Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.11.2018 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 771 - 773 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Саврăш çырми хĕррине хăçан çынсем килсе вырнаçма пуçланă? Мĕнрен пуçланать тăван ял историйĕ? Мĕншĕн Кивĕ Саврăш тесе ят панă?
Мана кăсăклантаракан ыйтусем çине П.Е.Пильщиков, Н.Я.Пильщиков, Д.В.Захаров, А.Г.Кузьмин хуравларĕç. Вĕсене итленĕ хыççăн эпĕ хăш-пĕр ăнлантарусемпе килĕшесшĕн пулмарăм. Хам шухăша çырса пĕлтерем.
 
Тутарстан чăвашĕсемпе Хусан тăрăхĕ çинчен вырăс ăсчахĕ А.И.Артемьев çырнă. Атăл тăрăхне çул çӳреве А.Олеария, З.Герберштейн килсе çӳренĕ. Санкт-Петербургри Ăслăлăх академийĕнчен те XVIII ĕмĕртех пирĕн тăрăха экспедицисем килнĕ. Пирвай вара Г.Ф.Миллер академик Хусан кĕпĕрнинчи чĕлхе тĕнĕллĕ халăхсен культурине тĕпчени паллă. Манăн ентеш, халăх академикĕ Н.Я. Пильщиков хăйĕн очеркĕсенче Кивĕ Саврăш ялĕ X ĕмĕрччен пулса кайнине пĕлтерет. Ăна ялăн авалхи вырăнĕсене тĕпченĕ хыççăн пĕлнĕ. Хальхи масар çумĕнчи чул палăксене XVI ĕмĕртисем теççĕ. Саврăш çырми хĕрринче апла авалах пирĕн мăн асаттесем пурăннă. Анчах хальхи Кивĕ Саврăш вырăнĕнче вăл вăхăтри пĕр япала-палăк та çук. Манăн ял каярах пулса кайнă ахăр.
Патшалăхăн официаллă докуменчĕсенче Кивĕ Саврăш çинчен пирвайхи хут 1749 çулта асăннă. Пирĕн тăрăхри таврапĕлӳçĕ В.И.Волков çакна çирĕплетет. Раççейĕн 1871 çулхи перепиçĕнче çакна паллă туни пур: Кивĕ Саврăш Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕнчи Çĕнĕ Этемшӳ вулăсне кĕрет.
Саврăш сăмаха та тĕпчевçĕсем тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Эпĕ В.П.Станъял çырнине вуланă хыççăн пачах урăхла шухăша кайрăм.
Тĕрĕк халăхĕсен кивĕ чĕлхе тĕнĕнче, Сартăш теççĕ ăна, 4 вĕрентӳ пур. Вĕсене «саврăш» теççĕ. Пĕрремĕшĕ чĕрчун тĕнчине сăнлать, тискер кайăксене. Иккĕмĕшĕ – тавралăх пуянлăхĕ: хир, вăрман, çырма-çатра, çĕр сиплĕхĕ. Виççĕмĕшĕ – таса çут çанталăк: космос, çăлтăрсем, тӳпе, пĕлĕт, вут, шыв, çил, аслати, çиçĕм. Тăваттăмĕш – чун хăтлăхĕ, тăвансем, тус-юлташсем, çын шухăшĕпе туйăмĕ, халăх телейĕ. Христос тĕнĕнче леш тĕнчери чунсене хăтарас теççĕ пулсан, чĕлхе тĕнĕн 4 саврăшĕнче те çĕр çинчи ыр-хаярсене чӳклеççĕ.
Саврăш çырми хĕррине вырнаçнă халăх нумай турра ĕненнĕ. Ун çинчен выльăх пусса чӳк тунă вырăн çирĕплетет – киремет. Çырма тăрăхĕнчи Саврăшпуçĕнче, Чăвашьелĕнче, Саврăш салинче, Анат Саврăшра XVIII ĕмĕрччен Христос тĕнне йышăнман халăх пурăннă. Чăвашсем кунта килсе вырнаçсан Сартăш тĕнĕнчи 4 саврăшне пула çакăнти ялсене Саврăш ят пама пултарнă. Тата çакна та шута илес пулать: чăвашсем Самар, Оренбург облаçĕсенче те пурăнаççĕ. Унта та Саврăш ятлă ялсем пур. Аслă Пăлхар патшалăхне салатнă хыççăн халăх Çĕпĕрелле куçнă. Вара çĕр çинчи турăсене шанакан халăх Саврăш тăрăхĕнчи илемлĕ вырăна юратса вырнаçнă та ĕнтĕ. Çырмана та Саврушка тенĕ. Çапла пур историри пулăм та Раççейри ĕç-хĕлпе çыхăннă. Саврăш тăрăхĕнчи чăвашсем Христос тĕнне 1750 çулалла çеç йышăннă. Таврара тĕне кĕмен ватăсемпе çамрăксем халь те пур-ха. Ман шутпа, кивĕ чĕлхе тĕнне ĕненекенсемех яла Кивĕ Саврăш ят панă.
Ялăн хальхи историйĕ çинчен малтан çӳлерех асăннă таврапĕлӳçĕсем аван пĕлеççĕ.
Тăван яла, тавралăха чун-чĕререн юрататăп. Пирĕн вĕрентекен, историк çапла калать: «Иртнине пĕлмесĕр малашлăха йĕркелеме çук». Питĕ тĕрĕс сăмахсем.
 
: 1379, Хаçат: 29 (707), Категори: Çырусен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: