Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Елена Владимировна Федотова (Ермилова) пухса хатĕрленĕ «Сăнавсемпе ĕненӳсем. Тĕлĕксем» кĕнекепе
паллашнă май килнĕ шухăшсем
«Пирĕн чăвашсем ирхине тăрсан,çын патне кайсан çапла калаççĕ: «Чипер çывăртăн-и,мĕнле тĕлĕк куртăн кĕçĕр?»
Вара мĕн курнине, мĕн илтнине,епле çул çӳренине калаçаççĕ».
 
Мĕнле тĕлĕк курни çинчен час-часах ыйтатпăр-и эпир пĕр-пĕринчен хальхи вăхăтра? Шел пулин те, тăрсан-тăрсан çеç ыйту паратпăр. Тĕлĕксем вара пирĕн пурнăçра чăннипех те пысăк вырăн йышăнма пултараççĕ. Вĕсем кулленхи пурнăçа пуянлатса пурнăç тупсăмне уçса пама пулăшаççĕ. Юлашки çулсенче тĕлĕксен пĕлтерĕшĕ, вĕсемпе интересленесси ӳссех пырать. Ку туртăм тĕпчевçĕсемшĕн питĕ паха. Нумай пулмасть «Сăнавсемпе ĕненӳсем. Тĕлĕксем» – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăларакан нумай томлă «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмăн улттăмĕш томĕ халăх умне тухрĕ. Ăна филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Е.В.Федотова пухса хатĕрленĕ. Вăлах ум сăмахĕпе ăнлантарăвĕсене çыраканĕ тата ăслăлăх редакторĕ. Сăмахлăх пĕлĕвĕн ăслăлăх ĕçченĕ кăткăс та тĕпчесе çитереймен сăнавсемпе ĕненӳсене, тĕлĕксене пухса тата тишкерсе чăннипех те пархатарлă ĕç тунă.
Ум сăмахра Е.В.Федотова сăнавсемпе ĕненӳсене пухнин тата тĕпченин кĕске историне çутатнă; асăннă жанр уйрăмлăхĕсем пирки, чăваш сăнавĕсемпе ĕненĕвĕсен кулленхи пур- нăçри вырăнĕ çинчен çырнă. Текстсене мĕнле йĕркепе уш- кăнлассине татса панă. Асăннă жанрсене ку таранччен тарăннăн тĕпчемен тесен те йăнăш пулмасть. Чăваш мифологийĕ, философийĕ, авалтан пыракан ыр-хаяр тĕнĕ ытти жанрсемпе танлаштарсан уйрăмах сăнавсемпе ĕненӳсенче туллин ӳкерĕннĕ. Çакна тĕпчевçĕ кӳртĕм пайĕнче пĕтĕмĕшле çутатса пама тăрăшнă. Çавăн пекех чăвашсен тĕлĕк пĕлтерĕшĕсене пуçтарнипе тĕпченин историне те йĕрлесе тухнă. Ум сăмахра Е.В.Федотова: «Тĕлĕк чăвашшăн пысăк вырăн йышăнать», – тенĕ тĕп шухăша тĕслĕхсемпе ĕнентерсе панă (Сăнавсемпе ĕненӳсем. Тĕлĕксем. Шупашкар. 2009. 14 с.). Ырра пĕлтермен тĕлĕке сирсе ямалли мелсем, курнă тĕлĕк кама пырса тивесси, хăçан пурнăçланасси, пулассине тĕлĕкре курмалли майсем пирки тата ытти ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă фольклорист. Ку тĕпчев ăсчахсемшĕн кăна мар, тĕлĕксемпе кăсăкланакан хуть те кама та кулленхи пурнăçра усă кӳме пултарать. Пурнăçра ăнланса пĕтерейменнине чылай чухне тĕлĕк ăнлантарса парать. Ман шутпа, туйăм-сисĕм вăйлă аталаннă çынна ку шухăш пĕрре те иккĕлентермест.
Кĕнекери текстсене чылайăшне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивĕнчен илнĕ. Çавăн пекех Н.И.Ашмарин, В.К.Магницкий, Д.Месарош, С.М.Михайлов, А.В.Смолен- ский, Г.Т.Тимофеев тата ытти тĕпчевçĕсен кĕнекисенчен илнĕ. Унсăр пуçне Е.В.Федотова хăй 2001-2008 çулсенче экспедицисенче тата ватăсенчен илтнĕ сăнавсемпе ĕненӳсене, тĕлĕксене 600-е яхăн çырса илсе тома йĕркелесе кĕртнĕ. Кĕнеке сумлă – 7579 тĕслĕх. Нумайăшĕ вĕсенчен пĕрремĕш хут пичетленет. Кăларăм икĕ пысăк пайран тăрать: сăнавсемпе ĕненӳсем тата тĕлĕксем.
Мĕн ĕлĕкренех тĕрлĕрен тĕн вĕрентĕвĕсем тĕлĕксене пысăк вырăна хунă. XI-XII ĕмĕрсенче йĕркеленнĕ «Сухравардия» ятлă суфисен орденĕнчи тарикатăн вĕренекенĕсен кашни ир тăрсан вĕрентекенне хăйсен тĕлĕкне каласа парас йăла пулнă. Вĕсен шу- чĕпе, тĕлĕксем чун аталанăвне палăртаççĕ.
Чăвашсем: «Ыйхă – вилĕм, – теççĕ. Этем çывăрнă чухне унăн чунĕ, ӳт ăшĕнчен тухса кайса, унта-кунта курса çӳрет тет; тĕлĕк тĕлленни çавă тет вăл. Унтан çӳресен-çӳресен, кăтартассине кăтартсан, каялла килсе, ӳт ăшне кĕрсе каять тет» (Г.Т.Тимофеев. Тăхăрьял: Этнографи тĕрленчĕкĕсем. Халăх сăмахлăхĕ. Çырса пынисем. Çырусемпе асаилӳсем. Шупашкар, 2002. 44 с.). Çавăн пекех индуссем тĕлĕке кĕске вилĕм, вилĕме вăрăм тĕлĕк теççĕ. Ку чун ӳтрен уйрăлма пултарнине ĕненнипе çыхăннă: тĕлĕкре те, вилсессĕн те чун уйрăлать.
Даоссен вĕрентекенĕшĕн Ван Липиншăн тĕлĕксемпе ĕçлесси чуна аталантармалли мелсенчен пĕри шутланать.
Халăх хушшинче ытларах тĕлĕксен пĕлтерĕшĕсемпе ĕçлесси анлă сарăлнă. Унсăр пуçне, чăвашăн çывăрма выртиччен, вăраннă хыççăн туса ирттермелли ĕçсем пур, анчах та тĕлĕк курнă вăхăтра тĕлĕке улăштарассипе ĕçлемелли мелсем пачах тĕл пулмаççĕ. Тибет ламисен, сăмахран, тĕлĕкпе çыхăннă тĕрлĕрен техникăсем пур. У.Й.Эванс-Вентцăн «Тибетская йога и тайные учения» (2003) кĕнекинче Наропăн ултă вĕрентĕвĕ кĕнĕ. Çав шутра унта «Тĕлĕк тăрăмĕ çинчен вĕрентни» (е тепĕр майлă ăна «Йога сна» та теççĕ) пур. Наропа панă техникăсем çакнашкал: тĕлĕкре çулăм курсан ăна таптамалла, çулăмран шыв тумалла, пĕчĕк япаласене пысăклатмалла, пысăккисене пĕчĕклетмелле, пĕр япалана нумай тумалла, нумаййине пĕрре тумалла тата ытти те. Карлос Кастанеда «Путешествие в Икстлан» ĕçĕнче алăсене шыраса тупса вĕсем çине пăхмалли пирки асăнать. Кусем тĕлĕк мĕнне ăнланса илмелли мелсем, анчах вĕсене çын тĕлĕкре хăй çывăрнине аса илсен кăна пурнăçлама пултарать, унăн майĕсем ӳсеççĕ.
(Вĕçĕ пулать.)
 
: 1030, Хаçат: 33 (815)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: