Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Августăн 19-мĕшĕнче Хусанти 177-мĕш номерлĕ шкулта вĕрентӳпе наукăра ĕçлекенсен республикăри канашлăвĕ иртрĕ. Унта ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев, Вĕрентĕвĕн федераллă агентствин ертӳçи Николай Булаев, ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин, ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Альберт Гильмутдинов хутшăнчĕç.
«Вĕрентӳ системи малашне унчченхи пек пулма пултараймасть. Эпир вĕрентĕве реформăлас çĕнĕ программăна йышăнма хатĕр», – терĕ Минтимер Шарипович. Президент каланă тăрăх, тĕнчере кризис пулнине пăхмасăр вĕрентӳ программин концепцине хатĕрлес ĕçсем малаллах пыраççĕ. Кăçал республика бюджетĕнчен вĕрентӳшĕн 29 миллиард тенкĕ уйăрнă. Вĕрентӳ системин тĕп тĕллевĕ конкуренциллĕ специалистсене хатĕрлесси пулмалла. Канашлура паянхи пĕлӳлĕх мĕнлерех пулмалли çинчен ытларах калаçрĕç те. «Пирĕн профессорсемпе доцентсенчен нумайăшĕ шкулта ĕçлесе те курман. Хальхи шкулта еплерех ачасем вĕреннине пĕлмесен мĕнле майпа вĕрентекен хатĕрлеме пулать?» – терĕ ТР вĕрентӳпе наука министрĕ А.Гильмутдинов. Вăл кашни аслă шкул çумне 3-5 шкул çирĕплетме сĕнчĕ.
Шкулсене оптимизацилесси те малаллах аталанĕ. Тутарстанри 2352 шкулта 400 пин ача вĕренет. Республикăри шкулсенчен çуррине яхăн пĕчĕк комплектлă, 71-шĕ – юхăннă, 31-шĕ – каçхи. 42 шкулта классенче пĕрер, 49-шĕнче – икшер, 59-шĕнче – виçшер ача вĕренет. Хусанти 177-мĕш номерлĕ «пуласлăх шкулĕнче» çулталăкра пĕр ача пуçне 18400 тенкĕ тăкаклаççĕ, пĕчĕк комплектлисенче вара – 187 пин тенкĕ. Çитменнине вĕсенче вĕрентӳ пахалăхĕ те пĕчĕк. «Оптимизацие лăпкăнрах, тĕплĕн шухăшласа пăхса йышăнмалла», – терĕ М.Ш.Шаймиев.
Юлашкинчен ТР Президенчĕпе Вĕрентĕвĕн федераллă агентствин ертӳçи чи лайăх вĕрентекенсен кăкăрĕсем çине «РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» тата «ТР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» награда паллисене çакса ячĕç, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
 
: 1054, Хаçат: 34 (816)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: