Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăван чĕлхепе сăвă-калав çыракансене – чăвашсен шĕкĕр хулинчен Шурă Шупашкартан-и вăл, Хусан тăрăхĕнчен е Пушкăртстанран-и – «сирĕннипе» «пирĕнни» çине пайласа тăмалли çук. Вĕсем пурте ПИРĔН чăваш çыравçисем, вĕсене пурне те тăван халăхăмăрăн шăпи, унăн иртнĕ тата хальхи пурнăçĕ хистет алла калем тытма. Хăйсен пултарулăхĕнче вĕсем чăвашлăх темине малти вырăна хураççĕ. Тутарстанри Аксу районĕнче çуралнă Валери Туктар (Валерий Александрович Мартынов) пирки те çавнах каламалла.
Ман алăра унăн Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра нумай пулмасть кун çути курнă «Пӳлер кĕввисем» ятлă сăвăсен пуххи. Кĕсьене кĕмелли тăпăл-тăпăл кĕнеке вăл. Хуплашкине те илемлĕ тунă, шалта вуламалли те çук мар. Унта тăван халăхăмăрăн аваллăхĕпе çырнă хайлавсем ытларах пулни кĕнеке ятĕнченех курăнать. Кĕнекене уçакан малтанхи сăввинчех автор хăй ятĕнчен çапла хыпарлать:
Сĕм авалхи чăваш йăхне,
Ун иксĕлми ят-сумлăхне,
Ырми-сӳнми паттăрлăхне,
Пур халăх çирĕп туслăхне
Пуçа тайса эп тав тăватăп!
Пушкăртстанпа, кунти чăвашсемпе тӳрремĕнех çыхăннă сăвăсем те чылай кĕнекере. Акă «Чăвашлăх» ятлă сăвви валли вăл ĕмĕр тăршшĕ Пушкăрт- станра ĕçлесе пурăннă Николай Леонтьев сăввинчен илнĕ йĕркесене вырнаçтарнă: «Чăваш чĕлхи пек çепĕççи çапах та çук пуль тетĕп эпĕ». Юлташăмăра çапла чыс туни пире савăнтармасăр тăма пултараймасть. Пĕтĕмпех Пушкăртстана халалланă сăвăсен ярăмĕ те вырăн тупнă кĕнекере. Кунта «Сар хĕвел шевли эс, Пушкăртстан», «Слакпуçĕнчи хĕвеллĕ çут кунсем», «Чечеклен, илемлен, Пелепей», «Пелепейпе Ĕпхӳ хутлăхĕсем», «Чысласа пурăнар туслăха» тата ытти хăш-пĕр сăвăсене асăнмалла. Вулакан кăмăлне каймалли, шухăша ямалли йĕркесем сахал мар вĕсенче.
Эс – Карим, Иванов та Ухсай,
Пултаруллă ăстасем нумай, –
тет автор «Сар хĕвел шевли эс, Пушкăртстан» сăввинче иртнипе паянхине сыпăнтарса. «Слакпуçĕнчи хĕвеллĕ çут кунсем» сăвăра та çак темăна малалла тăснă:
«Нарспи» поэма туслăн пĕрлештерчĕ
Тăван литература анинче.
Чуна поэт еткерĕ пит çĕклентерчĕ
Слакпуçĕнче çӳренĕ кунсенче.
Çапла, поэт пултарулăхĕ, ăна хăйĕн сăпки çинче сиктернĕ Слакпуçпа ун таврашĕнчи асамлă сывлăш, тĕлĕнмелле çут çанталăк, поэтăмăр сăвви-поэмисенчи йĕркесем пĕр пек тикĕссĕн те кĕвĕллĕн шăнкăртатса тапса тăракан çăлкуçсем сахал мар çынна сăвă-юрă çырма хавхалантарнă. Хавхалантарать те. Çакăн пек чĕрене çывăх йĕркесем сахал мар илсе кăтартма пулать Пушкăртстана халалланă сăвăсенчен.
«Пӳлер кĕввисем» ярăмри сăвăсем вулакана шухăша ярассăн туйăнать. Унта авалхи несĕлĕмĕрсен паттăрлăхне мухтани, унпа мăнаçланни уççăн палăрса тăрать. «Пӳлер, Пӳлерĕм...» сăвăри çак йĕркесене çеç илсе кăтартасшăн:
Вутра çунсассăн та çунман,
Пĕтмен хастар Сăвар тавраш.
Пур халăхпа паян пĕр тан
Пурнать пăлхар çынни – чăваш.
«Саврăш, Саврăш...» сăвă та чăвашсен аваллăхĕпе паллаштарать. Чăвашлăхпа çыхăннă сăвă сахал мар кĕнекере. Акă «Чăваш тĕрри» сăвăри икĕ йĕрке:
Тăван халăх кун-çулĕ
Çич çĕр çитмĕл эрешре.
Юрату пирки çырман сăвăç çук. В.Туктар та чылай шăрантарнă ун пеккисене, атте-аннене халалланă сăвăсем те пур унăн. Çав вăхăтрах кунта тĕрлĕ композиторсем кĕвве хывнă сăвăсемпе те паллашма пулать.
Кĕнеке пысăках мар, анчах унта вуламалли, вуланă хыççăн шухăша яраканни çук мар. Çакă кирлĕ те.
Юлашкинчен çакна каласшăн. В.Туктар ытларах Хусанта тухса тăракан «Сувар» хаçатра пичетленет. Çав вăхăтрах вăл чылайранпа «Урал сасси» хаçатпа та çыхăну тытать, Пелепейре иртекен «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи фестивальне те хутшăннă, унăн лауреачĕ те пулнă. Сăввисем асăннă поэзи уявĕ тĕлне кăларакан «Асамат кĕперĕ» кĕнекере те кун çути курнă. Нумай пулмасть Валери Туктара РФ Писательсен союзне те илнĕ. Утакан малаллах каять тени тĕрĕсех çав.
 
 
: 1135, Хаçат: 33 (815), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: