавăнпах темле хĕсĕк пулсан та çывăх çыннисем валли вăхăт тупатчех. Ĕçлеме вара ытларах çĕрле ĕçлетчĕ. Пĕр вăхăт ăна Писательсен союзне ертсе пыма хушрĕç. Нумай ĕçлемерĕ унта вăл, ертӳçĕ лавне туртса пынă чух çырма май çук тесе пăрахрĕ. Тусĕсем чылай çĕршывра пурччĕ унăн. Петр Петрович вĕсен сăввисене чăвашла, лешсем унăнне хăйсен чĕлхипе куçаратчĕç. Шупашкара килсен пирĕн пата кĕмесĕр каймастчĕç. Кашнинех çывăх тăвана йышăннă пек йышăнаттăмăр.
– Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ сăнӳкерчĕксен куравĕнче поэтăн кун-çулне, çывăх çыннисене куртăмăр. Сирĕн мăнукăр, Петĕр Хусанкай-кĕçĕнни, сăнпа каснă-лартнă аслашшĕ пек туйăнчĕ. Унăн çулне суйласа илмен-и вăл?
– Петя Мускавра вĕренсе филолог специальноçне алла илчĕ. Халĕ вăл ĕçлессе пĕр журналта ĕçлет-ха, апла пулин те хăйĕн çырас туртăмĕ хальлĕхе çук. Тен, унăн ачисенче пулĕ...
– Эсир кĕçех 84 çул тултаратăр. Хăвăра телейлĕ тесе шутлатăр-и тата мĕн вăл телей?
– Телей тени темĕскер ĕнтĕ вăл... Телей вăл кĕске вăхăтра пулса иртет, тепĕр чух сиссе те юлаймастăн. Маншăн вăл телей – Хусанкайпа пĕрле пурăнни, ывăл çурални, сцена çине тухса юратнă рольсене выляни. Мăнукăн ачисене кĕтсе илейсен – çакă та телей пулать.
– Тутарстан чăвашĕсене, Петĕр Хусанкайăн ентешĕсене мĕн калас, мĕн сунас килет?
– Тутарстан – унăн тăван çĕршывĕ. Хусанкая тивĕçлĕ пулма тăрăшăр, тăрăшса ĕçлĕр, тăван чĕлхене ан манăр, ăна аталантарсах пырăр, пĕр-пĕрне пулăшăр.
 
: 1442, Хаçат: 29 (707)

Комментарисем:

Çеçпель Мишши (2009-04-15 14:47:41):
Çеçпель Мишши

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: