Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вăрçăра пуç хунă мăн асаттене Н.М.Таиркина, унăн виçĕ пиччĕшне – Ф.М.Таиркина, А.М.Таиркина, А.М.Таиркина – халаллатăп.
Автор.
Лена паян шкултан уроксем пĕтнĕ хыççăнах таврăнчĕ. Кулленхи ĕçĕсене хăвăрт туса пĕтерчĕ, унтан тӳрех портфельне уçса кĕнекисене туртса кăларчĕ те уроксене хатĕрленме тытăнчĕ. Шăматкун йывăр предметсем çук, çавăнпа та ытлашши шутласа лармах тивмерĕ. Хĕр ача Лисук аппасем патне кайма пуçтарăнчĕ. Амăшĕ паçăрах тутлă кукăльсем пĕçерсе хăварнă, иккĕш-виççĕшне таса хут çине чĕркерĕ те пĕчĕк сумккине чикрĕ. «Пĕчĕк кучченеç» пултăр терĕ ĕнтĕ. Тĕрĕссипе Лена Лисук аппăшне курас та хăналас тесе кăна мар, питĕ пысăк ĕçпе каять ун патне. Шкулта вăрçă темипе сочинени çырма хушнăччĕ. 60 çул ытла иртнĕ хыççăн ветерансемпе тылра вăй хунисен шучĕ те сахаллансах пырать. Лисук аппа вăрçăра пулнă, унран та лайăхрах кам каласа пама пултарĕ? Иртнĕ вырсарникун кайса килчĕ вăл аппăшĕ патне, ытла та чĕрене тивмелле каласа пачĕ вăрçă ветеранĕ. Халĕ вара хăй çырнине вуласа парасшăн Лена ăна. Ĕнентермелле çырнă-ши? Чăнах та, куçпа курман, илтмен япала çинчен çырма çăмăл мар. Мĕнле хак парĕ-ши Лисук аппăшĕ?
Лисук аппа пĕчченех пурăнать. Икĕ хĕрĕ ӳссе çитĕнсе качча кайса çемьеллĕ пулнă, Гена ывăлĕ Çĕпĕрте ĕçлесе пурăнать, вăл та çемье çавăрнă. Ăна темиçе хутчен те чĕннĕ хăйсем патне пурăнма хулана, тăван çĕртен уйрăлас килмест аппăшĕн. Кунтах ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕ...
Ленăна яланхи пекех хавас пулчĕ Лисук аппа. Ялти хыпарсене пĕлтернĕ, кучченеçпе хăналаннă, тутлă варенипе чей ĕçнĕ хыççăн Лена сумккинчен хулăн тетрадьне кăларчĕ. Ăна курсан Лисук аппан сăнĕ темле тĕксĕмленнĕ пек пулчĕ. Çак самантра хĕр хăй çакăнта килнишĕн ӳкĕнсе те илчĕ, аппăшне канăçсăрлантарнăн туйрĕ. Вăл тетрадьне каялла чиксе хума та хатĕрччĕ, Лисук аппа чарчĕ:
– Вуласа пар-ха, каламасăр хăварман-ши мĕн те пулин? Эсĕ сăвă-калав çырма юрататăн теççĕ. Илемлĕ çыратăн пулĕ, итлесе пăхам-ха эпĕ те.
Лена вăтанса кайрĕ. Ватă çын умĕнче намăс пуласран хăрарĕ. Тепĕр тесен, чунтан çырчĕ-çке хайлава, шалта мĕн пуррине уçса пама тăрăшрĕ. Малтанхи йĕркесене вуласанах çамрăк хĕр ача Лисук аппа çине пăхса илчĕ. Вăл тимлĕ итлеме тытăннине курсан малалла вуласа кайрĕ.
 
«Çуллахи ир. Кăшт сивĕ. Хĕвел тухса пĕтĕм тĕнчене савăнтарасшăн. Автан ыйхинчен вăранчĕ те «ку-ка-ре-ку-у-у!» тесе кăшкăрса ячĕ. Ял вăранать. Пăлаки аппа часрах ĕнине суса кĕтĕве хăвалама тухрĕ. Кӳршĕ Шура аппапа кашнинчех шăкăл-шăкăл калаçса каяççĕ. Пăлаки аппа ватах мар-ха, аслă ывăлĕпе тата хĕрĕпе питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ çул каялла унăн упăшки чирлесе вилчĕ. Хытă хуйхăрчĕ вăл, ачисемшĕн пăшăрханчĕ. Кашни кунах вил тăпри патне çӳретчĕ, тăприне тасатсах тăратчĕ. Тепри пулсан ĕçке те еретчĕ пулĕ ĕнтĕ, ку апла мар вара, чăтрĕ, ачисемшĕн хуйхăрчĕ. Гена ун асли, иртнĕ çул шкул пĕтерчĕ. Арçын ĕçне хăй тăвать. Йăмăкне Лизăна та пулăшать. Лиза унран икĕ çул кĕçĕнрех. Кил-çурта пуçтарса тăрать, пахчи вара... темле ăста пахчаçă та ăмсанмалла. Пăлаки аппа ирхине тухса каять те ĕçе, саккăра килет. Упăшки патне те юлашки вăхăтра эрнене пĕрре çеç кайса çӳрет. Пулăшса тăраканнисем пулсассăн та ялта ĕç пурпĕрех нумай, тупăнсах тăрать.
Гена тата кӳршĕ каччи Петя хирте комбайнпа ĕçлеççĕ. Ĕçрен килсессĕн хăш чух вăрмана, пулла, шыва кĕме юлташĕсемпе каяççĕ. Лиза та кану вăхăтне вĕсемпе пĕрле ирттерет. Ял çыннисем ĕмĕрĕпех пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ çав. Туй пулсассăн пĕрле савăнаççĕ. Хуйхине те пĕрлех ирттерсе яма, манма тăрăшаççĕ. Анчах… инçетре лере, хăрушă вăрçă пырать. Ку вара, чи пысăк хуйхă. Çынсем кашнинчех вăрçă пĕттĕр тесе кĕл тăваççĕ. «Вăрçă пĕтрĕ!» тенине илтесшĕн вĕсем.
Тепĕр кун та хĕвелĕ çаплах тухрĕ. Автанĕ авăтрĕ. Пăлаки аппа Шура аппапа шăкăл-шăкăл калаçсах ĕнисене кĕтĕве ăсатрĕç. Вĕсене хирĕç почтальонка Улька тĕл пулчĕ.
– Пăлаки аппа, сана кунта çыру килнĕ, – терĕ. Хăй темле шикленерех çырăва аллине тыттарчĕ. Хуйха сиснĕ пек Пăлаки аппан аллисем чĕтре-чĕтре хут таткине уçрĕç.
Лизăна вăрçа кайма ят тухнă, повестка килнĕ. Пит çăмартинчен шăпăр-шăпăр куççуль юхса анать. Алли лăштăр усăнчĕ.
– Эй, Турă, мĕн тума! Мĕн тума!.. – тесе чĕркуçленчĕ, макăрма тытăнчĕ, курăка куççульне сăтăрнă аллисемпе çăлса илчĕ хĕрарăм. Пурте ăнланчĕç мĕн пулнине. Шура аппа Пăлаки аппана çавăтса кайрĕ каялла. Халь кăна тӳррĕн утатчĕ вăл, урисем утми пулчĕç. Шура аппа ăна Ваçлей пиччесем патне хăварчĕ те хăй такăна-такăна Гена патне чупрĕ. Пӳртре никам çук, кăшкăрса пахчана тухрĕ. Гена пахчара ăшталанать.
– Э, Шура аппа, мĕскер пулчĕ-ха, ара эпĕ кунта-çке. Чирлемерĕр пулĕ, шурсах кайнă эсир?
– Гена, Гена, кунта мĕн-ха, ах, Тур…
– Чимĕр-ха, ан васкăр, лайăхрах, васкамасăр калăр-ха, мĕн пулчĕ?
– Гена! Çыру килнĕ, сана ят тухнă.
Генăн çăварĕнчи пăти тухса ӳкрĕ, аллисене чĕркуççи çине хурса:
– Çапла-и вара, – терĕ пуçне пĕшкĕртсе.
– Çапла, – терĕ Шура аппа çумне ларса.
– Аннене мĕнле калам-ши, Лизăна?
– Гена, аннӳ пĕлет, вăл çырăва илсе вуларĕ ĕнтĕ, халĕ вăл Ваçлейсем патĕнче, урисем вăйран кайрĕç пулĕ ун.
– Эй! Эппин, каям часрах аннене хирĕç.
Лиза пахча вĕçĕнчен паранкă анине çумласа пĕтерсе улăхать. Тирпейлĕ хĕр. Йăрана çумласассăн, çумне пăраха-пăраха хăвармасть, купа туса, йăран хушшине хурать. Çамрăк курăкĕсене вара ĕни валли хул айне хĕстерсе таврăнать. Йыт пырши курăкĕ вĕсен пахчинче, ăна питĕ йывăр пĕтерме, таçтан ернĕ. Юрать-ха çак курăка ĕне юратса çиет.
– Лиза! Лиза! Часрах, аннене начар пулас, вăл Ваçлей пиччесем патĕнче! – тесе хăварчĕ ăна çиçĕм пек хăвăрт чупса иртекен Гена. Лиза та пĕтĕм вăйран ун хыççăн чупрĕ. Çитсенех амăшĕ умне чĕркуçленсе ларса аллисене чуп тума тытăнчĕ. Амăшĕ ăшшăн çупăрласа, ытакласа илчĕ.
– Каймаллах, – терĕ Пăлаки аппа. – Чĕнеççĕ вĕт, каймаллах.
– Анне, аннеçĕм, кам чĕнет, ăçта каясшăн эсĕ? – терĕ хĕрĕ хăраса.
– Эпĕ аташмастăп, çыру килчĕ-çке. Санăн, санăн каймаллах. Вăрçа, çав хăрушă вăрçа илсе каяççĕ сана.
Лиза ним чĕнейми пулса тăчĕ.
– Мĕнле, мĕншĕн Лизăн? Лизăн вăрçа каймалла-и?
– Çапла.
– Генăн мар-и, Лизăн-и? – терĕ Шура аппа, хăйне айăплă туйса.
– Çук! Ку тĕрĕс мар, манăн ят тухнă, Лизăн мар! Манăн! – сас пачĕ Гена.
Хăй темшĕн йĕп-йĕпе тарласа кайрĕ.
– Акă, пăхăр, – терĕ Пăлаки аппа кăкăр çумĕнчен хута кăларса. Лиза хăвăрт вулама тытăнчĕ.
– Эсĕ, Шура, Генăн каймалла тесе шутларăн пуль. Эсĕ вĕт çырăва вуласа тăмарăн. Айăплă тесе ан шутла хăвна, – терĕ Пăлаки аппа.
Шăппăн тухрĕ Лизăн сасси:
– Анне тĕрĕс калать, каймаллах…
Тĕттĕм каç. Урамра никам та çук. Ăшă çил çӳçентерсе ярать. Уйăх çути Лизăн пӳлĕмне кăнтăрлахи пек çутатса тăрать. Кӳлĕри шапа сасси таçта çити илтĕнет. Лиза картлашка çине тухса ларчĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 1334, Хаçат: 33 (815)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: