Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

 
 
Çак сăмахсене Теччĕри Чернышевский урамĕнче пурăнакан, 41 çул педагогра ĕçленĕ Галина Павловна Картюковăран илтнĕччĕ эпĕ. Кĕрӳшĕ Борис Михайлович Иванов çинчен аса илчĕ вăл ун чухне. Хавхаланса, савăнса аса илчĕ. Ывăлĕ хĕсметре сарăмсăр вилнĕ хыççăн пĕчченех пурăнатчĕ вăл килĕнче. Анчах та пĕчченех те мар иккен. Хĕрĕпе кĕрӳшĕ тăтăшах килсе çӳреççĕ, мăну- кĕсем каникулсенче ун патĕнче пурăнаççĕ. Пур енĕпе те пулăшаççĕ.
Галина Павловна мана савăнăçлăн çурчĕпе паллаштарчĕ, пахчана ертсе тухрĕ.
– Хăнана килсен, çавăн пекех отпусксем вăхăтĕнче пахчаран тухма пĕлмест кĕрӳ, ӳсен-тăрансене пăхать, çимĕçсем пухать, йывăçсем лартать. Вăл лартнă виноград та çимĕçсем пама пуçларĕ ĕнтĕ. Акă, тавраналла пăхăр-ха. Гараж, кочегарка, мунча, тимĕр хапха, нӳхреп – пĕтĕмпех унăн ĕçĕ. Пӳртре чӳрече коробкисене, рамисене çĕнĕрен турĕ, урай хăмисене улăштарчĕ, маччана çĕнетрĕ, хутса ăшăтмалли, канализаци системисене майлаштарчĕ, киле газ кĕртсе пачĕ. Халĕ пурнăç питĕ лайăх манăн, шыв килех кĕрет, колонка патне чупмалла мар, кăмака хутасси çук, туалет килтех. Çитес çул йывăç веранда вырăнне чултан купаласа лартма, картишне бетонпа сарма, витĕр курăнакан поликарбонатпа витме шантарать-ха. Питĕ лайăх пулĕччĕ çакă, атту мана, ватă çынна, хĕлле юр тасатма питĕ йывăр, – каласа парать ветеран.
Унăн кĕрӳшне эпĕ аванах пĕлетĕп темелле, Хусанта вĕреннĕ чухне нумай курнă, вĕсен туйĕнче те пулнă. Хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне вăл ытти ĕçсенче те ăстаçă пулнине пĕлни савăнтарчĕ. Чăннипех те арăмĕн амăшне хисеплет Борис, ахальтен мар хĕрне унăн ячĕпе чĕнет вăл.
Борис Михайлович 1961 çулта Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ ку ялта 36 çула çитиччен ветфельдшерта ĕçленĕ. Икĕ ача ашшĕ пулсан профессине улăштарма шутланă, Хусанти медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Институтран вĕренсе тухнă çĕре виçĕ ача пулнă ĕнтĕ унăн. Направленипе Канаш районĕн тĕп больницине ярсан вăл унта врач-анестезиологра вăй хунă. Борис амăшĕ ку больницăрах рентгенкабинетра лаборантра ĕçленĕ. Тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем, Борис чи асли. Ачисем пурте медиксем.
Борис Михайлович Шăхасанти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Совет çарĕнче хĕсметре тăнă, унтан Хусанти медицина институчĕн çар ĕçĕн факультетĕнче вĕреннĕ. Диплом илсен 1989 çулта ăна Канаш районĕнчи тĕп больницăна врач-оториноларинго лог пулса ĕçлеме янă. Паянхи кунчченех кунта вăй хурать вăл. Ĕç канăçсăр, паллах. Больница Шупашкар хыççăн республикăра чи пысăкки-çке. Хăйĕн ĕçĕнче Борис пĕччен. Тăрăшулăхне кура чи пысăк категориллĕ врач пулса тăнă вăл. Сывлăх сыхлав, Социаллă хӳтлĕх министерствисенчен, çар комиссариатĕн- чен, район администрацийĕнчен пĕрре мар Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Аслисем хисеплеççĕ ăна, ĕçĕпе пуçлăхсем те, чирлисем те кăмăллă. Борис Михайловичпа мăшăрĕ – çак больницăрах анестезиологи уйрăмĕнче сестрара ĕçлекен Ирина – икĕ ача пăхса ӳстернĕ. Ывăлне авлантарса пурнăç çулĕ çине кăларнă ĕнтĕ.
Килĕнче, Шăхасанта та лара-тăра пĕлмест Борис Михайлович. Хваттерĕ çумĕнчи çĕр çинче пахча çимĕç çитĕнтерет, кунсăр пуçне икĕ дача тытать, пур çĕре те ĕлкĕрет. Пĕр тăрă айĕнче унăн нӳхреп, мунча, мастерской. Темĕн тĕрлĕ станок та пур кунта. Пушă вăхăтра фотоаппаратпа çут çанталăка, чĕрчунсене ӳкерме юратать Иванов. Профессионаллă фотоаппарат, принтер туяннă. Сăнӳкерчĕксем валли рамкăсем тăвать вăл, килне çакать, тăван-пĕлĕшĕсене, пĕрле ĕçлекенсене парнелет. Рамкăсене йывăçран çеç мар, юхан шыв чулĕсенчен растворпа хытарса питĕ илемлĕ ăсталать. Йывăçа касса ӳкерчĕксем тăвассипе те ăста вăл. Пĕлтĕр ку енĕпе конкурса хутшăнса Чăваш Республикинче пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă.
10 çул каялла, вĕсене виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер парсан, вăл çара стенасемлĕ пӳлĕмсене хăтлăх кĕртес тесе питĕ нумай ĕçленĕ, маччана йĕркене кĕртнĕ, урайне паркет сарнă, прихожăйне юман хăмасемпе, кухньăна хырпа витсе тухнă. Шкафсене, сĕтел-пукана юманран хăех ăсталанă. Кӳршисене те ырă канашпа, инструментсем парса тăтăшах пулăшать.
– Компьютера аван пĕлетĕп эпĕ. Интернетра тĕрлĕрен çĕнĕ технологисене шырама юрататăп. Халĕ металран килти условисенче шăратса ăсталамалли кăмака схемине шыратăп-ха. Схеми пулсан кăмакине хамах ăсталăттăм. Статуэткăсем, рамкăсем тата ытти мĕн кирлине шăратса кăларма питĕ меллĕ пулĕччĕ вара. Хурăн хуппинчен, хăваран авса карçинккасем çыхма та вĕренесшĕн, – хăйĕн малашнехи планĕсемпе паллаштарчĕ мана Иванов. Ăстаçăна ĕçре çĕнĕлĕхсем шырас тĕлĕшпе ăнăçусем сунас килет.
 
: 2238, Хаçат: 33 (815), Категори: Ăстаçă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: